Каяс текен — кайтăр...
Каяс текен — кайтăр,
Кала, купăсна.
Тĕнче-и-мĕн ансăр,
Кĕместĕп асна:
«Вĕтĕр-вĕтĕр ташлама
Вĕтĕ çынсем мар эпир.
Вĕчĕрхенсе пурăнма
Вăхăчĕпе манăпăр».
Каяс текен — кайтăр,
Çунмас çулăмпа.
Тĕнче-и-мĕн ансăр,
Тĕнчи — çумăнта:
«Çунса-хыпса пурăнма
Çунан кăвайт мар эпир.
Çунса-ĕнсе çухалма
Çулталăкчен манăпăр».
Каяс текен — кайтăр,
Чĕнмес каялла.
Тĕнче-и-мĕн ансăр —
Сулатăп алла:
«Калла-малла выляма
Катăк чĕлĕм мар эпир.
Кайнă çыншăн макăрма
Килес çулччен манăпăр».
Ташлать Илемпи
Тулта сивĕ çил каш кашлать.
Пӳртре Илемпи таш ташлать.
Пăхать кантăкран сивĕ çил,
Пăхать-тĕлĕнет сивĕ çил:
Ташлать Илемпи, ташлать,
Шăвать вăл, ишет акăшла.
Хулне вылятать кĕвĕ май,
Пуçне вĕлт! ухать шунă май.
Алне Илемпи вăшт! сулать,
Ташланă май йăл-йăл кулать
Е вырăнтах вĕл! çаврăнать,
Сиксе тăпăрт-тăпăрт тăвать.
Ташлать, Илемпи ташлать:
Сăмси те, ури те ташлать,
Çанни те, арки те ташлать...
Пăхать, чăтаймасть сивĕ çил.
Пуçлать ташлама шухă çил.
Хăй шăпăр калать, хăй ташлать,
Ташланă май каш-каш кашлать.
Тулта сивĕ çил каш кашлать,
Пӳртре Илемпи таш ташлать.
...Ташлать сивĕ çил, ташлать...
Халтан кайрĕ, хаш! хашлатать,
Пуçне усрĕ, сулчĕ алне,
Канма выртрĕ кив сак айне...
Эй, юрлаттăн юррине!..
Эй, юрлаттăн юррине!
Эй, калаттăн кĕввине:
«Ташла, ухмах,
Илсе парап пушмак;
Çӳллĕ кĕлеллине,
Вуник тӳмеллине».
Эй, ташларăм,
Эй, ташларăм!
Ура кĕли ывăнчĕ,
Урай хăми авăнчĕ.
Кĕвĕ-çемĕ пĕтсессĕн,
Пуçа шухăш сырăнчĕ.
Ухмах ятне илтсессĕн,
Вĕри кăмăл сивĕнчĕ.
Атя пĕрле тухар-и,
Атя пĕрле ташлар-и?
Эпĕ илтнĕ сăмаха
Иккĕн пĕрле пайлар-и?
Тăпăр-тăпăр-тăпăртăк
(Айтăш ташши)
Яшсем ташласа тухаççĕ:
Тăпăр-тăпăр-тăпăртăк,
Тăпăр-тăпăр-тăпăртăк,
Тăпăртатса-тăрстлатса,
Якăлт сиксе вăртлатса,
Ик урана хуçлатса
Сиксе тăрса силленсе
Ташлар пĕрре çеçмерле!
Çеçмерле те сĕнтĕрле!
Хĕрсем ташласа тухаççĕ:
Тăпăр-тăпăр-тăпăртăк,
Тăпăр-тăпăр-тăпăртăк,
Тăпăртатса-тăрстлатса,
Вăштăрт вĕçсе вăртлатса,
Аркă вĕçне хутлатса,
Ал-урана вылятса
Ташлар пĕрре пошкарла,
Пошкарла та шашкарла!
Яш-хĕрем пĕрле ташлать:
Тăпăртăк, тăпăртăк,
...Шашкар ташши çавнашкал,
Мухтанмастпăр, хăрамастпăр,
Эпĕр хамăр çавнашкал.
Çеçмерле, шашкарла,
Вăй çитмесен — кашкăрла,
Вăй çитменни пулас çук,
Çынран кая юлас çук.
Шашкарла-пошкарла
Хоçкаланса юлмалла.
Çеçмерле-сĕнтĕрле
Чиперленме пĕлмелле.
Яшсем юрласа ташлаççĕ:
Эпĕр кунта ташлани —
Кăвар çинчи ташă
Выртать кăвар йăл-йăл çиçсе,
Пире парса хăй ăшшине.
Вут пек таса пулас тесе
Чăваш пуçлать хăй ташшине.
Ташлать чăваш кăвар çинче,
Çапла сыхлать хăй сывлăхне.
Кĕрсе каять кăвар çине
Вăл хăйшĕн хӳтлĕх шыраса.
Çарран сикет кăвар çинче,
Те савăнса, те макăрса —
Ташлать чăваш кăвар çинче.
Çапла упрать чун хавалне.
Çапла сыхлать вăл хăй чысне.
Сикет чăваш кăвар çинче
Ниçта кайса кĕме çукран.
Ташланă чух кăвар çинче
Хăрушă мар нимле тăшман.
Ташлать чăваш кăвар çинче,
Çапла упрать таса ятне.
Ташлать чăваш кăвар çинче,
Çапла сыхлать хăй ирĕкне.
Чăваш ташлать кăвар çинче...
Сĕтел ури авăнать...
Сĕтел ури авăнать,
Урай хăми авăнать.
Авăнсан та аптрамасть,
Авăнсан та хуçăлмасть.
Сикĕр, сикĕр! Сикмелле.
Туйăн туй пек иртмеллĕ.
Мĕншĕн, ара, ташлас мар,
Мĕншĕн, ара, савнас мар?
Яштак каччи япăх-им,
Сарă хĕрĕ ятсăр-им?
Тăрăс! Тăрăс! тапар-и,
Çĕн мăшăра мухтар-и?
Ав, кĕтесри сар каччă
Çакă хĕре саватчĕ.
Шăлне çыртса ал çупать,
Хĕрне качча ăсатать.
Килекенсем — килччĕрех,
Кĕрекенсем — кĕччĕрех.
Туя туй пек тăвăпăр,
Ырă туя пăсмăпăр.
Сĕтел ури авăнать,
Урай хăми авăнать.
Авăнсан та аптрамасть,
Авăнсан та хуçăлмасть.
Тупмалли
Сайта кĕр
Шырав
Çыравçăсем
- Çеçпĕл Мишши (26)
- Çемен Элкер (38)
- Александр Артемьев (12)
- Алексей Воробьев (160)
- Ваççа Аниççи (6)
- Валем Ахун (29)
- Геннадий Юмарт (90)
- Денис Гордеев (22)
- Иван Мучи (71)
- Илле Тăхти (81)
- Илле Тукташ (17)
- Илпек Микулайĕ (2)
- Константин Иванов (12)
- Куçма Турхан (3)
- Леонид Агаков (13)
- Любовь Мартьянова (186)
- Мария Ухсай (3)
- Митта Ваçлейĕ (21)
- Николай Теветкел (139)
- Николай Шупуççынни (21)
- Пайтул (9)
- Петĕр Хусанкай (41)
- Петĕр Ялгир (118)
- Светлана Асамат (24)
- Трубина Мархви (25)
- Хветĕр Уяр (4)
- Эмине (7)
- Юрий Скворцов (39)
- Юхма Мишши (240)
- Яков Ухсай (14)
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...