Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +10.3 °C
Живописец спорит и соревнуется с природой.(Леонардо да Винчи)
 

Ad

Клавье Таранова: Тур-тур, кай-кай, мĕн хăтланать Туркай!

Клавье Таранова20.01.2015 19:1338734 views

Çĕнĕ "Хыпар" çамкинче кун ячĕсене вырăсла çырма пуçларĕç. Кăна çапла ăнлантарчĕç: чăваш халăхĕ... м-м-м... ну, леш, мĕнех мар иккен - чăвашла уйăх ячĕсемне чĕрĕк ĕмĕр хушшинче те хăнăхса çитеймест имĕш. Çавăнпа хаçатне те вуласшăн мар. Вулакан кăмăлне çавăрас тесе Туркайсем уйăх ячĕсене каллех вырăсла çырма пуçланă пулать. Юрĕ, тейĕпĕр, пасар тапхăрĕнче сыпăнтарса пурăнас тесе тем те сутма ирĕк пур.

Çак кунсенче "Хыпарта" 2015 çулхи календарь пичетленсе тухрĕ. Куртăм та паччушки: уйăх ячĕсем пуçламăшĕ кăна пулнă иккен! Чăваш халăхĕ кун ячĕсене те чăвашла ăнланмасть пулас. Календарьти кун ячĕсем шалт вырăсла! Вăл çеç те мар-ха, Республика Кунне те (ăна ĕлĕкрех Чăваш Патшалăх Кунĕ теттĕмĕр!) "Хыпарта" паллă тума шутламаççĕ - календарьте вăл ахаль-махаль кун пекех хуп-хура. Ун çумĕнчи Раççей Кунĕ вара Мăнкун çăмарти пекех хĕп-хĕрлĕ.

Ай-уй, кун пек хăвăртлăхпа пырсассăн çулталăк вĕçленнĕ тĕле "Хыпарта" чăваш шăрши-маршине те юлмаç пуль? Тур-тур, кай-кай, мĕн хăтланать Туркай!

 

Клавье Таранова

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
[Comments (182)]

Comments:

Таисия // 1908.51.2978
2015.03.19 09:22
Тавах Сире! Эпӗ чӑвашлӑха хисеплекен ҫынсемпе хутшӑнасшӑнччӗ. Пулмарӗ иккен. Хӑвӑр Туркайӑрсмпех "тӳнккелешӗр". Текех чӑрмантармӑп. Юлашкинчен: Хисеплӗ Agabazarӑмӑр! Сире кӑткӑ тӗммине патакпа пӑтратса тӑма (тӗрӗсрех, аран тӗлкӗшекен кӑвайта кӑраҫҫин сапса тӑма) йӑлӑхтармарӗ-и? Сайта пӑхнӑ хыҫҫӑн шӑпах ҫак шухӑшсем ҫуралаҫҫӗ. Ан ҫиленӗр. Темшӗн Эсир йӗркеллӗ ҫынах, анчах пурнӑҫ пӑтравӗсене пула ҫак ҫул ҫине тӑнӑ ҫын пек туйӑнатӑр. Хисеплесе --ТАИСИЯ! Шута илме: манӑн тӗп ӗҫ укҫи ҫӑлкуҫӗ -- акӑлчан чӗлхи, выҫӑ вилмӗп. Ниме пӑхмасӑр, тӑван чӗлхеме те хисеплеме пӑрахмӑп .Сывӑ юлӑр!
Agabazar // 4267.90.1297
2015.03.19 12:28
Agabazar
Ку темăна Акапасар уçман вара. Клавье Таранова уçнă.
Agabazar // 4267.90.1297
2015.03.19 12:28
Agabazar
Акапасарĕ вара Туркай ячĕпе Уççыру хатĕрленĕ. http://chuvash.org/blogs/comments/2328.html
Ют Ҫын // 6409.8.3869
2015.03.23 09:39
Админ,Agabazar текенни пекех,ҫине тӑрса чӑвашлӑхшӑн тӑрӑшнӑ пек хӑтланать.Пире ӗнентересшӗн.Анчах та,Станиславский каланӑ пек,НЕ ВЕРЮ.Таисипе килӗшес килет ак мӗн енчен:-хӑҫан Agabazar-па Админ хӑйсене ачисене ертсе тухса ЧӐВАШЛӐХ уявӗсенче,ара ака уйӑхӗн 25-мӗш кунӗнче анчах мар,чӑваш сӑввисемпе юррисене шӑрантарӗҫ тата чӑваш ташшисене ураран ӳкиччен ташласа кӑтартӗҫ-ҫавӑн чухне кунта сурчӑк сирпӗтни харама кайманнине ӗненме пулать.Унсӑрӑн вӑхӑта ирттерни ҫеҫ пулать ку.
Ют Ҫын // 6409.8.3869
2015.03.23 09:47
Таиҫие хисеплесе,Ӑна Акӑлчан ҫӗршывне пурӑнма кайма сӗнесшӗн, ан ҫиллен,тархасшӑн.Унта,Ӑна,чӑвашлӑха хисеплекене,чӑваш пулнипе мӑнаҫланакана точнӑ ытларах хисеплӗҫ.Енчен те хӑйне чӑвашлӑх йӑли-йӗркине тытӑнса пурнакан пек позицинировать тусан акӑлчансем йӑтса ҫӳрӗҫ. Ӳсӗмсем сана,хисеплӗ Таиҫи.
Agabazar // 1880.64.4369
2015.03.23 11:15
Agabazar
Ют çын "хăйсен ачисем" пирки халлап çапни

Интернет тăрăх çÿресе темле форума та çитетĕп. Вăл шутра таçти аякрине те. Ют Çын пек çаптарасси пур тĕлте те модăна кĕрсе кайнă. Мĕн ирçе чĕлхи пирки сÿпĕлтететен, хăван ачу мĕнле калаçать текелеççĕ. Тата ытти те, тата ытти те. Унччен кунта таймерсемпе Якурсем çавнашкалччĕ. Ахăртнех кунта темĕнле малтанах палартса хунă линие пурнăçа кĕртсе пыни сисĕнет. Пĕртте ахальтен мар ку!
Agabazar // 1880.64.4369
2015.03.23 11:20
Agabazar
Вăт пирĕн Атнер Петровччă Хусанкай пур. Унăн — Петĕр (Пе́тя) ятлă ывăлĕ. Эп ăна палламастăп. Анчах та малтанах пĕлсе тăратăп: Чăваш пурнăçĕпе пурăнакан çын мар вăл. Чăвашла пĕлмест, чăваш чĕлхипе пурнаçĕнче нихçан та усăкурмасть. Кам ĕненмест — хăйĕн мелĕсемпе усă курса тĕрĕслетĕр...

Вара çавна кура пирĕн Атнер Петровччăн çăварне хупмалла-и? Э?

Agabazar // 1880.64.4369
2015.03.23 11:25
Agabazar
Тĕрĕссипе кунта сăмах Атнер Петровччăсем çинчен мар, Туркай пирки-ха. Туркай, чăнах та, хайĕн хĕрĕсене халăх умне илсе тухса чăвашла калаçтарса кăтартнă. Анчах кунта каллех шахвăрту пур. Мĕншĕн тесен микрофон умĕнче калаçни пĕр япала, чăн пурнăçра еплерех тыткалани пачах урăх ыйту, пачах урăх коленкор.
Agabazar // 1880.64.4369
2015.03.23 11:25
Agabazar
Ют Ҫын:<<Таиҫие хисеплесе,Ӑна Акӑлчан ҫӗршывне пурӑнма кайма сӗнесшӗн, ан ҫиллен,тархасшӑн.Унта,Ӑна,чӑвашлӑха хисеплекене,чӑваш пулнипе мӑнаҫланакана точнӑ ытларах хисеплӗҫ.Енчен те хӑйне чӑвашлӑх йӑли-йӗркине тытӑнса пурнакан пек позицинировать тусан акӑлчансем йӑтса ҫӳрӗҫ. Ӳсӗмсем сана,хисеплӗ Таиҫи.>>

Ĕнтĕ чăваша куçкĕрет хăйĕн çĕршывĕнчен юталла хăвалама пуçларĕç иккен... Çапла çеç ăнланма пулать ку сăмахсене.
Agabazar // 1880.64.4369
2015.03.23 12:18
Agabazar

Тÿнккер-ха кунта Туркая чун каниччен! :-)


Pages: 1, 2, [3], 4, 5, 6, 7, 8, ... 19

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters