Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +12.5 °C
Невозможно быть хозяином Времени, но не надо быть его рабом.(Илья Шевелев)
 

Ad

Аксар Чунтупай: Каллех чӑваш чӗлхине тапӑнаҫҫӗ

Аксар Чунтупай25.09.2014 17:3316492 views

Красноармейскинче пуҫламӑш классенче чӑваш чӗлхи вӗрентме пӑрахаҫҫӗ иккен. Ку хыпара илтсен тӗлӗнсе хытса кайма пулать. Суя пуль ку тетӗн. Чӑваш районӗнче чӑвашла вӗрентме чараҫҫӗ те... Ҫук иккен, чӑнах. Вӗрентӳ пайӗнчи канашлу хыҫҫӑн шкул директорӗсем васкасах вӗренӳ программисене улӑштарма васканӑ: вырӑс шкулӗн пуҫламӑш класӗсенче чӑваш чӗлхин пӗр сехетне те хӑварман, чӑваш шкулӗн 5-мӗш класӗнче чӗлхе урокӗсен шутне чакарнӑ. Ку ҫеҫ те мар: 5-9 классенчи тӑван ен культурин урокӗсене те пӑрахӑҫланӑ. Расписание улӑштарса ҫакма та ӗлкӗрнӗ. Мӗн ку? Мускав хушать-и е хамӑр "ӑсран тайӑлатпӑр"? Е хамӑр хамӑра пӗтеретпӗр? Вӗрентӳ министерстви ирӗк парать пулсан, ку тата та тӗлӗнмелле... Чӑваш халӑхне хирӗҫ тунӑ тӑшман сӑтӑрӗ (диверсийӗ) вырӑнне хума пулать кӑна...

 

Постскриптум: Чӑваш чӗлхин урокӗсене ырӑ ҫынсем тӑрӑшнипе каялла тавӑрнӑ, анчах тӑван ен культури урокӗсем ҫав шайрах (пӗр сехет те ҫук) юлнӑ теҫҫӗ.

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
[Comments (47)]

Comments:

Неважно // 4124.53.6710
2014.10.17 22:57
Право - тив(ĕçлĕх) https://www.dropbox.com/s/ff6ginv7s3dad5x/untitled%20job1%20%282%29.djvu?dl=0
Agabazar // 4046.31.0308
2014.10.18 02:46
Agabazar
Тивĕçлĕх е тивĕç тени право сăмахпа туллин пĕр пек теме ниепле те май çук. Тивĕçлĕх тени обязанность патнелле сулăнать. Тата — долг тени патне те. Чăваш чĕлхинче паянхи кун право темесĕр пурăнма ниепле те май çук.

Право сăмахсăр пурăнаяс çук. Тепĕр тесен ку (унсăр пурăнни) кирлех те мар. Ним хăрушши те çук.
Неважно // 4124.53.6710
2014.10.18 03:21
Право(славие) - ниепле те чăваш сăмахĕ пулма пултараймасть, грек сăмахĕ пулма пултарать)
.
bor1959 // 1039.8.4424
2014.10.18 11:18
Акасапар каллех ухмаха переть. Тĕрĕс çырать пулмалла "невашнă" текен йĕкĕт.Право чăнах та грек е итали чĕлхинчен килме пултарнă.
bor1959 // 1039.8.4424
2014.10.18 11:30
Халь кăна Википединче пăхрăм: латинран та тухса кайма пултарнă "Право" сăмах. Вырăс чĕлхине Европă культури Раççее вирхĕнсе кĕнĕ чухне кĕрсе юлнă пулмалла. Анчах та шансах тăратăп: Акасапар "Право" сăмах малтанласа чăвашла сăмах пулма пултарнине пĕтĕм тĕнчене ĕнентерме пултарать. Мухтав Акасапара!, мухтав паттăр та вичкĕн Акасапара!!!!
Agabazar // 1699.50.8292
2014.10.18 13:06
Agabazar
Малтанласа мĕн пĕлтерни ним те мар . Халь мĕне пĕлтерни пĕлтерĕшлĕ. "Тымарсем" ахаль калаçакан е çыракан çынна ним тума та кирлĕ мар.

Грексем православие ортодоксия теççĕ ( ὀρθοδοξία ).
bor1959 // 1039.8.4424
2014.10.18 13:19
Маттур,Акасапар хăта! Истори страницисене çĕнĕрен çырма санран тивĕçлĕрех çын та çук ĕнтĕ. Тавай, яра пар Акасапар хăта! Тата ЧНК-ра Костя Портнов пурччĕ. Çав йĕкĕте те хăвăнпа пĕрле йĕкĕрле.
Неважно // 4397.9.7879
2014.10.18 16:36
пурăнаяс - пурăнас (пурăнай- - пурăнайсан)
православие - православине (мĕне?)

Шыравĕ ĕçлеместь

Шырав пулмалла шырамалли (тупмалли - тупав мар ла ĕнтĕ)
Скворцовăн словарĕнче Петров - Питрау - Питрав пулнă пирки Шырав
Якур // 1502.13.5386
2014.10.19 10:40
Тапăнакансем яланах пулаççĕ ман шутпа. Ура хуракансене тивĕçлĕ хурав парса çав вăхăтрах Чуна тыткăнлакан пулăмсем йĕркелеме ыйтатăп чăвашлăхшăн пит çунакан Акапасар хăтана.Пулăм йĕркелени праворисани енĕпе ухмах сутса ларнинчен чылай эффектлăрах. Кун хыççăн Акапасар каллех сиксе ÿкеть ман çине, курсах тăратăп.
Неважно // 3826.55.8973
2014.10.19 17:27
Яндексăн тутарла интерфейсĕнче Найти - Табу

унăн, вĕсен - лашине (мĕне?)
манăн, пирĕн - лашана
санăн, сирĕн - лушуна

Pages: 1, [2], 3, 4, 5

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters