Мĕн вăл экономика? http://www.nvtc.ee/e-oppe/Kurt/ekonomika/_1.html Экономика вăл яланах пур. Мĕншĕн Тимер чăвашла пурăнма пултараять, Володя тата унăн ачисем пултараймаççĕ? Мĕн вăл глобализаци? Ăçта курнă эсир ăна? Манăн та хыпашласа пăхасчĕ çав япалана? Нивушлĕ çав таранах хăрушă япала вăл?
Енчен те сирĕн ачăрсем чăвашла мар, вырăсла пурăнаççĕ пулсан, шăпах çакă ĕнтĕ чăвашран тата чăвашлăхран вăтаннине пĕлтерет. Эсир тата сирĕн ачăрсем "вăтанман" пулнă пулсан чăвашлах пурăннă пулăттăр.
Стаппан // 4186.57.1361
2013.05.31 10:44
Володяна. Хамăрта чăвашла пурăнаймастпăрта ачасене чăвашла пурăнма мĕнле вĕрентмелле?! Нухайкапа-и?
Википедирен глобализаци пирки çырса илер каштах:"Некоторые черты глобализации проявились уже в эпоху античности (Александр Македонский)..." Глобализаци ЯЛАНАХ ПУЛНĂ, ПУР, МАЛАШНЕ ТЕ ПУЛĔ. Вăл халăхсене аталанма чăрмантармасть.
Глобализаци пирки "сÿпĕлтетсе" эпир пулăмсен чăн сăлтавĕсенчен пăрăнса каятпăр. Калăпăр, Илле Иванова темĕнле "глобализаци" мар, КОНКРЕТЛĂ ÇЫНСЕМ суда панă, следстви ирттернĕ, килĕнче шыранă-тустарнă, прокурорсем айăплавсем тăратнă... Глобализаци кунта "ни при чём".
Камăн асăрханмалла? Мăйракаллă шуйттан-им вара эпĕ? Манăн нимĕнле вăрттăн информаци те çук. Пĕтĕмпех уçă çăлкуçсенчен. Тата паллах шухăшлама пĕлес пулать, тăрăшас пулать.
Акапасара: глобализацин тепĕр енĕ Çурçĕр Африкăри тата халь Турцири пăтăрмахсем. Тĕнчери пур çĕршывра та глобализацине хирĕççисен шучĕ ÿссе пырать( Магнит лавккисен сечĕ-глобализаци), Акасапар çеç чухлама вăтанать.
Экономика вăл яланах пур. Мĕншĕн Тимер чăвашла пурăнма пултараять, Володя тата унăн ачисем пултараймаççĕ? Мĕн вăл глобализаци? Ăçта курнă эсир ăна? Манăн та хыпашласа пăхасчĕ çав япалана? Нивушлĕ çав таранах хăрушă япала вăл?