- News
- Chuvash Language
- - Chuvash-English Dictionary
- - Dictionaries
- - Resources
- Culture
- - Cuisine
- - Music
- - Religion
- - Pre-Russian Names
- Art
- Folklore
- - Clothes
- - Embroidery
- Literature
- - Myths & Legends
- People
- Chuvashia
- - National Anthem
- - Districts
- - Towns
- Forum
- Links
- About us
- - Recent Activity
- - Users
УЙ ВАРРИНЧЕ
Кĕввине С. Максимов йĕркеленĕ
1. Уй варринче лаштра юман,
Атте тесе, ай, кайрăм та,
"Килях, ывлăм", - ай, темерĕ:
Чун хурланчĕ – макăртăм та…
2. Уй варринче чечен çăка,
Анне тесе, ай, кайрăм та,
"Килях, ывлăм", - ай, темерĕ:
Чун хурланчĕ – макăртăм та…
3. Уй варринче шурă хурăн,
Савни тесе, ай, кайрăм та.
"Килях, тусам", - ай, темерĕ:
Чун хурланчĕ – макăртăм та…