Тĕкĕр


«Яш кунра çухатнă...»


Яш кунра çухатнă

Тĕкĕре ак тупрăм.

Кăшт тĕсне çухатнă,

Пур пĕр хама куртăм.

Ах хай улталасшăн,

Эп унта хитреччĕ!

«Ма эс кăтартасшăн

урăхла, пĕлесчĕ?»

Аллăм та чĕтрерĕ,

Куçăм тĕтреленчĕ...

Тĕкĕрĕм пĕлтерчĕ:

«Пурте — ĕччĕ, — ĕччĕ...»

Тĕкĕрĕм


Тĕкĕрем,

Пăхсам кăштах ачашшăн.

Тĕкĕрĕм,

Кулсам, кулсам эс ăшшăн.

Ĕмĕрĕм,

Иртсе килетĕн манăн.

Ĕмĕрĕм,

Тăхта, тăхта тăванăм.

 

Пурнăçăм,

Ытла ачаш пулмарăн.

Пурнăçăм,

Телейпеле тулмарăн.

Пӳлĕхçĕм,

Шăпам çапла, мăнтарăн.

Пӳлĕхçĕм,

Санран ăçта-ха тарăн.

 

Турăçăм,

Тавах манпа пулнишĕн,

Турăçăм,

Тавах манпа юлнишĕн.

Тĕкĕрĕм,

Ман пурнăçăм эс, тĕкĕрĕм.

Тĕкĕрĕм,

Ман ĕмĕрĕм эс, ĕмĕрĕм...