Эс суралнӑ кун пирӗн пӗчӗк тӗнче улшӑнса кайӗ. Кунран кун эс ҫитӗнсе ураланса мӑнаҫланнӑ ҫемӗн тӑван ҫӗршыв сана кура чиперлене пуҫлӗ. Мӗнпур тӗнче санпа килленсе хастарлӑх ытамлӑхне ҫакланӗ, мӑнаҫлӑ ӗмӗтпе чӗрӗлсе ешерӗ. Сан вӑйна кура пурте сан хыҫҫӑн талпӑнӗҫ, ҫулелле туртӑнӗҫ, сан анлӑ ӗмӗлкӳ айӗнче нимрен шикленмесӗр утӗҫ. Эпир пурте ҫак ҫутӑ тӗнчене пӗр пек килетпӗр, пӗр Ҫӗр-анне сӗткенӗпе ҫитӗнетпӗр, анчах та малалла кашни хӑй ҫулӗпе утать: пӗри малта мӑнаҫлӑн, чӗре вӑйне шеллемесӗр, тепри кайра, сан кӑвар ӑшшинче, асӑрхануллӑн. Тӗнчере кашни хӑй евӗле, кашни хӑй майлӑ. Кашнин хӑйӗн пуласлӑхӗ. Анчах эпир пурте сана кӗтетпӗр, сан ҫине пӑхатпӑр: хӑшӗ вӑрттӑн, ӑмсанса, тепри кулса, тӑрӑхласа. Санран тухакан ҫутӑ чӑтма ҫук вӑйлӑ та палӑрмалла самантлӑ, никама та лӑпкӑн пурӑнма памасть, пурне те хумхантарать: хӑшне тарӑхтарать, теприне хаваслантарать. Эс ҫут ҫине килнӗ вӑхӑт яланах ҫӗре кисрентерет, халӑха вӑратса пӑтрантарать. Кирлех ши ес пире паян? Мӗнле ӑс-тӑн парӑн, ӑҫта хӑв хыҫҫӑн туртӑн? Паян-ыран килес Улӑп...
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
Чăваш-сăвар УЛĂПĔ çураласса шансах пурăнатпăр эпир, пурăнатăп эпĕ тесе çырасха. Шел каллех нумай кĕтмелле пулать пуль çав. Халăхăмăр пĕр 100 пин юлсан тин çуралĕ çав УЛĂП. Тепĕр тесен пурнăç урапи тĕрĕсех те çавăрттарать пулĕ. Кирлĕ те мар пуль Акасапар пек кутăн халăха ун пек УЛĂП. Ытларах кирлĕ пирĕн йăла-йĕркене тишкерекен ют çĕршыв ăсчахĕсене.
Тимер // 2771.57.5494
2013.02.27 17:04
Абхази вăн ПАТШАЛĂХ пулса тăчĕ.Абхазецсем вара çĕр пин пур-ши?
Голиаф -Библейский воин народа филистимлян (палестинцев),убит иудейским пастухом Давидом. Библейский миф (юмах) ГОЛИАФ -"Оliaph(гр.)= чувашский УЛĂП, он же бог финикийцев и Угарита БАЛУ (ВААЛ). В эзотерике -это миф об уничтожении язычества- древней веры природных божеств.
унтри // 2921.80.4765
2013.03.07 20:17
Пирĕн Улăп Николай Игнатьев. Пирĕн Эльтепер! Хăй ĕçне тăвать ĕçке! Кÿршĕсемпе танлаштарсассăн: сĕтне хăпартнă, çăмартине çителĕклĕ туса паратпăр, аш-какайне те, пĕлтĕрхипе танлаштарсассăн, мăй таранах!
унтри // 2921.80.4765
2013.03.07 20:45
Улăп пулма хальхи вăхăтра йывăрах та мар пулĕ: эрех ан ĕç, чăваш маткана арăм ту та виç ача çуратса чăвашла çитĕнтер. СЛАБО!
Якур // 1599.17.5181
2013.03.08 01:13
Çуралать УЛĂП, çуралать. Ĕненсех тăратăп, мĕншĕн тесен пур халăхăмăр хушшинче кăмăлпа сăпайлă, ĕçре ывăнма пĕлмен, шăнăрпа хăватлă ентешсем. Вот вĕсен пĕр шухăшлă пулма вăй-хăват çитейместь. Анчах УЛĂПА çуралма хастар АРпа вĕри чунлă АР çумĕ пĕрлешни кирлĕ çеç(соитие). Тата çав УЛĂП çураласса ĕненмелле-çав ĕненÿ пулăшать.