Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +0.3 °C
Любви не знавший дуралей достоин сожаленья. (Р. Берис)
 

Ad

: ЧӐВАША ВӖРЕННӖ ҪЫНСЕМ ПӖТЕРЕҪҪӖ!!!

27.02.2011 23:2364020 viewsEdit Delete
Ҫамрӑк чухне те мана ҫак ыйту канӑҫ паман: мӗншӗн ЭПИР, ХАМӐРА ХИСЕПЛЕКЕН МАТТУР ЧӐВАШСЕМ , вырӑсланса пыратпӑр??? Тен, эсир пӗлетӗр? Камран кӑна ыйтмарӑм, кампа кӑна кун пирки канашламарӑм, анчах та хуравӗ ҫук темелле. Ҫак ыйту ҫине хурав тупаймасан тӑван халӑхӑмӑрӑн пуласлӑхӗ пирки калаҫма йывӑр. Пирӗн халӑх ЧИРЛӖ. Чире юсама тӗрӗс диагноз лартас пулать. Унсӑррӑн сыватма хӗн. Хӑвӑрӑн шухӑшӑрсене ҫырӑр тархасшӑн. Тавлашура чӑнлӑх ҫуралать.

Ман шутпа, пӗтӗм айӑп – вӗреннӗ ҫынсенче. Вӗсем тӑрӑшнипе эпир пӗтетпӗр. Хамӑн шухӑша ҫирӗплетме историрен темиҫе тӗслӗх те илсе пама пултаратӑп: вырӑссем французланни, пуҫлӑхсем ашшӗ-амӑш тӗнне манса ют религие халӑх хушшинче сарни…
 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
[Comments (188)]

Comments:

2011.03.17 20:11
Аксар Чунтупай
Çемьери лару-тăру яланах обществăри лару-тăрупа çыхăннă. Общество мĕнле - çемье те çавăн пек. Обществăна чăваш чĕлхи кирлĕ мар пулсан - çемьене вăл мĕн тума кирлĕ?
2011.03.17 20:15
Аксар Чунтупай
Идеологи вара кашни çын ăç-тăнне витет, унăн шалти тата авалхи сис-туйăмĕсене, кăмăл туртăмĕсене вăратать, чун-чĕре тата нацилĕх уйрăмлăхĕн аталану çул-йĕрне шыраса тупма пулăшать... Халĕ эпир, чăвашсем, глобализаци авăрĕн хĕрринче тăратпăр. Вăл пире (çăвар карса тăрсан) туххăм çăтса ярать.
2011.03.17 20:16
Аксар Чунтупай
*Туххăм - питĕ хăвăрт
2011.03.17 21:03
Аксар Чунтупай
"СУВАР" ,Çеçпĕл,ЧОКЦ,Еткер фондсене пурте ĕçпе пĕлеççĕ тенине хуравлатăп. Уйрăм организаци чăвашлăха нимĕнле те çĕклеймĕ. Кунта пĕр 100 çын пур пуль те... Ертÿçисем те хăйсен ятне-шывне çухатасран тенĕ пек çынсем лараççĕ пек туйăнать. Пырса калаç-ха вĕсемпе! Мĕнлерех каçăртаççĕ хăйсен мăн кăмăлне... Пĕтĕм халăха çĕклеме наци юхăмĕ кирлĕ! Халăха ертсе пыма халăх шанакан çынсем кирлĕ...
2011.03.17 21:04
Аксар Чунтупай
Е ун йышши организацисем пин-пин кирлĕ. Вара, тен, вĕсене пĕр юхăма пĕрлештерме пулĕ. Вăйли çĕнтерет тенĕ пек.
2011.03.17 21:05
Аксар Чунтупай
Акă вăл наци юхăмĕн идеологийĕн пĕр пайĕ. Анчах идеологие пурнăçа кĕртме вĕреннĕ çынсем çеç пултараççĕ. Вĕреннĕ çынсене вăрçни çăпата шайне анса ларниех!
2011.03.17 21:06
Аксар Чунтупай
shanchak сăмахĕсем чăн сăмахсем, шел пулин те...
Atner // 8568.8.6851
2011.03.17 22:28
Аксар Чунтупайпа килĕшетпĕр Наци юхăмĕ халĕ çукпа пĕрех. Халăх шанать тÿрĕ çулпа-чăвашлăх çулĕпе пыракансене..
Atner // 8568.8.6851
2011.03.17 22:31
Общество çемьесенчен тăрать.Семья является ячейкой общества.Ку вăл-аксиома.
Atner // 8568.8.6851
2011.03.17 22:35
Чи малтан çемьере хисеплеме вĕрентмелле тăван чĕлхене.Кайран ача пахчи,шкул.

Pages: 1, ... 11, 12, 13, 14, 15, [16], 17, 18, 19

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters