Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +12.5 °C
Любая жизнь начинается с конца.(Д. А. Марков)
 

Ad

Владислав Николаев: Валери Туркай «Салам» хаҫата панӑ интервью

Владислав Николаев01.11.2014 14:1938690 views

«Салам» çырни тӳрре тухрĕ: «Хыпар» хаçатăн тĕп редакторĕ Каçал чăвашех пулчĕ — Валери Туркай

 

Чăваш халăх поэчĕ чăваш халăх хаçатне ертсе пыма пуçласан пĕрремĕш интервьюне «Салам» хаçата пачĕ

 

Юпа уйăхĕн 16-мĕшĕнче ЧР Информаци политикипе массăллă коммуникацисен министерствинче «Хыпар» издательство çурчĕн директорне-тĕп редакторне суйлас енĕпе конкурс пулнă. Тăваттăн хутшăннă унта: ЧР Ялхуçалăх министерствин ĕçченĕ Александр Кириллов, «Хыпар» издательство çурчĕн тĕп редакторĕн çумĕ Геннадий Максимов, «Самант» фирма ертӳçи Петр Михайлов тата Чăваш Республикинчи Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ ыркăмăллăх фончĕн пуçлăхĕ Валери Туркай. 23-мĕшĕнче вара конкурса пĕтĕмлетсе комисси çĕнтерӳçĕ ятне пĕлтерчĕ _ малашне чăваш халăх хаçатне Валери Туркай ертсе пырĕ. «Салам» хаçат çырни тӳрре тухрĕ иккен: «Хыпар» хаçата чăннипех те Каçал районĕнче çуралса ӳснĕскер алă пусса пичете ăсатĕ малашне.

 

Тепĕр енчен пăхсан, эпир палăртнă пекех нумайăн хутшăнман конкурса (астăватăр-и, теори шайĕнче пăхсан «Хыпара» ертсе пыма пултаркансене 18 çын таран тупса палăртнăччĕ хаçатăн 9-мĕшĕнче, унтан тепĕр номерте тата 4 çын хушнăччĕ). Ку та хăйне май тишкермелли пулăм-тăр: мĕншĕн самай хăватлă журналистсемех хутшăнас темен ăмăртăва, мĕншĕн? Хăранă-и? Апла мĕнрен, камран хăранă? Алă сулнă-и? Ку тата хăрушăрах япала, «ничего нет страшнее равнодушия» теççĕ вырăссем. Çавăнпа та информполитика министерствинче ĕçлекенсен те, «Хыпартисен» те пуçватмалăх пур ку ыйтура. Конкурс пĕтĕмлетĕвне пирĕнсĕр пуçне те тишкерекенсем пулĕç-ха, эпир вара çĕнĕ ертӳçĕпе паллаштарар вулакансене.

 

Кам-ха вăл Валери Туркай?

 

Туркай (Воробьев) Валерий Владимирович 1961 çулхи ака уйăхĕн 17-мĕшĕнче Комсомольски районĕнчи Хырай Ĕнел ялĕнче çуралнă. Поэт, куçаруçă, публицист, общество деятелĕ. 1991 çултанпа СССР писателĕсен союзĕн членĕ. И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчи историпе филологи факультетĕнче, ГИТИС çумĕнчи театр курсĕсенче вĕреннĕ. Чăваш АССР Писательсен союзĕнче, «Молодой коммунист» хаçатра, «Хавхалану» тулли мар яваплăхлă юлташлăхра, Чăваш Енри профессионал писательсен пĕрлĕхĕнче ĕçленĕ.

 

Пĕрремĕш сăвви 1977 çулта Комсомольски районĕн хаçатĕнче кун çути курнă. Унăн «Çăлкуç çути» (1989), «Шурă фарфор чашăк» (1994), «Турă питĕнчи куççуль» (1996), «Пурăнатпăр-ха!» (1999), «Вĕçленми Вĕçев» (1999), «Чунăм, манăн чунăм...» (2003), «Ночь-мелодия» (2004), «Ку эпĕ _ Валери Туркай» (2013) кĕнекисем тата ыттисем пичетрен тухнă. Унăн пьесисемпе Çамрăксен театрĕнче «Телейпе юнашар», Чăваш академи драма театрĕнче «Каçар мана», «Ăçта эс, çăлăнăç?» спектакльсем лартнă. 2010 çулта мăшăрĕпе Ольга Туркайпа пĕрле «Лауреаты Международной премии имени Михаила Сеспеля» кĕнеке кăларнă. 2011 çулхине вара «Моя бунтарская карма» публицистика кĕнеки кун çути курнă. Унăн сăввисемпе вуншар юрă хывнă. Муса Джалиль, Мустай Карим, Габдулла Тукай, Расул Гамзатов, Кайсын Кулиев, Алим Кешоков, Валентин Колумб тата ыттисен сăввисене чăвашла куçарнă, уйрăм кĕнекен пичетлесе кăларнă. Туркайăн сăввисене вырăс, тутар, азербайджан, украин, латыш тата ытти чĕлхесене куçарнă.

 

Валери Туркай — Чăваш Республикин тата Тутарстан Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Чăваш комсомолĕн Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ, Пушкăртстан Республикин М.Карим ячĕллĕ премийĕсен лауреачĕ, Остер хулин (Украина) хисеплĕ гражданинĕ.

 

Валери Туркай 2003 çулхине «Чăваш халăх поэчĕ» хисеплĕ ята тивĕçнĕ.

 

— Эсир конкурса тăваттăн хутшăннă, тăватă пултаруллă çын, журналистикăра ĕçлесе курнă çынсем, комиссире те сумлă çынсем ларнă, мĕнле шутлатăн, мĕне пула эсĕ çĕнтерме пултартăн?

 

— Кăна манран ытларах, паллах, комисси членĕсем тата республикăна ертсе пыракансем пĕлеççĕ пуль тесе шутлатăп. Мана пĕлме паман мĕне пула комисси членĕсем тата ытти юлташсем ман кандидатурăна суйласа илнине.

 

— Урăхларах çавăрттарса ыйтатăп эппин, сан шутупа, ыттисеннипе танлаштарсан санăн хăш енӳсем пĕлтерĕшлĕрех пек, хăш енсене пула вĕсене çĕнме пултартăн пек туйăнать?

 

— Ахăртнех шута илчĕç пулмалла ман ыттисеннипе танлаштарсассăн вăй-хăватăм пысăкраххине, сăпайлах мар пуль те кун пек калани, тен, ятăм-шывăма илсессĕн, халăхра ытларах палăрнине шута илчĕç пуль, тата эпĕ яланах çĕннине шыранине, лăпкă пурăнма пĕлменнине, çакăнпа пĕрлех эп тахçанах экстремист, анархист пулма пăрахнине шута илчĕç пулмалла. Маншăн пĕрремĕш вырăнта ĕç тăрать, тата, паллах, тăван халăхăн пуласлăхĕ шухăшлаттарать. Тăван халăхăн пуласлăхĕ вара «Хыпар» хаçатсăр тата издатетельство çурчĕ кăларса тăракан хаçат-журналсемсĕр çук.

 

— Кашни кандидат анлă программăпа хутшăннă конкурса, кĕскен çеç паллаштараймăн-и вулакансене хăвăн программупа?

 

— Ман программа вăл вăрăм пулмарĕ, тăватă абзацран çеç тăратчĕ. Унта эпĕ шăпах палăртрăм «Хыпар» издательство çурчĕн çĕнĕлле ĕçлеме пикенмеллине, паянах, вăраха ямасăр. Паянхи вăхăт çĕнĕлле ĕçлеме хистет, самана уйăхсерен мар, кунсерен улшăнса пырать. Журналистсен чăннипех те хаçат тата журнал вулакансене тивĕçтерекен, кăсăклантаракан тата усăллă материалсем хатĕрлемелле, çакна палăртрăм эпĕ. Кунсăр пуçне, «Хыпар» издательство çурчĕ вăл патшалăх структури пулнине шута илсе, «Хыпарăн» тата ытти хаçат-журналăн республика влаçне политика, экономика, социаллă сфера, культура тата ытти тĕлĕшпе татса паман ыйтусене, проблемăсене татса пама пулăшмаллине палăртрăм. Ку çапла пулать те. Кĕскен çапла.

 

Программине çырма пулать Библи хулăнăш та, анчах унтан килмест-çке-ха. Программăна çырма тĕрлĕ экспертсене те явăçтарма пулать, унтан килмест. Ман шутпа, «Хыпара» тата ытти хаçат-журнала ертсе пыраканăн чунĕ таса пулмалла. Унăн хăйне юратнинчен ытларах хăйĕн ĕçтешĕсене, хăй ертсе пыракан коллектива юратмалла. Тăван халăх, тăван çĕршыв тени уншăн пушă сăмахсем пулмалла мар.

 

— Енчен те коллектив пирки сăмах пуçартăн тăк, эпĕ ăнланнă тăрăх, кадр ыйтăвĕ, чăвашла çыракан журналистсем çитменни питĕ çивĕч тăрать издательство çуртĕнче. Кадрсемпе ĕçлес ыйтăва эсĕ мĕнле куратăн?

 

... хуравне хаçатра вулама пулать ...

 

— Халăхра çапла анекдот çӳрет, чăваш чĕлхинче пур 2 диалект — анатри тата тури. Юлашки çулсенче тата 3-мĕш диалект хушăнчĕ — «Хыпар» хаçат чĕлхи. Чылайăшĕ «Хыпар» чĕлхине йывăр, ăнланмастпăр теççĕ, кун пек калакансен йышĕ ӳссех пырать. Эсĕ çак ыйту çине мĕнле пăхатăн, тен, ĕлĕкхи орфографи патне таврăнмалла мар-и?

 

... хуравне хаçатра вулама пулать ...

 

— Паян «Хыпар» издательство çуртĕнче 16 кăларăм, мĕнле шутлатăн, çывăх вăхăтрах кăларăмсен шучĕ чакмĕ-и, пурте кирлĕ-и вĕсем? Паллах, ку ыйтăва кунта киличчен тишкернĕ-ха ĕнтĕ эсĕ.

 

... хуравне хаçатра вулама пулать ...

 

— Туркай поэта пурте пĕлеççĕ, Туркай журналиста питех пĕлсе каймаççĕ. Сана халĕ поэзипе публицистика тата ертсе пырас ĕçре пайланса кайма йывăр пулать вĕт-ха, хăшне кăшт аяккинерех тĕксе хума та тивĕ, тен, сăввисем сахалтарах çырăнĕç, тен, куçарăвĕсем сахалтарах пулĕç... Хăшĕ пĕрремĕш вырăнта пулĕ-ши?

 

... хуравне хаçатра вулама пулать ...

 

— Çакăн пек каланисене илтме тӳр килчĕ юлашки кунсенче: Валери Туркай Чăваш наци конгресĕнче революци турĕ, Валери Туркай писательсен союзĕнче революци турĕ, Валери Туркай «Хыпарта» та революци тăвĕ те пĕр-икĕ çултан ытлашши ĕçлеймĕ. Вăл хăйĕн ĕçне тăвать те каять текенсем пĕр-икĕ çын çеç пулмарĕç, çавсене хирĕç мĕн каланă пулăттăн?

 

— Конгреса илес пулсассăн, эпĕ унта штатра 1995 çулта 3 уйăх çеç ĕçлерĕм. Манăн хамăн ирĕкпе кайма тиврĕ Чăваш наци конгресĕн вице-президентĕнчен, анчах та çак ĕç ман ĕç кĕнекине çырăнса юлчĕ. Çавăнпа та конгресра революци турĕ тесе ман пирки калама çук. Конгреса йĕркелекенсенчен пĕри пулнă эпĕ. Чăваш аталану партине йĕркелекенсенчен пĕри пулнă. Кунпа никам та тавлашма пултараймасть. Писательсен союзĕнче, çапла, хăйне кура революци тунăччĕ. 2000 çулта мана суйларĕç çак организацие ертсе пымашкăн. Эпир начар ĕçлемен, кăна эпĕ фактсемпе çирĕплетме пултаратăп. Аргументсемпе. Анчах та влаçсем чăваш литератури çине, унăн пуласлăхĕ çине еплерех пăхнине курса тăрса эпĕ хам çак политикăпа кăмăлсăр пулнине тӳрремĕнех палăртма пуçларăм та, паллах, «хура списока» лекрĕм. Тата вĕт 8 çул, писательсен союзне 8 çул ертсе пыни вăл, сахал мар. Пĕрре те сахал мар. Кунтине илес пулсан, пурăнатпăр _ куратпăр. Мĕн пулать _ çав пулать. Эпĕ нихăçан та карьерист пулман, кăна алла чĕре çине хурса калама пултаратăп. Карьерист пулнă пулсан халиччен пĕр-пĕр ăшă вырăн, тупăшлă вырăн тупаттăмччĕ-тĕр. Дон Кихот пек çил арманĕсемпе çапăçса пурăнмастăмччĕ пуль. Çавăнпа та эпĕ пуласлăх куçĕнчен пăхма хăрамастăп. Эп пĕлетĕп, енчен ты çыннăн чунĕ таса пулсассăн, енчен те ĕçрен хăрамасассăн, вăл пурнăçа, çынсене, çĕршыва, халăха юратсассăн, унăн пуласлăхĕ пулатех.

 

— Эсĕ директор çеç мар, тĕп редактор та. Санран килет хаçата мĕнле материал каясси. Калăпăр, сан умра халăха кирлĕ, халăх нушине ăнланса çырнă статья выртать, анчах та вăл республика ертӳлĕхне, влаçрисене пырса тивекен материал, эсĕ ăна номере лартатăн-и е лартмастăн-и?

 

... хуравне хаçатра вулама пулать ...

 

— Ăнăçу сана çак çăмăл мар ĕçре.

 

­— Тавах.

 

 

Владислав Николаев калаçнă.

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.

Comments:

Agabazar // 7717.2.2355
2015.01.06 12:10
Agabazar
Асар // 4117.51.7078 2015-01-05 18:00:<<Акапасарпа тавлашса интеллектӑрӑн (ӑс-хакӑлӑрӑн) хӑватне ма чакаратӑр? Путлӗ пӗр шухӑш та вуламастӑп.>>

А эсĕр çав "бор" текенскер каланисене ытларах тăнлăр. Çавă çав тери хăватлă (хăватлăран та хăватлă!) шухăшсем калать. Пĕтĕм тĕнче пĕртен-пĕр Акапасар çине пырса тăрăнман вĕт. Альтернатива пур. Тавай, илтерĕр малалла çав çулпа!



Сире "интеллект" кирлĕ-и е урăх япала кирлĕ-и? Ав, еплерех шултра интеллект Якур текенскер. Тĕлĕнсе хытса кайса месерле ÿкмелле интеллект! А эсĕр Акапасарпа пĕрмай аташатăр....

Якур // 4126.46.6316
2015.01.06 12:32
Акапасар тете ҫилленчӗ пулмалла, атӑрь ха Акапасара ҫулпуҫ туса хурар.Кун пек калаҫу пулнӑччӗ малтанрах.Акапасара Федераци Канашӗн сенаторӗ пулма та сӗннӗччӗ,леш хайхи Николаева текен хӗрарӑм вырӑнне.Каллех кая юлтӑмӑр,Косачев текенни вырӑна йышӑнчӗ.
Асар // 4117.51.7078
2015.01.06 14:13
Кам кам та- эпӗ Акапасарпа аташмастӑп, тепӗр чух тӗрткелесе илетӗп ҫеҫ. Борпа иксӗр вара... Атьӑр-ха ӗҫлӗ калаҫу пуҫарар, атту: хам-хам, кам-кам, эп-эп... Атьӑр-ха: хамӑрӑн шухӑшсене анлӑрах палӑртар та, тен, уявсем хыҫҫӑн, ыран, ав, каллех Варгнпва праҫникӗ...
Agabazar // 7717.2.2355
2015.01.06 17:56
Agabazar
Асар хоспочын,
Ав Пор хоспочын темĕнле "Боинг" пирки пи-и-и-ит "дискуссилесшĕн". Вăт калаçăр, кăмăлăр пулсан, çавăн пирки чун каниччен. Атту ыттисене сĕтĕрет-сĕтерет çавăнталла, никама та явăçтараймасть.
Асар // 4117.51.7078
2015.01.06 18:09
Боингпа паллӑ:
Борсем хаплаттарнӑ,
хаплаттарнӑ та тарнӑ
Шемертен вӑрманне.
Тимӗр // 4916-2612
2015.01.06 22:31
Асарпа килӗшмелле.Пухӑнса пуплемелле.Кӗҫех пире,тен,яланхи пекех Сурхури ирттерме йыхравлӗҫ хастарсем.Станьялпа Мадуров кунне палӑртрӗҫ пуль.Админӑн хыпар пур-и кун пирки?.Сурхури эрни пырать.Сурхурипе пурне те!.
Agabazar // 5460.0.4722
2015.01.07 00:06
Agabazar
The comment was deleted.: кӳрентерӳ пур
Agabazar // 3018.13.4420
2015.01.07 14:08
Agabazar
Асар // 4117.51.7078 2015-01-06 18:09:<<Боингпа паллӑ:
Борсем хаплаттарнӑ,
хаплаттарнӑ та тарнӑ
Шемертен вӑрманне>>

Timer // 4916-2612 2015-01-06 22:31:<<Асарпа килӗшмелле. Пухăнса пуплемелле...>>

Вăт еплерех пулса тухать!
Agabazar // 3018.13.4420
2015.01.07 14:08
Agabazar
The comment was deleted.:
Тимӗр // 4916-2612
2015.01.07 20:08
The comment was deleted.: хуратнӑ шухӑшпа ҫыхӑннӑ

Pages: 1, [2], 3, 4, 5, 6, 7, ... 19
Orphus

In Other Languages

Banners

Counters