Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +8.3 °C
Единственным двигателем прогресса является желание.(Сергей Прокопенко)
 

Ad

Аçтахар Плотников: Суйлав лӑпкӑ иртӗ

Аçтахар Плотников23.06.2015 11:188757 views

Чӑваш Енре кӑҫал Республика ертӳҫин — Элтеперӗн — пуканне йышӑнас тӗлӗшпе суйлав иртмелле. Вӑхӑчӗ те нумаях юлмарӗ ӗнтӗ, икӗ уйӑхран та сахалрах.

Ак, «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» те хӑйӗн кандидачӗпе палӑрчӗ пулас — ячӗшӗн ирттернӗ «праймериз» (primary сӑмахран, чӑвашла вӑл «малтанхи» пулать, е кӗскен каласан — умсуйлав) текен мероприятире Михаил Игнатьева кӑларас терӗ. Владимир Путин ӑна отставкӑна (пукана вӑхӑтлӑха пушатни ӗнтӗ) яниех республикӑна малашне те кам ертсе пырасси паллӑ пулчӗ ӗнтӗ.

Лӑпкӑ Михаил Васильевич Мускава чӑнах та тивӗҫтерет ӗнтӗ. Малта мар пыратпӑр ӗнтӗ, анчах вӗҫӗнче те мар — варринче. Унашкаллисен шутӗнче пирӗн тӑрӑх кӑна мар, ыттисем те сахал мар. Пӗр «ӗмӗт» текенни кӑна республикӑна кӳршӗлле Тутарстан, Пушкӑртстан тата Чулхула облаҫӗсемпе юнашар курасшӑн. Мӗнех, тен, тепӗр суйлавра ҫӗнӗ ҫын килӗ те пире кӳршӗсен шайне хӑпартӗ. Ӗмӗтленме пире никам та чармасть вӗт.

Эп хам ҫак суйлавра «Тӗрӗслӗхлӗ Раҫҫей» партин пайташӗшӗн Анатолий Аксаковшӑн (парти хӑйӗн хаҫатӗнче эпир кӑларнӑ картта пирки те пӗлтернӗччӗ) сасӑлама тӗв тусаччӗ те, анчах суйлава ӑна хутшӑнтарасшӑн пулман иккен. Парти хӑй ятӗнчен маншӑн пачах та паллӑ мар темле Олег Николаева тӑратнӑ пулать. Аксаковӗнчен вара хайхи Раҫҫей экономикине ҫӗклекен ӗҫре усси ытларах имӗш. Ман шутпа ку политика вӑййи кӑна — вӑйлӑ кандидатран хӑтӑласси.

Ыттисем камсем пулӗҫ? ЛДПР таҫти ютри ҫынна шанас тенӗ — Константин Субботина ярӗҫ пулас. Вӑл Свердлов облаҫӗн Думин депутачӗ иккен, ҫамрӑк, 33-ре кӑна. Уншӑн ӗнтӗ, паллӑ, пӗр парти пайташӗсем кӑна сасӑлӗҫ. Мӗнле чӑваш, вырӑсланнӑ пулсан та, тӑван тӑрӑха ют ҫынна патӑр-ха? Тата темле Алексей Рылеев пур — «Тӑван ҫӗршыв» партирен. Вӑл 0,5% пухайӗ-ши ӗнтӗ… Калама хӗн.

Кӑсӑклӑ кандидатсене илес пулсан Валентин Шурчанова тата Эдуард Мочалова асӑнма пулать. Вӗсем пулмасан чӑн та суйлав кичем иртнӗ пулӗччӗ. Шурчанова коммунистсем малтанах палӑртнӑччӗ, ака уйӑхӗнчех, анчах унӑн нумай сасӑ пухасси пулмасть пуль ӗнтӗ. Тем тесен те унӑн электрорачӗ, уншӑн сасӑлакансем — ватӑрах ҫынсем. Вӗсем вара сахаллансах пыраҫҫӗ. Енчен те пӗр вунӑ ҫул маларах пулнӑ пулсан, тен, шанӑҫӗ пурччӗ те пулас, анчах хальхи вӑхӑтра Раҫҫейре СССР тапхӑрӗшӗн тунсӑхлаҫҫӗ пулин те коммунистсен идиологийӗ тем тесен те вӑйлах мар. Мочаловӗн вара малтан халӑхран шанӑҫ илмелле — алӑ пуснисене пуҫтарас пулать. Ку ӗҫ пӗрре те ҫӑмӑл марри каламасӑрах паллӑ. Пухмалла тата кайран суйлав компанине пуҫламалла.

Вӑт, ҫавӑнпа та ним иккеленмелли те ҫук — суйлав кӑҫал лӑпкӑ иртӗ. Элтеперӗн ячӗ-хушамачӗ ылмашӑнмӗ — унчченхи пекех тилхепене Михаил Васильевичах тытса пырӗ.

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
[Comments (25)]

Comments:

Agabazar // 2945.48.6829
2015.06.24 15:30
Agabazar
"Суйлав" текен мероприятие хутшăннипе нимĕнле сиен те пулас çук.
Саввати // 1908.51.2978
2015.06.28 16:11
Ҫаплах, суйлав "лӑпкӑ" иртӗ: ара, Элтепер пуканӗ ҫывӑхне ыттисене ярас мар тесе хальхи ертӳҫӗн командинчи ҫынсем еплерех ӑшталанаҫҫӗ те.
Agabazar // 3208.08.9938
2015.06.28 19:19
Agabazar
Элтепер пуканĕ тĕрĕссипе паянхи кун нимех те пĕлтермест. Чăвашпа тата чăвашлăхпа пачах та çыхăнман çын пырса ларса пире "экзистенциализмла" мăшкăл кăтартасран çеç сыхланас пулать.
Саввати // 1908.51.2978
2015.06.29 07:47
Ну, Такапасар (Акапасар)! Кунта та пулин эсӗ-ҫке: сан йӗкӗлевне курсан, чун лӑплансах кайрӗ -- чутах эс сӑмсуна чикмен кӗтес юлатчӗ вӗт. Ҫак "экзистенциализм" сӑмах пӗлтерӗшне интернетра шыраса нумай вӑхӑт ирттерме тиврӗ-и? Чӑваш тетӗн пулсан, ҫынсемпе чӑвашлах пуплеме тӑрӑш , тӑванӑм. Аттуш, хӑвна ытла тӑнлӑ ҫын пек кӑтартма тӑрӑшса айвана ҫеҫ юлатӑн. Элтепер пуканӗ ҫине кам ларӗ - вӑхӑт кӑтартӗ.
bor1959 // 1039.8.4424
2015.06.29 19:04
Акасапар текенни хӑйне тӑнлӑ пек тыткаласа ку сайтран нумайӑшне сивӗтрӗ-кун пирки ҫырнӑччӗ. Тата нумайӑшӗ кӗрсе вулаҫҫӗ те ҫаврӑнса утаҫҫӗ. Акасапар куштанланнине курсан,паллах. Питӗ кичем вӗт-мильюнлӑ халӑх чӑваш халӑх сайтне кӗрсе хӑйӗн шухӑшне палӑртасшӑн мар. Ку пит тарӑн шухӑша ярать.

Pages: 1, 2, [3]

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters