Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +16.3 °C
Хороший брак покоится на таланте и дружбе.(Фридрих Ницше)
 

Ad

Аçтахар Плотников: Ҫӗршыва уйӑрма пӑрахӗҫ пулмалла

Аçтахар Плотников29.10.2014 19:3010592 views

Ҫӗнӗ шӑпӑр ҫӗнелле вӗрет теҫҫӗ те, ак, Туркай та «Хыпарта» ҫӗнӗ йӗрке тума пуҫланӑ пулас.

Патшалӑх шайӗнче тахҫанах ҫӗршыв саланасран хӑраса ятарлӑ саккунсем кӑларчӗҫ, тӗрмепе хӑратма пикенчӗҫ. Апла-и, капла-и, пирӗн хӑш-пӗр «ӑслӑ» пуҫсем чӗлхери «ҫӗршыв» сӑмаха уйрӑм ҫыртарма пикенчӗ: «ҫӗр-шыв». Дефисӗ пӗр енчен уйрӑм ҫырни мар та-ха, анчах ҫав-ҫавах сӑмаха вуланӑ чухне татнӑ-вакланӑ сӑмахсене ҫӗвӗпе ҫыхӑнтарнӑ евӗрехччӗ. Апла ҫыртарни самай тавлаштарчӗ хӑй вӑхӑтӗнче, хаҫатра та темиҫе статья пичетленсе тухрӗ.

Халь ӗнтӗ, Туркай килнӗ хыҫҫӑн, ку сӑмаха хаҫатра пӗрле ҫырма пуҫланӑ пулас. Кӑна ак ҫак статяна тишкерсен курма пулать: http://hypar.ru/cv/vereny-tytame-by ... itlehenchen-hatale-i . Сас-хура пӗлтернӗ тӑрӑх хаҫатра майӗпен ытти сӑмахсене те пӗрлештерӗҫ имӗш (пӗри ҫакӑншӑн Туркай патне кӗрсех алӑ парса тав тунӑ имӗш). Мӗнех, хамӑр енчен, ку пулӑма эпир ырлатпӑр кӑна.

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
[Comments (27)]

Comments:

Agabazar // 1224.80.6975
2014.10.29 22:32
Agabazar
Aдмин: <<Унта примечанинче кăна...>>

Асăрхаттару — правилăсен уйрăлми пайĕ. "Кăна" тесе вĕсенчен йĕрĕнсе утма никам та пултараймасть. Вăл шутра — пуринчен те хăватлă "прахвиссăр" та... Правилăсен тексчĕн пур пайĕ те пĕр тан!
Agabazar // 1224.80.6975
2014.10.29 22:32
Agabazar
The comment was deleted.: хамах катертнĕ: дубль
Migulaj // 3567.81.9202
2014.10.29 23:28
The comment was deleted.: Микулай, сана тĕппипе хуратманни те килĕшмест! Никама та кĕрентерме ирĕк памастăп. Кӳрентермесĕр çырма тăрăш.
Agabazar // 1224.80.6975
2014.10.29 23:55
Agabazar
Admin // 5043.2.1941 2014-10-29 22:24: <<Акапасар, чĕлхе комиссийĕнче çав çынсемех леш хайхи примечанине пĕтересси пирки калаçатчĕç...>>

Кăна вара Парламент çеç пĕтерме пултарать.

Migulaj // 3567.81.9202
2014.10.30 08:19
Тĕрĕс çырнă 2014-10-29 23:28-та. Эпĕ тĕппипе килĕшместĕп чăваш чĕлхинчен иртĕннинчен. Патăръел сăмаха кунта Леонтьев, Андреев шутланипе урăхла çыраççĕ. Кунта пăхмалла: http://chuvash.org/news/7290.html.
2014-10-29 23:28-та эпĕ 2 йăнăш тунăччĕ. Çав йăнăшсене хуратса хунăшăн тав тăвасшăн.
bor1959 // 1039.8.4424
2014.10.30 09:40
Акасапар хăтана мĕнле майпа парламента кĕртсе ямалла-ши? Çак шухăш канăç памасть........ Тĕлĕкре те курăна пуçларĕ.
Тимӗр // 4916-2612
2014.10.30 22:10
Акапасарăн чи малтан Пĕрлĕхлĕ Раççей патине кĕме ыйтса хут çырмалла,кайран депутат пулас пирки ĕмĕтленме пулать.Укçа пулсан.
Agabazar // 2333.77.8806
2014.10.31 07:25
Agabazar
Атнер Хусанкая çавнашкал сĕнÿ парăр тата, Тимер: "Пĕрлĕхлĕ Раççее" кĕтĕр вăл та.

Кунта тĕрĕссипе урăххи пирки сăмах пырать.
Якур // 2841.08.9193
2014.10.31 08:05
Сăмах урăххи çинчен мар, парламент вăйĕ çинчен.Çав вăй хÿттине туйса илме парламент пайăрки пулмалла е пулма ĕмĕтленмелле( Акапасарпа ман çинчен калас пулсан).
bor1959 // 1039.8.4424
2014.10.31 08:50
Каллех ухмаха переть Акасапар! Мĕн ăнланмалли çук кунта: сăмахсене тĕрĕс тĕкел çырасси Парламент текен япаларан нумай килеть. Апла пулсан Парламента экономистсемпе юристсем , производственниксем хушшине гуманитарийсене те кĕртмелле. Паллах, пĕр кандидат вăл АКАСАПАР. Акасапара хĕмлентерсе ямалла суйлав картине. Анланмалла ĕнтĕ, хăй тăрăшмасăр Акасапара никам та Парламентра пукан памасть. А вăл каллех тертленесшĕн мар! Тĕлĕнмелле!

Pages: 1, [2], 3

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters