Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +12.5 °C
На свете нет ничего противоестественного.(Анатоль Франс)
 

Ad

Agabazar: Валери Туркай патне Уççыру

Agabazar18.03.2015 20:0323324 views

Ырă Çыннăмăр Валери Владимирович Туркай,

Эпир "Хыпар" хаçат "çĕршыв", "тунтикун" йышши сăмахсене пĕрле çырма тытăннине хавасланса кĕтсе илтĕмĕр.

Хăшпĕрисем вара çапла калама васкарĕç: Туркай кивĕ орфографи патне таврăнчĕ. Унашкал çавăрттарса хуни, ман шутпа, элекпе тан. Мĕншĕн тесен халь вăйра тăракан орфографи сăмахсене пĕрле çырма пачах та чармасть.

Ку тĕлĕшпе эп хам та çак сайтри кунсемлĕхре самаях тĕплĕн çырса кăтартрăм.

1)Парламента шан, анчах паянхи кунпа пурăн.

2)Майĕпен, пĕрчĕн-пĕрчĕн.

"Хыпар" хаçат та асăннă ыйтусемпе çыхăннă инсинуацисене тăрă шыв çине кăларасса шанас килет.

Салампа Акапасар.

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
[Comments (84)]

Comments:

inkognito // 1908.51.2978
2015.03.19 14:04
"Хыпар" хаçат та çавнашкал инсиунацисене тăрă шыв çине кăларасса шанас килет.

Салампа Акапасар...........................................................................Тен,ҫапах та, ИНСИНУАЦИСЕНЕ ??? Вӗрентме - хастар, ҫырма вара - ???
Agabazar // 4267.90.1297
2015.03.19 16:24
Agabazar
Чăн, инсинуаци. Тепрер кун çапла халлĕн çакăнса тăтăр-ха. Вара тÿрлетĕп.

Мĕнле калаççĕ-ха? Очепятка...

Тепрер çын сирĕн майлă вăлтана çакланасса кĕтсе тăратăп. :-)
Agabazar // 1522.41.5189
2015.03.19 19:05
Agabazar
inkognito // 1908.51.2978 2015-03-19 14:04: <<Вӗрентме - хастар, ҫырма вара - ???>>

Ку çыннăн та Акапасар "вĕрентесрен" сехри хăпнă иккен. Иван Мучи калашле: "Хурах, хутла вĕрентеççĕ!" :-) http://chuvash.org/lib/haylav/59.html
2015.03.19 23:23
Аксар Чунтупай
"Халлĕн" мар, "хальлĕн" çырмалла. Тĕлĕнетĕп:орфографи правилисене вуласа тĕплĕн тишкермен çынсемех ун çинчен тем те пĕр пакăлтатаççĕ...

Pages: 1, ... 4, 5, 6, 7, 8, [9]

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters