Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
-2.7 °C
От любви есть только одно средство: любить еще больше.(Генри Торо)

Ad

: Мӗншӗн календарьте чӑваш халӑхӗн праҫникӗсем ҫук?

12.04.2011 23:0010939 viewsEdit Delete
Хӗл иртет,ҫуркунне ҫитет...50 ҫул ытла пурӑнатӑп ӗнтӗ ҫак тӗнчере.Анчах ҫавӑн ҫул пурӑнса,ҫакӑнчен мана никам та,эпӗ те никама та хамӑрӑн,чӑваш праҫникӗсемпе(уявӗсемпе)саламламан...Темтепӗрсемпе саламласа чуна кӑларҫҫӗ халь.Анчах,кӗтни-ҫук...Чӑвашсен авалхи йӑли-йӗркисене пӑхсан:унта пӗрле савӑнмалли,асӑнмаллисем,хуйхӑртармаллисем питӗ нумай.Анчах паянхи кунра вӗсем пирӗншӗн нумайӑшӗ айкине тӑрса юлнӑ.Уявсене,асӑнмаллисене тусан та-эпир вӗсене тӗлли-паллисӗр иртеретпӗр.Самарта капла,Хусанта капла,Чӗмпӗрте тата урӑхла...Вӑхӑчӗпе те:тӗрлӗ вӑхӑтра.
Ак,сӑмахран,пирӗн авалтан пыракан пысӑк уяв(праҫник)"Акатуй" пур.Мӗншӗн ӑна официалла ПӖТӖМ ЧӐВАШ ХАЛӐХӖН(авалтан ҫӗр ӗҫӗпе пурӑнакан халӑхӑн)УЯВӖ ят,статус памалла мар? Мӗншӗн ҫакна кӑҫал ҫулла,Чӗмпӗрти ПӖТӖМ ЧӐВАШСЕН "Акатуйӗнче" Чӑваш Республикин Президенчӗ,ЧНКпа диаспорӑсен ертӳҫисем,пӗрле пухӑннӑ вӑхӑтра,килӗшсе,аллӑ пусса ҫакна ҫирӗплетмелле мар,КУННЕ палӑртмалла мар? Тен ҫавӑн чух календарьте ЧӐВАШ ХАЛӐХӖН пӗрремӗш праҫникӗ ҫуралӗ? Ун хыҫҫӑн...МӐН КУН,ҪӐВАРНИ,т.ыт.т.чӗрӗлсе кайӗҫ.

Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
[Comments (27)]

Comments:

2011.04.13 21:03
Ма уйрăм, Акатуйне тахçанах уявлаççĕ,Самар енче - кашни çул , Акатуй уявлама хăнана килĕр.
2011.04.13 21:28
Эпир хăрамастпăр. Кăçал ПĔТĔМ ЧĂВАШ ХАЛĂХĔН АКАТУЙ июнень 1-4 Ульяновскĕнчĕ иртĕ. Кунта вуласа пĕлме пултараттăр - http://www.ul.aif.ru/culture/news/32089
2011.04.13 22:04
Самарта,Чĕмпĕрте,Тутарстанра,тата ытти çĕрсенче Акатуй уявĕ анлă иртни çакна çеç пĕлтерет:Актуя ОФИЦИАЛЛĂ МАЙПА,ОФИЦИАЛЛА ХУТПА(указ,килĕшÿ...)"ПĔТĔМ ЧĂВАШ ХАЛĂХĔН УЯВĔ"тесе палăртма(пулас КУНĔпе)вăхăт çитнĕ.Малашне,çак праçнике,пĕр вăхăтра уявласа,чăвашсем хăйсене ПĔР ХАЛĂХ пек уçăммăн туйĕç."Партизанщина"вырăнне саккунпа,халăхăн авалхи йĕркипе чунтан тунă УЯВ килĕ.
2011.04.13 22:41
Чăвашлăх хастар çынсем çинче тăни çеç,паянхи пурнăçра-питĕ сахал,шанчăклă мар.Чăвашлăх-саккун майĕсемпе тунă тĕп-фундамент,йĕркесем çине таянса пырса аталанса пымалла.Хуллен ЧĂВАШЛĂХ СИСТЕМИ малалла та утмалла,пĕр çĕрте чарăнсан-тепĕр çĕрте талпăнмалла.Нацин паллă,асăнмалли,уявламалли кунĕсене халăх пурнăçĕн календарьне кĕртесси-питĕ лайăх тĕллев тесе шутлатăп.
2011.04.13 23:00
Шухăшăр питĕ тĕрĕс! Çапла пултăр!
Атл // 4257.73.3145
2011.04.14 18:33
Великий Праздник народа - День Полёта А.Г.Николаева в Космос - впервые человек был в Космосе столько времени.
Он всегда казался Чудом.
А кто -то хочется остаться в паганизме(в язычестве).Паганини...Вся природа -музыка, ни исламист, ни христианин никто без природы, как и буддист и атеист.Она - Кормилица -Мать.Из Природы пришли - в Природу уйдём.Каждый.
2011.04.15 00:31
Пирĕн авалхи тĕн вăл,пирĕн истори,йăла-йĕрке тата ватă асаттесен чысĕ,хисепĕ. Пиншер çул çак тĕнпе упранса чăмăртаннă.Никам та каялла каясси пирки калаçмасть,пуррине упраса хăварасчĕ. Календарьне тумаллах,питĕ лайăх шухăш. Атл эсĕ мĕн каласшăн пултăн, кĕтетĕп.
2011.04.15 08:05
Атл, пишет:
А кто -то хочется остаться в паганизме(в язычестве).

Исконная этническая чувашская религия Турăç и культура на её основе не может относиться к языческой по определению. Если есть желание, можем подискутировать по этому поводу в теме форума.
2011.04.15 08:39
Хăшпĕрисем çав хĕресе курнă та... ухмаха йернĕ.Чăваш тĕнне пула эпир сыхланса юлнă , паян хамăра "чăваш" тесе калама пултаратпăр.А.Г.Николаев чăваш космоса тухнине чăваш халăх праçникĕсен календарьне кĕртсен питĕ аван пулать.Ку япала ЧĂВАШ ТĔНЧИШĔН,пĕтĕм тĕнчешĕн-питĕ пысăк пулăм.
2011.04.15 09:50
ПĔТĔМ ЧĂВАШ ХАЛĂХĔН УЯВЛАМАЛЛИ КУНĔСЕН ЙĔРКИ(календарĕ).

"АКАТУЙ"-çĕртме(июнь) уйăхĕн пĕрмĕш вырсарникунĕнче.Акатуй-авалтан,ĕмĕрсемпе çĕр ĕçĕпе пурăнакан чăваш халăхĕн УЯВĔ.

"ЧĂВАШ ЭТЕММИ ТĔНЧЕ УÇЛĂХНЕ ТУХНĂ КУН"-çурла(август) уйăхĕн 11-мĕшĕнче.А.Г.Николаев 1962-мĕш çулхи çурлан 11-мĕш кунĕнче космоса тухнă ятпа.

Тата мĕн хушма пулать?

Pages: 1, [2], 3

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.

Supported HTML Tags:

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters