Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +4.6 °C
Жизнь чаще похожа на роман, чем наши романы на жизнь.(Ж. Санд)
 

Ad

Таисия Ташней: 9 класс чăвашла вĕреннĕ ача чăвашла пĕлет-и?

Таисия Ташней12.06.2015 13:5029108 views

Ку ыйту ахальтен çуралмарĕ-ха ман. Чăваш наци конгресĕн сайтĕнче Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ, ЧНКн вĕренӳпе ăслăлăх комитечĕн пайташĕ Геронтий Никифоров «Чăваш чĕлхин пуласлăхĕ мĕнле-ши?» статья пичетленĕ. Унта вăл тăван чĕлхемĕр пирки пăшăрханса çырать.

Чăваш чĕлхине ЮНЕСКО пĕтекен чĕлхесен шутне кĕртни паянхи кун вăрттăнлăх мар ĕнтĕ. Темиçе çул каялла ун пек хыпара тĕнче тетелĕнчи шырав тытăмĕсенчен пĕринче акăлчанла кăсăклансан кăна (хамшăн ют чĕлхепе шыраса пулăшаканни пĕр вăхăтра Шупашкар район хаçачĕн редакторĕнче ĕçленĕ Борис Чиндыков пулнăччĕ) ЮНЕСКО сайтĕнче кăна тупайнăччĕ.

Чăваш чĕлхине ЮНЕСКО çĕр чăмăрĕнчен çухалакан чĕлхесен шутне кĕртнĕ май «çакнашкал лару-тăрура шкулсенче чăваш чĕлхине вăй илтерсе, тымарлантарса вĕрентмелле пек пулса тухать», – тесе çырать маларах асăннă Геронтий Никифоров.

Вĕренӳ программине илес тĕк Геронтий Никифоров 9 класс пĕтернĕ хыççăн ачасене чăваш чĕлхипе пăрăнми йĕркепе (вырăсла каласан, обязательно) тыттарнине аса илет. «Патшалăх тĕрĕслевĕнче ачасем тăван чĕлхене чухланине, унпа çырура ycă курма пĕлнине, илемлĕ литературăри ĕçсене паянхи пурнăç пулăмĕсемпе çыхăнтарма пултарнине аван кăтартрĕç. Çакнашкал паха пулăмăн пĕлтерĕшĕ чăваш чĕлхине тытма суйласа илмелли экзамен шутне кĕртсен тӳрех чакрĕ. Суйласа илмелли предмет пулнă май ĕнтĕ чăваш чĕлхипе экзамен тытакансен шучĕ çулсерен чакса пычĕ», – пĕтĕмлетет чăваш чĕлхи вĕрентекенĕ.

Геронтий Никифоров кăçалхи лару-тăрăва тишкернĕ. Республикăри ял шкулĕсенче 9-мĕш класс вĕренсе пĕтерекенсенчен хальхинче 19 ача çеç чăваш чĕлхипе экзамен тытнă иккен. Ун пеккисем Етĕрне районĕнчи Пушкăрт шкулĕнче 3 ача тупăннă, Урпашра – тăваттăн, Палтайпа Пĕрçырланта – пĕрер, Муркаш районĕнчи Калайкассинче – çиччĕн, Атапайĕнче – иккĕн, Шурчара – пĕрре.

Унтан Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ чăваш чĕлхи республикăра патшалăх чĕлхи пулнине манас марччĕ тесе каланă май ачасен тăван чĕлхе пĕлĕвне Чăвашра патшалăх шайĕнче тĕрӗслемесен тăван чĕлхесĕр тăрса юлмăпăр-ши, чăваш чĕлхине упраса хăвараймасан килес ăрусем мĕн калĕç-ши тесе чунне ыраттатать.

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
[Comments (129)]

Comments:

Agabazar // 7972.7.6514
2015.06.23 18:27
Agabazar
кунта кайран çырса хума тивет
Марине // 3883.78.4576
2015.06.23 22:17
Геронтий Никифоров -вĕрентÿçĕ= наставник. учитель.Вӑл
Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ,РФ-йӗн пӗтӗмӗшле вӗрентӗвӗн хисеплӗ ӗҫченӗ. Унӑн вӗренекенӗсем республикӑри тӗрлӗ конкурссенче, олимпиадӑсемпе конференцисенче малтисен шутӗнчеччӗ. Эпӗ те ӑна пӗлӗте ҫити ҫӗклеместӗп.Анчах та ӗҫри хастарлӑхне ырлатӑп.
Вĕрентевçĕ сӑмахпа эпир сайра усӑ куратпӑр, вĕрентӳçĕ,вĕрентекен сӑмахсем пире ҫывӑхрах.
Тăван // 2169.13.7520
2015.06.23 22:24
Геронтий, эп пĕлессе, Чăваш Республикинчи чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен пĕрлешÿ комитечĕн членĕ. Тепĕр майлă каласан ăна республикăри чăвашла вĕрентекенсем ку ĕçе йĕркелесе пырама суйланă. Ачи чăннипех тăрăшать пулмалла. Ятне темиçе хут та илтнĕ - яланах ырăпа.
Тăван // 2169.13.7520
2015.06.23 22:26
Акапасара вара яланах хирĕç кастарнине кура кăна пĕлетпĕр.
Agabazar // 2867.64.1322
2015.06.24 01:12
Agabazar
Тăван // 2169.13.7520 2015-06-23 22:26: <<Акапасара вара яланах хирĕç кастарнине кура кăна пĕлетпĕр.>>

Чăннипе вара эсĕр Акапасар текенскере пачах та пĕлместĕр.



Марине // 3883.78.4576 2015-06-23 22:17: <<Вĕрентевçĕ сӑмахпа эпир сайра усӑ куратпӑр, вĕрентӳçĕ,вĕрентекен сӑмахсем пире ҫывӑхрах.>>

Вĕрентевçĕ пирки — http://termin.chv.su/term/1269.html

Вĕрентекен пирки —http://termin.chv.su/term/1271.html

Вĕрентÿçĕ пирки — http://termin.chv.su/term/1270.html

Марине // 1738.81.9847
2015.06.24 07:49
Акапасар , тавах.
Agabazar "Чăннипе вара эсĕр Акапасар текенскере пачах та пĕлместĕр."
Тӗрлӗ енлӗ пултаруллӑ ҫын ҫинчен паллах пурин те пӗлес килет. Тен, куҫӑмсӑр пӗлетпӗр те пуль?..

Agabazar // 1681.03.4966
2015.06.24 13:21
Agabazar
Марине юлташ,
ыр сăмаххăрсемшĕн тавах.
Ну, мана вăл сăмахсемшĕн "савăнса кайнă", "вĕçсе кайнă" тесе ан шутлăр, тархасшан. Унашкал "вĕçессисем", "савăнассисем" манран аякра тăраççĕ. Çапах та тавтапуç.

"Тен, куҫӑмсӑр пӗлетпӗр те пуль?.."

"Куçăмсăр" сăмах пирки — http://termin.chv.su/term/1667.html
Марине // 1707.47.0750
2015.06.24 22:16
Ҫапла, куҫӑн мар ҫеҫ пӗлетӗп иккен. Юнашар курса калаҫни пулман. Анчах чӑвашлӑхпа ҫыхӑнннӑ ӗҫӗрсемпе паллашкалатӑп.
Agabazar // 2108.78.3242
2015.06.25 01:47
Agabazar
Куçăн текеннине pentile сĕннĕ.
Акапасар сĕннĕ вариант куçум. Куçум=Куç+Ум.

Куçум вĕренÿ. Куçумла вĕренÿ. Куç умĕн вĕренни. Куç умĕн мар вĕренни. Ну, малалла та çавнашкал.

Паллах, куллен пурнăçра усă курсах тăмасан унашкал "сĕнÿсен" пĕлтерешĕ нульпе танлашать

Куçумăн, куçумăн мар, куçумсăр текелеме пулать.
АТИЛА // 3913.58.4645
2015.06.26 10:53
УЧТЕЛЬСЕМ НУМАЙ.АНЧАХ ПОРТЕ ТЕМШӖН ХӐХСЕН АЧИСЕНЕ ЧВАШЛА ВӖРЕНТЕСШӖН ПОЛМАН.АТТЕ-АННЕ ТЕМЕ ВӖРЕНТИМАН.ХӐЙСЕМ ҪЫНСАН АЧИСЕНЕ ВӖРЕНТСЕСШӖН ЧОПСА ҪӲРЕЧЧӖ.МӖН ОССИ ВӐСАНЧЕН.

Pages: 1, ... 4, 5, 6, 7, 8, [9], 10, 11, 12, 13

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters