Пуçлăх


Ашак


Булатпа Самат яланхи туссем. Шкулта «тăваттăпа» тата «пиллĕкпе» çеç вĕренекен Самат «иккĕпе» «виçсĕрен» иртеймен Булата нихăçан та пăрахман, яланах пулăшса пынă.

Пĕррехинче, Самат пулăшнипе Булат «тăваттă» илсен, пĕтĕм шкул ăна пурнăçĕнче пĕрремĕш хут çав паллăна илме пултарнăшăн мухтарĕ.

— Ах, — терĕ класа ертсе пыраканĕ, — маттур иккен Булат! Ăса кĕрсех пырать, куçкĕрет ăсланать.

— Çапла, — вĕрентекенпе килĕшрĕ шкул пуçлăхĕ, вăл хăйĕн унчченхи наянлăхне çĕнтерни аван сисĕнет.

Шкул хыççăн Самат Булата хăйпе института кĕме хытă пулăшрĕ. Институтра Булат табак туртма пăрахрĕ. Кунта ăна каллех мухтама пуçларĕç, нихăçан та туртман Самата кăна никам та асăрхамасть.

— Туртма пăрахакансем халь миллион çын хушшинче пĕрре пур-ши е вуçех çук, — теççĕ институтрисем. Булат вара сăмси айне вут хума ним мар пăрахрĕ. Чăн-чăн джигитах çав!

— Институт пĕтерсе производствăра ĕçлеме пуçласан вăл сасартăк ĕçкĕпе аташма пăрахрĕ. Ĕçри ăсталăха апла илме Булата кунăн-çĕрĕн пулăшнă Самат, ку таранччен эрех тутанса курманскер, тусне пĕлĕшсем умĕнче мухтарĕ.

— Маттур иккен Булат. Ĕçре те ăнтарать, хăйĕн пурнăçĕнчи кăптăк-сăптăка та пĕтерсех пырать, — терĕ.

Малалла

Икĕ вĕçлĕ


Бухгалтер кабинетран тухрĕ. Унăн помощникĕ Петров хĕр-счетовод çине пăхса илчĕ те, бухгалтерăн пĕр вĕçĕ хĕрлĕ, тепĕр вĕçĕ кăвак кăранташне тытса, ыттисенчен ыйтрĕ:

— Çак кăранташ, сирĕн шухăшăрпа, мĕн пек?

— Мĕнле «мĕн пек»? Кăранташ кăранташах ĕнтĕ вăл...

— Ман шухăшпа, çак кăранташ пирĕн аслă бухгалтер пек. Службăра чухне аслă бухгалтер кăранташăн çак вĕçĕ пекех хĕрлĕ: тĕрĕслĕх çинчен калаçать, общество ĕçне тăвассинчен пăрăнмасть. Килте...

Вăл кăранташăн кăвак вĕçне кăтартрĕ:

— Килте кăранташăн çак вĕçĕ пек. Мункунта çăмарта хĕретнĕ, арăмĕпе ним сăлтавсăрах вăрçать, сыпма юратать.

Çав вăхăтра пӳлĕме кĕтмен çĕртен аслă бухгалтер тăврăнать.

— Мĕн çинчен сăмах çапса ларатăр? — ыйтрĕ вăл.

— Ак çак кăранташпа сирĕн çинчен калаçса илтĕмĕр, — терĕ помощникĕ, — эсир хăвăра хăвăр ним шеллемесĕр ĕçлетĕр тетĕп. Пирĕн учреждение килсе кĕнĕ чухне эсир кăранташăн çак вĕçĕ пекех хĕрлĕччĕ, халĕ хăвăра хăвăр шеллемесĕр ĕçленипе кăранташăн çак вĕçĕ пекех пулса кайрăр... Куç айĕсем кăвакарнă. Апла аван мар. Сывлăхшăн тăрăшас пулать. Отпуска каймалла.

Малалла

Çав кирлĕ-ха пуçлăха!


— Атьăр, тусăмсем, паян хамăрăн пуçлăха тăн кĕртетпĕр! — сĕнчĕ пĕррехинче пирĕнпе пĕр цехра тăрмашакан Антун кăнтăрлахи апат вăхăтĕнче.

Çак вăтăр çула та çитмен хусах, хăмла шалчи пек икĕ метра яхăн ши! ӳснĕскер, Петĕр патшана аса илтерет.

— Мĕн-мĕн... Кама тăн кĕртетпĕр тетĕн? — куçне-пуçне чарса пăрахрĕ Юркка Антун çине кăнн! пăхса. Юркка Антунран пĕр чавса тăршшĕ кĕскерех пулсан та хулпуççи анлăшĕпе унран чыла-ай сарлакарах. Кире пуканĕ çĕклеме юратнăран ун çумне «Кире Пукан» хушма ят çыпăçтарнă.

— Хамăрăн пуçлăха тетĕп, клух-хуй! — тепĕр хутчен, анчах кăшкăрса калать Петĕр Патша. — Мĕн, Кире Пукан, эсĕ ирхине хăлхуна çума маннă-им? — витлесе илме те манмасть хăй.

Эпир, Антунпа Юрккасăр пуçне тепĕр сакăр çын, вăрăм сĕтел хушшинче апатланса ларакансем, пĕр-пĕрин çине ăнланмасăр пăхса илетпĕр. Ара, пуçлăх çине алă çĕклесе тимĕр решеткеллĕ çурта хупса лартаççĕ вĕт. Судăн пирĕнсĕр те ĕç нумай.

Халиччен пирĕн цехра лару-тăру йĕркеллехчĕ-ха. Продукци кăларасси ӳснĕ май шалу çулсерен хушăнатчĕ. Лайăх ĕçлекенсем преми те илкелетчĕç. Нумаях мар пулсан та, çавах — плюс. Арăм пĕлмен хушма укçа. Смена вĕçленнĕ хыççăн сăра ĕçмелĕх те пулин кĕсьере нухрат пур.

Малалла

Критиклекен


Килте, арăм умĕнче

Вăл пурне те критиклет:

— Пирĕн организацинче

Путлĕ çын та çуккă, — тет.

 

Уншăн пуçлăх пит тӳрккес,

Çынсене ятлать ялан.

Ăшă сăмах илтмĕн эс

Нихăçан та вăл муртан.

 

— Заместителĕ тăмсай, —

Критик арăмне калать. —

А бухгалтерĕ пĕрмай

Кĕленче ăшне путать.

 

— Ырри пур-и ыттисен?

Мăй таран-çке кăлтăксем.

Пур-мĕн взятка илекен,

Пуçтахсем, эгоистсем...

 

Эпĕр çеç пĕр шавламасăр

Тĕрмешетпĕр кăткăлла.

Пурпĕр ят тивет вышкайсăр, —

Упăшка хĕрсе калать.

 

Çав çитменлĕхсем çинчен

Ун каласчĕ пухура.

Анчах вăл унта çитсен,

Çăварне уçма хăрать.

Пукан


Çапĕ, тӳнтерĕ

Пурнăç тӳнтерĕ,

Пурпĕр ан парăн,

Çапăç хастаррăн...

 

Владислав ăшра кулса илчĕ: тупăннă поэт! Чăнах, ăçтан килсе çакланчĕç-ха ку сăвă йĕркисем? Хă, «ан парăн...» Калама çăмăл. Парăнас мар тет-ха та — пурнăçĕ ав епле пăтрашăнса кайрĕ. Çитменнине Владиславăн, пуçлăх пулнăскерĕн, ĕçрен тухма тиврĕ. Нумай çул пĕтĕм савăнăç-телее, хуйха-суйха пĕрле пайланă йышран уйрăлма ай-ай йывăр...

Арçын чӳрече патне пычĕ, тарланă кантăка алă лаппипе шăлса урамалла пăхрĕ. Кĕр вăраха тăсăлчĕ кăçал. Халь чӳк вĕçленет — тулта вара çумăр пĕрĕхет, хура тротуар тăрăх шыв йăпăр-йăпăр юхатъ. Анчах Владислав, кĕрхи çанталăк вылянчăкне асăрхамасăр, шухăшĕпе пачах урăх çĕрте. Кӳреннинчен ытла шалт аптраса ӳкрĕ вăл паян, çын чун-чĕри мĕн тери хăвăрт улшăнма пултарнинчен шутсăр тĕлĕнчĕ.

Павăл ун патне час-часах пырса çӳретчĕ. Пĕчĕкрех пӳ-силлĕ те яка сăн-питлĕскер, вăл алăка хыттăн мар, пӳрне вĕçĕпе çăмăллăн кăна тĕкĕнсе шаккать те «тархасшăн, тархасшăн» тенине илтсен пӳлĕме вăшăрт кĕрсе тăратчĕ.

Малалла

Арăслан


Юманлăхри Куян васкаса

Арăслан патне çитрĕ те хашкаса:

— Арăслан юлташ! — тет. — Пирĕн районта

Эсир хушнă пек ĕçлесшĕн мар вăрманта.

Сисетпĕр: вăхăт сулăнчĕ хĕл енне,

Хĕле хатĕрленмелли ĕç планне

Эсир вăхăтра антартăр, чăнах та,

Çапах та,

Ку плана пирĕн сӳтсе явайман,

Халиччен ку ĕçе никам та пусăнман,

Наянсене ĕçе хуса кăлармалла,

Хăвăрăн та час-час тухса курмалла.

Пирĕн ĕç унсăр майлашса каяймĕ.

— Манăн вăхăт çук, пырасси пулаймĕ! —

Тет Арăслан. Вăл вара, çапла каласа,

Телефон трубкине тытрĕ те васкаса:

— Почтă, — тет, — почтă! Мĕн çывратăр?

Итлĕр-ха,

Мана Упа варне парăр-ха!

Упа варĕ-и ку? Кам пулан?

Сирĕнпе Арăслан калаçать, Арăслан!..

Ак вăл Упа варĕнчи пуçлăха ятлать,

Пĕтерет, сăмахне таçтан тупать.

Кунпала калаçма чарăнса,

Арăслан, çаплах ятлаçса,

Ыттисене те вăрçма тытăнчĕ.

Куян та тăрса ĕнтĕ ывăнчĕ,

Тухса уттарчĕ Арăслан патĕнчен.

— Тĕлĕнмелле ку пуçлăх ĕçĕнчен.

Яра куна телефон тăрăх харкашни

Малалла