Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +0.3 °C
Кредиторы отличаются лучшей памятью, чем должники.(Б. Франклин)
 

Ad

: Камсем ЭПИР?

27.02.2011 21:1737492 viewsEdit Delete
Салам, ЧӐВАШСЕМ! Паян кун та чӑваш чӗлхи пӗтесси пирки калаҫатӑр-и? П.Хусанкай та, Я.Ухсай та хӑйсен вӑхӑтӗнче тӑван чӗлхе пуласлӑхе пирки пӑшӑрханнӑ пулсан та эпир паян кун та ЧӖРӖ! ЭПИР ЧӖРӖ ПУЛСАН, ХАЛӐХ ТА ПАЯН-ЫРАН ВИЛМӖ-ХА! Апла пулсан пурӑнар-ха пурнӑҫа!... Ӗмӗрсем иртсен те мӑнукӑмӑрсем пуҫа каҫӑртса пирӗнпе мухтанма пултарччӑр.
Паян сӑмах вара пачах та урӑххи пирки. Мана пачах та урӑх ыйту кӑсӑклантарать. Мӗншӗн пирӗн халӑха чӑваш тесе ят панӑ? Ҫак сӑмахӑн этимологийӗ мӗнлерех-ши? М.Р.Федотова ӗненес пулсан чӑвашсене марисем ят панӑ пулать. Анчах та ку шухӑшпа питех килӗшес килмест. П.Хусанкай йӗркисем пуҫран тухмаҫҫӗ: «Ят хума пултарнӑ хамӑр, хӗвеле, ҫӑлтӑрсене…» Вара эпир хамӑр халӑха ят пама пултарайман-ши? Ытти халӑхсемпе хутшӑнмасӑрах пурӑнман пулӗ, ыттисене хамӑрпа мӗнле паллаштарнӑ?
 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
[Comments (99)]

Comments:

Атл // 1144.31.3791
2011.05.11 19:39
Мускавсен те ял курас килет- сывлăш уçă, мунча,вăрманта кăмпа-çырла,ĕçлеме-чăвашла кшт ăнланма пуçлĕç, ялтисем сĕт-тăпăрч сутĕç,квартира ярса укçа илĕç..Дауфшопинг модăра халь.
Тимер // 8568.8.6851
2011.05.11 23:00
Тури чăоашсен ойрăмах пысăк трагеди. Яковлева пола хамăрăн ати-апин чĕлхи пĕтнĕпе пĕрех. Вырăсĕ те,чăоашĕ те порте пере хирĕç.Пĕр Ашмарин анчах пере майлă полнă.Ученăйсам пĕлеççĕ:вирьялсан чĕлхи авалхи соуварсен опранса юлнă чĕлхе.
2011.05.11 23:30
Аçтахар Плотников
Турипе анатри çине пайласси пĕрре те тĕрĕс мар. Ман пĕрре те чăвашсене çармăссене евĕр тăвас килмест. Икĕ чĕлхе пулнăран савăнмаççĕ пуль вĕсем — икĕ хут ытларах вăй хурса ĕçлеме тивет вĕсен. Википеди уçас пулсан — иккĕ уçмалла (туçи тата улăх çармăсĕсен)...
Диалектсем пурри пĕрре те япăх мар — вăл пирĕн чĕлхене пуянлатать (уйрăмах, литературăна илем кӳрет).
Елена // 2666.09.2156
2011.05.16 09:09
Диалектсем пурри пĕрре те япăх мар — вăл пирĕн чĕлхене пуянлатать (уйрăмах, литературăна илем кӳрет.

Эп те çапла шотлап. Атти-апи теме чарса атте-анне тетереççĕ пулсан эп лучшĕ мама-папа теп.тури диалект сăмахĕсене вара литература чĕлхине кĕретесшĕн мар. Ни паранкă, ни çитар, ни мамакпа маçак... Лексика диалектизмĕсем чĕлхене пуянлатни пирки вара калаçасшăн та мар.
Елена // 2666.09.2156
2011.05.16 16:48
тури диалект паха уйрăмлăхне эпир авалхи тĕрек чĕлхи вĕреннĕ чух уйрăмах аван сиснĕччĕ.
Тимер // 8568.8.6851
2011.05.16 22:51
Çармăссем икĕ чĕлхе пулнăран кулянмаççĕ. Манăн атти,маçок,мамок ухмахсем пулнă-и? Вĕсем поплянă,сысна поснă,хоная çÿренĕ. Турисен паянхи кон та çапла поплямалла. Çырăвĕ вара Яковлевăнни пек пултăр халлĕхе.
2011.05.22 11:19
Сан шухăшупа килĕшмелле Тимĕр,ăсчахсем каярахпа татса парĕç,хăш сăмахĕ чăвашăн пулать хăшĕ кÿршĕ халăхран ильни. Васкаса тумалли ĕç мар. Паян калаçар атте -анне чĕлхипе. Пуянрах пулатпăр,историшĕн те паха.
2011.05.22 11:51
Ялĕ-ялĕпе пурăнаççĕ чăвашсем тулайра,вĕсем калаçнине итлесе савăнасчĕ,юрри -ташшине,йăли-йĕркине ÿкерсе юласчĕ,упраса хăварасчĕ...
Елена // 2666.09.2156
2011.05.25 16:21
Чăваш видеоне уçласа лартăм. Çукпа пĕрех. Тен, эсир кирлĕ сайтсене пĕлтĕр. Шкул ТВ тата Сувар ТВ йăлтах пăхса тухрăм.
Маттурсем, пысăк ĕç тăватăр.
Элпи // 2666.09.2156
2011.06.15 09:38
Камсем, камсем тесе ыйтатăр, пĕтсе пыракан халăх. Истори çук-тăк - халăх та çук!!!

Чăваш халăх историйĕ питĕ кăткăслантарать. Шель, пирĕн библиотекăра вара нимĕнле кĕнеке те çук пек темелле. Пуррине те шкул ачисем-и, те учительсем илсе кайнă та - мана валли çук.

Pages: 1, 2, [3], 4, 5, 6, 7, 8, ... 10

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters