Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +14.3 °C
Эпоха идет вперед, а каждый человек начинает сначала.(И.В.Гете)
 

Ad

Аçтахар Плотников: Шупашкара куҫрӑм

Аçтахар Плотников20.02.2011 20:5617372 views
Ҫапла, паян эп Чулхуларан Шупашкара куҫрӑм. Унти ӗҫрен кайрӑм, халӗ ӗнтӗ Шупашкарта ӗҫ тупма тивет. Кунти ӗҫ темле пулӗ ӗнтӗ — куҫ курӗ тетӗп.
Шупашкара куҫнӑ хыҫҫӑн чӑвашлӑхшӑн ӗҫлени лайӑхланасса шанас килет. Ҫав шанӑҫпа куҫрӑм та ӗнтӗ. Килти сӑлтавсем те пулчӗҫ, анчах чи пӗлтерӗшли маншӑн тӑван ҫӗре куҫасси пулчӗ. Чулхула мана чӑнах та йӑлӑхтарса ҫитерчӗ. «Из рук в руки» хаҫат редакцийӗнче ӗҫлеме пуҫланӑранпа 10 ҫул ҫитнӗ вӑхӑта та кӗтсе тӑмарӑм — заявлени ҫырса ӗҫрен тухрӑм.
Укҫа-тенкӗ енчен тесен пӗр 15 пинлӗ ӗҫе вырнаҫсан нимӗн те ҫухатмастӑп — тупӑш малтанхи пекех пулӗ. Интереслӗ, унашкал май пулӗ-ши?..

Тӑван Енӗм! Кӗтсе ил мана! Эп таврӑнтӑм тӑван вырӑна!
 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
[Comments (32)]

Comments:

сувар // 1617.12.9040
2011.02.21 09:37
Николай, хапал туса кĕтетпĕр! Тăван енре ĕçлеме те çăмăлрах пулĕ, хамăр енчен пулăшу пама тăрăшăпăр. Чăваш наци юхăме эсĕ вăй хунипе çĕнĕ вăй илессе шанатап !


Сувар
2011.02.21 12:48
Телейлĕ çул пултăр! Ĕмĕтленнĕ ĕмĕтĕрсем пурнăçланса пыччĕр!
Зоя Васильевна // 2178.14.7852
2011.02.21 14:52
"Чăваша чăваш еннех туртать"-теççĕ ваттисем.Эсир чăн-чăн чăваш!Çапла, тăван кĕтес хăй патнех туртать.Тăван йăваран хакли нимĕн те çук.Эсир чăвашлăхшăн нумай ĕçлени пире питĕ савăнтарать.Тăван кĕтес, тăван йăва,тăван халăхпа тус-юлташсем Сире малашнехи ĕçре те çĕнĕ çитĕнÿсем тума иксĕлми вăй-хăват парса тăччăр.Ĕмĕтĕрсем çитсе пыччăр.
Акулина // 1381.49.1484
2011.02.21 17:08
Чăваш чăвашра çеç хăйĕн чăн-чăн телейне тупма пултарать тесе шутлатăп. Аякра пурăнакан чăваш тем пек чапа тухсан та чун-чĕререн телейлĕ пулаймасть. Маттур, Микулай!!!!!
Пер херарам // 2580.14.5370
2011.02.21 17:28
Вăт маттур, аван пулнă. Чăваш хĕрне качча илсе ярсан тата аван пулмалла та! Тур пулăшса пытăр!
Акулина // 3246.1.1387
2011.02.22 20:35
Эх, хамăн виçĕ хĕр: пĕри çемьеллĕ, теприсен савнийĕсем пур!...
2011.02.22 21:56
Аçтахар Плотников
Аха... ялан çапла: «теприсен савнийĕсем пур...» Тур çырни таçта çӳрет ĕнтĕ...
Акулина // 3246.1.1387
2011.02.22 23:37
Эпĕ хаваспах сана, Микулай, кĕрÿ тумалла. Манăн атте те Микулай, мăшăр та Микулай, хăта та, мăнук та, шăллăмăн ачи те... Кĕрÿ çеç çитмест Микулай ятли. Анчах, шутласа пăхсан, Микулай, эсĕ чунна çеç мар, пĕтĕм вăхăтна паратăн та çак пысăк ĕçе - йывăртарах пулмасть-ши телейне тупма?
2011.02.23 08:15
Защитниксен кунĕ ячĕпе чунтан саламлатăп, уявра Турă çырнине тĕл пулма пехил паратăп!
Халь ĕлĕкхи мар çав, ĕлĕк вăл евчĕ пулăшнипе çемье телейне тупнă,пĕрре курса калаçнипех çирĕп çемьесем йĕркеленнĕ.
Тимер // 8568.8.6851
2011.02.24 20:58
Микула ,ма санăн кĕсье телефонĕ тытмасть?

Pages: 1, 2, [3], 4

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters