Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +0.3 °C
Старость либо преображает, либо превращает в камень.(М. Эшенбах)
 

Ad

: Надписи в Болгарии переводятся с чувашского.

11.02.2011 01:3837021 viewsEdit Delete
Иранское происхождение болгар. Надписи переводятся с чувашского. Читайте на сайте mosentesh2
 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
[Comments (94)]

Comments:

Atner // 8568.8.6851
2011.03.25 13:20
Тутарсем çав таранах ухмахсем мар çав пире валли истори çырма тата тума.
Владимир // 5003.7.8928
2011.03.26 01:30
Вĕсем историне пире валли çырмаç, пулкарсем валли тăваç. Камсем пулкарсем, çавăсен пулать. Хăйсене вĕсем айяй тутарсем те тутарсем, Ылтăн Уртаран, теççĕ.
Atner // 8568.8.6851
2011.03.26 10:30
Кубрат,эсĕ пулса курнă-и Болгарта?Кам па унта тĕл пултăн?Мускавра ларсах ĕç тума пулмасть.
2011.03.27 22:41
- Чаплăччĕ Пăлхар, сумлăччĕ Пăлхар,Таçти элче те кунта килетчĕ.Чаплăччĕ Пăлхар, сумлăччĕ Пăлхар, Кийÿ хули пек çиçсе ларатчĕ.Вутлă тăвăл пек килчĕ Супетей,Пăлхар хулине йăлтах çунтарчĕ.Килчĕ те пусрĕ хаяр Супетей,Пăлхар хулине çилпе вĕçтерчĕ. Ватти-хĕттине,ачи-пăчинеХуса пытарчĕ Акăш кÿллине.Паттăр арсене , йĕкĕт яшсене Тискер нÿкерсем тухрĕç вĕлерсе.Нар пек хĕрсене, пике хĕрсене,Илсе кайрĕçĕ хуса хăрхăма.Çапла тĕп турĕ пусах Пăлхара,Хура тăвăл пек ишрĕ Пăлхара. Чаплăччĕ Пăлхар, сумлăччĕ Пăлхар. Кийÿ хули пек çиçсе ларатчĕ.
2011.03.27 22:48
Чун ыратать çак сăмахсене вуласан , кам çырма пултарнă, пăлхар пулмасан...
Пуян // 1599.17.5181
2011.03.28 21:22
Чăваш ачисене мĕн пĕчĕкрен эпир пăлхар йăхĕнчен тесе вĕрентмелле.Историне пĕтĕм чăваш халăхĕн пĕлес пулать.Иртнине манмасăр малалла утас пулать.
Atner // 8568.8.6851
2011.03.28 23:30
Салам сана Валери. Ку сăмахсене,паллах,Атăлçи Пăлхар патшалăхĕнчи пирĕн несĕл сувар çырнă. Вĕсем Пăлхар патшалăхне хÿтĕлесе пуçĕсене хунă. Валери,сана валли ылтăнран сувар паллине туса хунă-шăнкравла.
Владимир // 2772.91.2461
2011.03.29 09:49
"Силюка Валери:Чаплăччĕ Пăлхар, сумлăччĕ Пăлхар,Таçти элче те кунта килетчĕ..Чун ыратать çак сăмахсене вуласан , кам çырма пултарнă, пăлхар пулмасан...Atner: Ку сăмахсене,паллах,Атăлçи Пăлхар патшалăхĕнчи пирĕн несĕл сувар çырнă."
Atner пĕр-пĕрне ăнланмалла пирĕн.Пурне те пăлхар вырăнне сувар тесе çырăнма хистемелле мар.Эсĕ шутлан сувар çырнă тесе,пĕтĕм тĕнче ученăйĕсем булгарсем(пулкарсем)çырнă теççĕ. Сувар тенипе булгар тени сăмахĕсене бренд енĕпе анализ туса пăхмалла, хăш сăмахĕ мăнаçлăрах -ши тесе. Эпĕ пĕр парти енĕпе ĕçлесе Мускавра вĕренме çÿресеччĕ, мĕн вăл бренд, мĕнле сăмах бренд пулма пултарасси пирки, мĕн вăл экзоним,мĕн вăл экспрессивлă этноним пирки вĕренсеччĕ. Ăнланатăп сувар тени килĕшеть пуль сана, мана та килĕшеть. Анчах та пире çĕкленмелли ят кирлĕ. Пăлхар тени çĕкленнĕ ят, ученăйсем те çĕклесех тăраççĕ. Сувар сăмахне нихăçан та ниепле те Раççей шайĕнче çĕклеме май çук. Мĕншĕн наукăна хирĕç каймалла. Раççей Ученăйĕсем хăйсене майлă,наука ĕçĕ енĕпе çапах та пирĕн пирки булгар(пăлхар) тесе çыраççĕ,сувар тенине пĕлмеççĕ Раççей ученăйĕсем. Пĕр энциклопединче те сувар тени çук. Хамăра сувар теме тытăнсан та тутарсем с вырăнне ч тесе калĕç. Чуваш тени тутарсенчен пĕрремĕш тухнă. Вĕсем çăваç сăмаха калама тытăнсан чăваш тесе тухать вĕсен. Сувар тесе те каламĕç вĕсем. Булгар(пулкар) шăп та шай, сувар экзоним валли мар, хамăра чăваш тени нихăçан та пĕтместь, пĕтерме те кирлĕ мар. Халĕ сувар камне ăнлантарас тесен предложенинче пĕр хут сувар тесе çырнă хыççăн виçĕ хут булгар тесе çырмалла. Суварсем ытти халăхсемпе пĕрле булгарсен шутне кĕнĕ, булгарсен патшалăхĕнче пурăннă, булгарсен чĕлхипе калаçнă тесе çырса ăнлантарма тиветь.Ученăйсемшĕн сувар чĕлхи те çуккă, чуваш чĕлхине те булгар чĕлхи тесе палăртаççĕ вĕт пĕтĕм тĕнчери ученăйсем. Мĕншĕн тĕнче ученăйĕсене хирĕç каймалла? Е çав тери хал нумай-ши? Сувар ятне пĕр хут аран-аран палăртас тесен,виçĕ хут пуриншĕн те паллă булгар ятне палăртмалла. Булгар тесе палăрнă ят пур, пуриншĕн те, вырăссем те пĕлеç, вырăсланнисем те.Пер херарам пек пат татса, хурса сувар кăна тенипе ĕç тухмасть.
Тимер // 8568.8.6851
2011.03.30 00:08
Суварсем пирки пĕлмен ученăй тĕнчере çук.Икĕ пин çул каяллах хăйсен патшалăхĕ пулнă вĕсен.Шупашкап хулине те португали карти çинче Веда Сувар тесе кăтартнă. Интернетра СУВАРЫ сăмахпа шырасан çĕрĕпе вуласа тухаймастăн. Паянхи кун пире чăвашсене тĕнчере пĕлеççĕ Россия урлă россияне тесе. Эпир каятпăр чикĕ урлă:пур çĕртете çыраçĕ пире россияне тесе. Ниçта та çырмаççĕ чуваши тесе. Анчах вăл пĕлтерместь паян чăваш çуккине. Эпир" чуваши в составе России;. Суварсем те çавăн пек пулнă:"сувары" в составе Волжской Болгарии. Тутар ученăйсемпе пирĕн ним те тупăшмалли çук. Суварсем те тутарсем те паянхи кун хăйсене булгарсем теме пултараççĕ. Пирĕн ним те пайламалла мар:пĕрле ĕçлемелле. Темле йывăр пулсан та парăнмалла мар:чĕлхене хÿтĕлемелле кашни кун,кашни утăмра!
Владимир // 3428.19.1839
2011.03.30 14:38
Российский энциклопедический словарьте, Раççей Академи Наукисен официаллă изданинче шырани:

Шырав:ВО́ЛЖСКО-КА́МСКИЕ БУЛГА́РЫ (волжско-камские болгары), тюркоязычные племена, составившие в 10-14 веках основу населения Волжско-Камской Булгарии. Племена булгаров пришли во второй половине 7 века на среднюю Волгу из Приазовья после распада Великой Болгарии (государственное образование 7 века между Доном и Кубанью), что засвидетельствовано археологическими данными. До прихода булгар Среднее Поволжье было заселено угро-финнами. С приходом болгар, располагавших сильной военной организацией и добившихся политической гегемонии в Волго-Камье. Волжско-камские булгары сыграли значительную роль в консолидации местных племен, в создании государства. С ними связано происхождение ряда народов Поволжья и Прикамья (чувашей, казанских татар).

Сувары-результаты поиска 0.По Вашему запросу в данном издании ничего НЕ НАЙДЕНО.
Попробуйте найти «Сувары» во всех энциклопедиях.
Поиск во всех энциклопедиях:
Не найдено. Проверьте, пожалуйста, правильность написания слов в запросе или попробуйте использовать для запроса другие слова.
Все энциклопедии в интернете:
www.rubricon.com Результаты поиска: Булгары (статей - 62)

Pages: 1, [2], 3, 4, 5, 6, 7, ... 10

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters