Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +12.5 °C
Бог - это то бесконечное, что требует от нас праведности.(Мэтью Арнольд)
 

Ad

Аçтахар Плотников: Гуманитари институчӗ орфографи ыйтӑвӗ пирки хуравлани

Аçтахар Плотников17.05.2014 10:4926731 views
Чӑваш Республикин
Пуҫлӑхне М.В. Игнатьева
Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн
Пуҫлӑхне Ю.А. Попова
Чӑваш Республикин вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин
министрне В.Н. Иванова
Патшалӑх Канашӗн социаллӑ политикӑпа наци ыйтӑвӗсен
комитечӗн председателне П.С. Краснова

 

Хисеплӗ Михаил Васильевич, Юрий Алексеевич,
Владимир Николаевич, Петр Степанович!

 

Пирӗн пата нумай ҫынран икӗ чӗлхепе - вырӑсла тата чӑвашла - ҫырнӑ сахал мар ҫыру килчӗ. Сӑмах чӑваш орфографийӗ пирки пынӑ май тата Чӑваш Республикин «Чӑваш Республикинчи чӗлхесем ҫинчен» Законӗпе килӗшӳллӗн пӗтӗм ҫырӑва эпир чӑвашла пӗр ҫырупа хуравлас терӗмӗр.

Хальхи чӑваш орфографине икӗ енлӗ пӑхасси чӑваш чӗлхин тытӑмне уҫса паракан теорисем епле аталаннипе, аслӑ тата вӑтам шкул программисене мӗнле кӗрсе пынипе тата ик чӗлхелӗх витӗмӗпе ҫыхӑннӑ.

Иртнӗ ӗмӗрӗн 60-мӗш ҫулӗсем ҫитиччен чӑваш чӗлхин грамматикине вырӑс чӗлхи вӗрентӗвӗн теори картинчен тухмасӑр ӑнлантарнӑ, ҫав теорипе килӗшмен фактсемпе пулӑмсене шута илмесӗр хӑварнӑ. 50-мӗш ҫулсен иккӗмӗш ҫурринчен тытӑнса чӑваш чӗлхин грамматикине чӗлхере хӑйӗнче мӗн пуррипе ҫуккине, мӗнлерех уйрӑмлӑхсем палӑрнине тӗпе хурса тӗпчеме тытӑнаҫҫӗ, статьясем, кӗнекесем ҫыраҫҫӗ.

Хальхи чӑваш чӗлхин грамматикине ҫӗнӗлле уҫса паракан пирвайхи учёнӑйсем И.П. Павлов доцентпа И.А. Андреев профессор пулнӑ. И.П. Павлов доцентӑн учебник шучӗпе студентсем валли хатӗрленӗ морфологи кӗнеки (Павлов И.П. Хальхи чӑваш литература чӗлхи. Морфологи. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1965. 344 с.) 1965 ҫулта тухать. И.А. Андреев профессорӑн синтаксис ыйтӑвӗсене уҫса паракан монографине икӗ кӗнекепе (Андреев И.А. Чӑваш синтаксисӗн ыйтӑвӗсем. 1 пайӗ. Шупашкар: Чӑвашиздат, 1973. 176 с.; унӑнах. Чӑваш синтаксисӗн ыйтӑвӗсем. 2 пайӗ. Шупашкар: Чӑвашиздат, 1975. 208 с.) 1973, 1975 ҫулсенче кӑлараҫҫӗ. Ҫӗнӗлӗхе тӗпе хурса хатӗрленӗ учебниксем шкула 1978 ҫулта ҫитеҫҫӗ.

Чӑвашлӑх анинче ӗҫлекенсен йышӗнче паян кун чӑваш чӗлхине И.П. Павловпа И.А. Андреев кӗнекисемпе вӗреннисем те, вӗсен умӗнхи кӗнекисемпе вӗреннисем те пур. Ҫавӑнпа чӑваш чӗлхине пӗрисем кивӗлле, теприсем ҫӗнӗлле ӑнланаҫҫӗ.

Сӑмахсене пӗрле, уйрӑм е дефиспа ҫырасси, тӗпрен илсен, хальхи вӑхӑтра чӗлхе пӗлӗвӗ анинче вӑй хуракансемшӗн, чӑваш чӗлхине аслӑ тата вӑтам шкулта вӗрентекенсемшӗн нимӗнле йывӑрлӑх та кӑларса тӑратмасть. «Ҫӗнӗ правилӑсем» тесе хаклакан орфографи правилисене йышӑннӑранпа ҫирӗм ҫул ытла иртнӗ, пӗтӗм учебника, вӗренӳ программине, хрестоматие, ӗҫ тетрадьне, меслетлӗх кӑтартӑвӗсене ҫак правилӑсене шута илсе йӗркеленӗ, темиҫе ҫӗр пин ача вӗсене ӑса хывнӑ. Ҫамрӑк ӑрупа вӑтам ҫултисен ӑрӑвӗшӗн кунта тавлашмалли ҫукпа пӗрех пулни курӑнать. Ҫӗнӗ правилӑсене йышӑнманнисен йышӗнче пурте тенӗ пекех аслӑ ӑру ҫыннисем.

Ҫӗнӗ орфографи правилисене йышӑнман ҫынсем чӗлхеҫӗсене «чӑваш чӗлхине пӑсаҫҫӗ», «чӑваш чӗлхине улӑштараҫҫӗ», «чӗлхемӗре вырӑслатаҫҫӗ» тесе айӑплаҫҫӗ. Ҫакӑн пирки Раҫҫей ӑслӑлӑх академийӗн член-корреспонденчӗ А.В. Дыбо профессор «Наукометрия в лингвистике: попытка критериев» ятлӑ стайинче ҫапла ҫырать: «Из всех эмпирических гуманитарных наук лингвистика ближе всего стоит к естественным наукам, так как отдельный индивид (будь он даже сколь угодно властным тоталитарным вождем или великим поэтом-словотворцем) не в силах ни создать новую естественную языковую систему (как средство обыденного общения) исторически сформировавшегося коллектива, ни уничтожить существующую естественную языковую систему (как средство обыденного общения), ни заменить одну естественную языковую систему на другую. Точно так же обстоит дело с составляющими языковую систему базовыми языковыми единицами и правилами их употребления: индивид не в силах ни создать, ни уничтожить базовую языковую единицу или правило, ни заменить одну базовую единицу (или правило) на другую» (http://trv-science.ru/2013/09/10/naukometriya-v-lingvistike-popytka-kriteriev/). Чӗлхене никам та улӑштарма пултараймасть, вӑл хӑй тӗллӗн аталанса пыракан, пин-пин ҫул аталанса пынӑ, якалнӑ, вӑхӑт улшӑнса пынӑ май тытӑмне вӑхӑт ыйтнипе тивӗҫлӗ улшӑнусем кӗртекен пулӑм, чӗлхеҫӗсем ҫав пулӑмсене сӑнаса, тишкерсе, тӗпчесе пӗтӗмлетӳсем тӑваҫҫӗ, вӗсем пирки ҫырса кӑтартаҫҫӗ. Пӗр чӗлхеҫӗ те чӗлхене улшӑнусем кӗртеймест.

Орфографи правилисем пирки тавлашусем чӑваш халӑхӗн анчах мар, тӗнчери ытти нумай халӑхӑн та нумай-нумай ҫул пыраҫҫӗ. Хальхи орфографи правилисене тиркекенсем ҫакӑн пирки пӗлмеҫҫӗ пулмалла. Раҫҫей патшалӑх гуманитари университечӗн Лингвистика институчӗн директорӗ, вырӑс чӗлхи кафедрин пуҫлӑхӗ М. Кронгауз профессор «Русский язык на грани нервного срыва» кӗнекин (Мускав, 2012) «Жить по «Правилам», или Право на старописание» пайӗнче вырӑс орфографийӗ пирки пынӑ тавлашӑва сӑнласа панӑ. Вӑл ҫырнӑ тӑрӑх, тӗпрен илсен чӗлхеҫӗсем орфографие улӑштарас текенсем пулнӑ, орфографие ҫаплах хӑварас текенсенчен ытларахӑшӗ – чӗлхеҫӗ мар ҫынсем: «Мнения по поводу так и не состоявшейся реформы правописания разделились достаточно резко и по чрезвычайно простому признаку. Лингвисты в подавляющем своем большинстве были «за», не-лингвисты – «против». Причем, когда речь шла об аргументах, казалось, что противоположные стороны просто не слышат друг друга, а говорят о совершенно разных вещах. Лингвисты большей частью приводили лингвистические аргументы в пользу изменения правописания, а не-лингвисты просили или требовали, чтобы все оставили как есть» [Кронгауз, 2012, 386]. Ҫапла вара, халӑх шухӑшне шута илсе вырӑс орфографине хальлӗхе тӗкӗнмесӗр хӑварма йышӑннӑ.

Тӗпчевҫӗсен шухӑшӗпе, орфографи правилисене улӑштарас е хӑварас ыйтӑва халӑх татса пани лайӑх, анчах та ӑсчахсен чӗлхе ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекенсем анчах мар, ытти енпе ӗҫлекен ҫынсене те ӑнланмалла чӗлхепе ҫырнӑ шухӑшсем, ҫирӗплетӳсем хатӗрлемелле. Орфографи правилисене сӳтсе явнӑ чух нихӑҫан та шкул ачисен шухӑшне шута илмеҫҫӗ, референдум вӑхӑтӗнче те вӗсен суйлав прависем ҫук тесе вӗсене айккине сирсе хӑвараҫҫӗ [Кронгауз, 2012, 396–397]. Хальхи лару-тӑру та ҫаплах пулса тухать: ачасенчен никам та «сирӗн кивӗ правилӑсем патне таврӑнас килет-и?» тесе ыйтмасть, вӗсен шухӑшне шута илмест.

Чӗлхеҫӗсене «чӑваш чӗлхине вырӑслататӑр» тесе айӑплакансенчен ытларахӑшӗ хӑйсем вырӑсланни курӑнать. Нумай ҫын вырӑсла шухӑшлава куҫать те чӑваш чӗлхин вырӑс чӗлхинче ҫук уйрӑмлӑхӗсене тӑван чӗлхемӗрӗн ҫитменлӗхӗ тесе хаклама, кулӑшла контекстсем ӑсталама, вырӑс чӗлхи шайне ҫитермелли саплаштарусем шырама пуҫлать. Орфографие расна ӑнланакансем те тупӑнаҫҫӗ паллах. Ҫырусенчен нумайӑшӗнче «вырӑсла «полгода», «полночи» сӑмахсене чӑвашла куҫарӑвӗнче уйрӑм ҫырма хушаҫҫӗ: «ҫур ҫул», «ҫур ҫӗр» тенӗ. Илсе панӑ чӑвашла ӑнлавсем вырӑс чӗлхинчен куҫарнӑ сӑмахсем мар, чӑваш чӗлхинче хӑйӗнче пулса кайнӑ вырӑс чӗлхинчи ӑнлавсен тӳр килевӗсем е пӗр килӗвӗсем, урӑхла каласан – эквивалентсем. Вӗсене вырӑс чӗлхинче мӗнле ҫырнӑ, чӑвашла та ҫаплах (пӗрле) ҫырмаллине пӗлтермест.

Малалла чӑваш чӗлхин орфографишӗн пӗлтерӗшлӗ хӑш-пӗр уйрӑмлӑхӗсене кӑтартса тухӑпӑр.

Хальхи чӗлхе вӗрентӗвӗ тӑрӑх, чӑваш пуплевӗнче сӑмах майлашӑвӗн интонацийӗ (пауза, пусӑм) вырӑссен пуплевӗнчи пек мар: пайсем интонаци енчен тачӑ пӗрлешеҫҫӗ, пусӑм яланах тӗп сӑмах енне туртӑнать (Андреев И.А. Структура именных синтагм в чувашском языке // Учёные записки ЧНИИ. Вып. 39. Чебоксары, 1968. С. 78–105; унӑнах. Хальхи чӑваш чӗлхи. Синтаксис. Шупашкар: Чӑваш кӗн. изд-ви, 2005. 43–44 с.; унӑнах. Чӑваш чӗлхи: Чӑваш шкулӗн 10–11-мӗш класӗсем валли. Шупашкар: Чӑваш кӗн. изд-ви, 2003. С. 73–77). Танлаштарӑр: синее небо – кӑвак тӳпе, зелёный луг – симӗс улӑх, деревянный дом – йывӑҫ ҫурт, железная лопата – тимӗр кӗреҫе т.ыт.те. Чӗлхе единици пулнӑ май кашни сӑмах ҫырура харпӑр тӗллӗн палӑрса пымалла.

Сӑмах ушкӑнӗ, уйрӑм сӑмах пекех, пӗр ӑнлава пӗлтерет. Ҫитменнине, вырӑссемпе танлаштарсан эпир сӑмах майлашӑвӗсене уйрӑм сӑмах вырӑнӗнче те калатпӑр: хӑна ҫурчӗ – гостиница; сысна ҫури – поросёнок; кӑвакал чӗппи – утёнок; ӗне ашӗ – говядина; вуласа тух – прочитать; ҫӳресе ҫаврӑн, пулса кур – изъездить; юмӑҫ яр, юмӑҫ пӑх – гадать; ӑша хыв – усваивать; кӑларса ывӑт выбросить; анса лар, ҫӗре (ҫӗр ҫине) анса лар – приземляться т.ыт.те. Ҫакӑ чӗлхе перекетлӗх законӗ пирӗн чӗлхере мӗнле палӑрнипе ҫыхӑннӑ (Андреев И.А. Типы языковой экономии и их взаимодействие в структуре чувашского языка // Известия Академии наук Чувашской Республики, 1993. № 1. Гуманитарные науки. Вып. 1. С. 37–50). И.А. Андреев ҫырнӑ тӑрӑх, чӑваш чӗлхинче лексика перекетлӗхӗ хӑйне майлӑ палӑрать. Тӗслӗхрен, хӗрарӑм хӑш наци ҫынни пулнине кӑтартма пирӗн чӗлхере вырӑссенни пек ятарлӑ сӑмахсем (русская, чувашка, татарка т.ыт.те.) ҫук. Ҫавӑнпа нацие пӗлтерекен сӑмах ҫумне яланах хӗрарӑм сӑмах хушса хума тивет. Танлаштарӑр: русский – вырӑс, чуваш – чӑваш, татарин – тутар; русская – вырӑс хӗрарӑмӗ, чувашка – чӑваш хӗрарӑмӗ, татарка – тутар хӗрарӑмӗ. Вырӑссем 6 ӑнлавшӑн 6 сӑмахпа усӑ кураҫҫӗ, эпир вара – 4 сӑмахпа кӑна. Ҫакӑ, учёнӑй ӗнентернӗ тӑрӑх, ку е вӑл чӗлхе чухӑн е пуян пулнине мар, унӑн тытӑмӗ хӑйне майлӑ иккенне кӑтартать. Сӑмах май, 2005–2006-мӗш ҫулсенче тунӑ статистика тӗпчевӗ тӑрӑх, вырӑсларан чӑвашла куҫарнӑ чухне М.И. Скворцов профессорӑн словарӗсенче кашни 8-мӗш сӑмах вырӑнӗнче сӑмах майлашӑвӗпе усӑ курнӑ (Екатерина Комарова. Лексическая экономия в чувашском языке (по словарям М.И. Скворцова) // Народная школа, 2006. № 2. С. 32–34). Хӑш чухне тата эпир вырӑссен пӗр сӑмахӗ вырӑнӗнче предложени те калатпӑр: изжога – кӑкӑр хӗртет, пыр хӗртет; тошнота, тошнит – ӑш пӑтранать; жажда, жаждать – ӑш хыпать; беспокойство – ӑш вӑркать т.ыт.те. Апла пулсан сӑмах йышне сӑмах майлашӑвӗн пайӗсене пӗрлештернипе ӳстерме хӑтланни усӑсӑр ӗҫ.

Куҫӑмлӑ пӗлтерӗше сӑмах кӑна мар, сӑмах майлашӑвӗ те йышӑнать. Тӗслӗхрен, чӑрӑш тӑрри ята чӑвашсем курӑк чӑрӑш тӑрри майлӑ пулнине пӑхса панӑ. Пулӑ хӗрлӗ ҫунат ята ҫуначӗ хӗрлӗ тӗслӗ пулнӑран илнӗ. Йӗке хӳре ят чӗр чун хӳри йӗке майлӑ пулнипе ҫыхӑннӑ.

Кун пек ятсем вырӑс чӗлхинче те тӗл пулаҫҫӗ. Тӗслӗхрен: бычье сердце (чие ячӗ), дамские пальчики (томат ячӗ), львиный зев, вороний глаз (чечек ячӗсем), кошачий ус, пастушья сумка, козьи рожки, заячьи ушки (эмел курӑкӗсен ячӗсем), павлиний глаз (лӗпӗш ячӗ).

Куҫӑмлӑ пӗлтерӗшлӗ сӑмах майлашӑвӗсен пайӗсене вӑйпа пӗрлештернипе те ҫӗн сӑмах нумай тӑваймӑн, чӗлхемӗре «пуянлатаймӑн» – ачасене асаплантарни кӑна пулӗ.

Хальхи орфографи правилисене, тӗпрен илсен, И.А. Андреев профессорӑн теорийӗ ҫине таянса хатӗрленӗ, пулас ӑрусене вӗренме ҫӑмӑлрах пултӑр тесе тунӑ. Унччен пӗрле ҫырнӑ сӑмах майлашӑвӗсене кивӗллех ҫырма ирӗк парса – пӗрле ҫырас текенсен интересӗсене те шута илнӗ. Ҫитменнине, ятарлӑ асӑрхаттарура каланӑ тӑрӑх, пӗрле е уйрӑм ҫырассине текста тӗрӗс те уҫӑмлӑ ӑнланассипе ҫыхӑнтармалла. Ҫакна Наци конгресӗн аслисен канашӗ шута илмеллех.

Правилӑсене «сӳтсе явман», «вӑрттӑн йышӑннӑ» тенине те йышӑнма май ҫук: 1987–1990-мӗш тата 1992–1994-мӗш ҫулсенче туллин сӳтсе явнӑ. Дискуссие хутшӑнакансен хӑйсен шухӑшне республика хаҫачӗсемпе журналӗсенче пӗлтерме тулли май пулнӑ.

Юлашкинчен ҫакна каласа хӑвармалла:

1) орфографи правилисене ялан улӑштарса тӑни, сӑмахсене пӗрле, уйрӑм е дефиспа ҫырассине кашни 15-20 ҫултан вылятса тӑни чӗлхерен пистерет;

2) тавлашу ҫуратнӑ сӑмахсен йышӗ чӑваш чӗлхинчи пӗтӗм сӑмах йышӗпе танлаштарсан питӗ пӗчӗк, пурӗ те 100–150 сӑмах. Ҫакна шута илсе ятарлӑ тӗпчевсем ирттермелле. «Чӑваш чӗлхин орфографи словарӗ» (Шупашкар, 2002) кӗнекере ҫӑлтӑрпа панӑ сӑмахсенчен хӑш варианчӗ (пӗрле, уйрӑм, дефиспа) ӑнӑҫлӑрах пулса тухнӑ, хӑшне халӑх йышӑннӑ, ҫавсене шута илсе уйрӑм справочник хатӗрлемелле, вӑл калӑпӑшӗпе пысӑках пулмӗ, хакла лармӗ;

3) кивӗ орфографи правилисем патне таврӑнмалла тени вырӑнсӑр ҫирӗплетӳ: кивӗ орфографи правилисем ҫук, ун чухне сӑмахсене мӗнле ҫырмаллине йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, словарьсенче панӑ тӑрӑх йӗркелесе пынӑ, правилӑсем пулман, ҫавӑнпа шкул ӗҫӗнче нумай йывӑрлӑх пулнӑ. Хальхи орфографи правилисем чи ӑнӑҫлисем, вӗренӳ ӗҫӗнче усӑ курма чи вырӑнлисем пулаҫҫӗ;

4) кивӗ орфографи правилисем патне таврӑнмалла текенсем нумай чухне сӑмахсен чӑваш чӗлхинчи пӗлтерӗшне шута илмесӗр, вырӑсла куҫарсан мӗнле ҫырнине шута илсе анчах пӗрле ҫырмалла тесе ҫирӗплетеҫҫӗ. Ку шухӑш пирӗн оппонентсем хӑйсене хӑйсем хирӗҫлени пулать, мӗншӗн тесен вӗсем чӗлхеҫӗсем чӑваш чӗлхине вырӑслатаҫҫӗ тесе ҫирӗплетеҫҫӗ, иккӗмӗшӗнчен, ытти чӗлхене куҫарсан мӗнле ҫырни чӑваш чӗлхин орфографи правилисемпе нимӗнле те ҫыхӑнман;

5) 2014-2015 ҫулсенче Чӑваш Республикин правительстви тытӑмӗнчи учрежденисене – Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗпе Чӑваш Республикин Вӗренӳ институтне – орфографи правилисемпе ҫыхӑннӑ ҫивӗч ыйтусене тишкерме хушмалла. Асӑннӑ институтсем ҫак ӗҫе пурнӑҫлама пултараҫҫӗ те, хатӗр те. Орфографин ҫивӗч ыйтӑвӗсене кӑмӑл-туйӑм шайӗнче мар, ӑслӑлӑх шайӗнче татса памалла, тавлашакан пур енсене те пухса ӗҫлӗ калаҫу ирттермелле. 2015 ҫулта республика шайӗнчи ӑслӑлӑх конференцийӗ ирттерме палӑртмалла. Орфографи ыйтӑвне патшалӑх шайӗнче татса париччен ӑслӑлӑх шайӗнче татса памалла.

Ҫак ҫырӑва 2014 ҫулхи нарӑсӑн 27-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче чӗлхеҫӗсен анлӑ ларӑвӗнче сӳтсе явнӑ, Чӑваш Республикин патшалӑх органӗсене ярса пама йышӑннӑ (2014 ҫ., нарӑсӑн 27-мӗшӗ, 2-мӗш протокол).

Чӑваш чӗлхеҫисем:

Исаев Ю.Н., филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент

Кузнецов А.В., филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ

Петров Л.П., филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент

Егоров Н.И., филологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор

Яковлев П.Я., филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент

Лебедев Э.Е., филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ

Филиппов А.Л., филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ

Долгова А.П., филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент

Виноградов Ю.М., филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, профессор

Сергеев В.И., филологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор

Иванова А.М., филологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор

Егорова А.С., филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент

Семенова Г.Н., филологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор

Денисова Т.В., филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент

Андреева Е.А., филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент

Ахвандерова А.Д., филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент

Степанова Н.И., аслӑ преподаватель

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
[Comments (78)]

Comments:

Тимӗр // 4916-2612
2014.06.24 23:47
Станял,Мадуров,Праски Витти,Юхма,Кибеч, турă сывлăх патăр вĕсене,хăйсене эсĕ тесе чĕнсен нихçан та тутисене тăсмаç.Эсир тесе кÿрентерес килместь хисеплĕ ватăсене.
Agabazar // 4402.0.9652
2014.06.25 00:17
Agabazar
Çыншăн кулач çиме хушман. Кирлех пулсан Мадуровсем, Кибечсем тата ытти Станьялсем кунта килĕç те хăйсен шухăшне пĕлтерĕç.

Çырулăх йĕркевĕсем "çĕршыв" сăмаха пĕрле çырма чармаççĕ

Migulaj // 2763.70.3457
2014.06.25 00:49
Çырулăх йĕркевĕсем "юнкун" сăмаха пĕрле çырма ирĕк параççĕ-и?
Якур // 1693.13.8965
2014.06.25 01:26
Тимер хăта Акапасара тăнлă тесе хĕпĕртеттереть, анчах тăнлă-пуçлă çын çак форумра чĕриклетсе лармасть орфографи япали пирки. Тыт та материалсене кай Ăслăлăх институтне.
Agabazar // 2210.59.1728
2014.06.25 11:00
Agabazar
Migulaj:"Çырулăх йĕркевĕсем "юнкун" сăмаха пĕрле çырма ирĕк параççĕ-и?"

Ирĕк параççĕ.Анчах та çакна ăнланмалла. Хаçат редакцийĕсенче, кĕнекесем кăларам пекки тунă çĕрте тата ытти çавнашкал вырăнсенче ларакан пуçлăх пеккисен хăйсене мĕнле мая килнĕ çавăн пек çавăрттарма май пур.

Якур вара чат Путин юлташ пек калаçать. Калаççĕ вĕт:"Мĕн те пулин килĕшмесен тыт та суда кай", —теççĕ. Лере вара тĕрĕслĕхе тупса параççĕ имĕш...
Migulaj // 2763.70.3457
2014.06.25 14:23
1.Ун пек пулсан Чăваш республикинче чăваш чĕлхин вырăнĕ çуккине кăтартать.Мĕншĕн тесен Леонтьев,Андреев пеккисем чăваш чĕлхине Çĕр çинчен пĕтересшĕн.
2.Санăн паспăртра эсĕ мĕнле халăх ачи тесе çырни пур-и е çук?
Эпĕ кунта тахçанах чăваш чĕлхине Çĕр çинче сыхласа хăварас ĕçсем пирки çырнăччĕ. Анчах та ку таранччен вăл шухăшсем Чăваш республикин ертӳçĕсем патне çитеймен пулĕ.
Атнер // 3913.58.4645
2014.06.25 16:47
Акапасар нумай çыншăн кулач çиесшĕн хăйне кирлĕ чух. Каланă сана Станьял кÿренмест тесе.Кай та ыйт.Сан пата кунта никам та килместь.
Agabazar // 1256.26.8445
2014.06.25 16:56
Agabazar

Çырулăхра "Эрнекун" йышши сăмахсене пĕрле çырма ирĕк пур

Якур // 1091.35.0308
2014.06.26 15:53
Куратăн-и, Акапасар хăта ниçта та каясшăн мар. Кунтах сÿпĕлтетсе ĕмĕре ирттересшĕн. Кун пек каймасть. Тĕрĕслĕхшĕн вутта кĕмеллех пулать.
bor1959 // 1039.8.4424
2014.06.26 17:16
Акасапар ним те туманнине ку таранччен пĕлмен-и,Якур хăта? Тăвать пулсан, кунта Эсир тесе лармасть уш.

Pages: 1, 2, [3], 4, 5, 6, 7, 8

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters