«Самант» журналпа «Сувар» чӑваш наципе культурин аталану фончӗ пулӑшу ыйтаҫҫӗ:
«Чӑваш халӑхӗн хальхи ӑс-хакӑл улӑпӗсем» проекта пурнӑҫа кӗртме чӑваш яш-кӗрӗмне хутшӑнма чӗнет. Ӑс-хакӑл улӑпӗсен ятсарне сирӗн шухӑшӑрсене, сӗнӗвӗрсене шута илсе тытса пырасшӑн эпир. Ҫавӑнпа список пуҫласа паратпӑр та - ӑна малалла эсир тӑсасса кӗтетпӗр.
Ӑнлантарни: «Самант» журналта ҫӗнӗ проект кун ҫути курать — «Чӑваш халӑхӗн хальхи ӑс-хакӑл улӑпӗсем». Унта эпир те хутшӑнатпӑр. Пирӗн пай — ҫак проект валли ҫынсене сӗнесси: кама ҫутатмалла унта, кам вӑл хальхи ӑс-хакӑл улӑпӗ (ҫак ята тивӗҫли). Пӗрремӗш кӑларӑмра Виталий Петрович Станьяла вырнаҫтарнӑ пулас (журналӑн страницисене аяларах курма пултаратӑр). Ыйтӑм пек ку ӗҫе тума май ҫук — сӑвӑнпа та сирӗнтен ятсем кӗтетпӗр. Комментарисенче ҫырса парасса шанатпӑр! /кайран вӑл сӑнсене, сӑмахран, касса кӑларса ҫыпӑҫтарса хума та пулать/.
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
Ку проектра халь пурăнакан Улăпсене çутатасшăн. Ман шутпа та пĕр хĕрарăма та пулин кĕртмеллех. Илсе кăтартнă йышран Светлана Асамат ман шутпа чи тивĕçли.
П.Сорокин // 4186.57.1361
2013.09.04 20:13
Темшен пермай пер сынсене мухтама ханахрамар. Ас -хакал енчен маттурисем татах та пур, самахран Елена Енька. Унан ас-хакале чанах та пуян, менле паха кенекесем каларать вал.
Улăп тенĕрен чăваш нихçан та хĕрарăмран Улăп туман.Тĕрĕсрех каласан чăваш хĕрарăмĕ хăй сăпайлăхне кура темле паттăрла ĕç тусан та арçынран малта хăйне тытман.СССР халăх артистки Вера Кузьмина Улăп амăшĕ ятне тивĕç.
Кунта "УЛĂп" сăмахĕн пĕлтерĕшне мĕнле ăнланмалла?
Выдающийся деятель науки и просвещения? е ПАТТĂР (герой)?
УЛĂП -аморейско-ханаанский(угаритский,финикийский) бог БАЛУ,БААЛ (ВААЛ). В Библии он описан как филистимлянский воин ГОЛИАФ ("Oliaph),пораженный еврейским пастухом Давидом (Тавтом), то есть смена религии
Кунта шухăшламалли пур
Тимер // 3913.58.4645
2013.09.05 16:14
паянхи Улăп ман шутпа чăвашсен питĕ ятлă-сумлă чăвашлăхшăн чунĕпе 'çунакан' çын.Хисеплĕ Станьял,паллах,паянхи чи пĕрремĕш Улăп.Халăх ăна чăннипех хисеплеть.Влаç пирки сăмах пымасть кунта.
ма хĕрарăм улăп пулма пултараймаст?
Марина Карягина чăн-чăн чăваш улăпĕ