Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +0.3 °C
Мы действуем лучше, нежели мыслим.(Вовенарг)
 

Ad

Аçтахар Плотников: Судра пӗрремӗш хут пулса курни

Аçтахар Плотников25.07.2013 15:0110282 views

Тунтикун пӗрремӗш хут судра пултӑм, унччен хам пурнӑҫра вӑл кантурпа ҫыхӑнма тивменччӗ-ха. Хальхинче те хамӑн ӗҫпе мар, Илле Ивановӑн судне ҫул тытрӑм.

Муркаш сучӗ пӗр енчен ман кӑмӑла кайрӗ — тунтикун эп кая юлса ҫитрӗм, ҫавӑнпа та ларӑвӑн пӗрремӗш пайне кӗреймерӗм. Ҫавах та кантур алӑкне сыхлакансем пӗр-пӗринпе чӑвашла калаҫни, суда килекенсемпе чӑрсӑррӑн тытманни ман кӑмӑла тивӗҫтерчӗ. Тунтикун эп паспорт чиксе кайсаччӗ, анчах вӗсем ун чухне ыйтмарӗҫ, ман сумккасене тӗрӗсленипе ҫеҫ ҫырлахрӗҫ (юнкун паспорта манса кайнӑччӗ, анчах унсӑр та кӗртрӗҫ). Ухтарасса вара лайӑхах ухтарчӗҫ-ха: пур кӗсьесене уҫса кӑтарттарчӗҫ, йӑлт тӗрӗслерӗҫ. Ӗҫӗ ҫавнашкал — хирӗҫлес шухӑш ҫук.

Хӑй сучӗ вара унран мӗн кӗтнине тивӗҫтермерӗ мана. Эп, паллах, унччен суд таврашне киносенчен кӑна пӗлетӗп. «Форс-мажоры» телесериал та ман кӑмӑла каять. Вӗсенче, паллах, анӑҫри патшалӑхсен суд системине сӑнласа кӑтартнӑ. Кунта вара пирӗн патшалах системин ӗҫне курма тиврӗ.

Судра пӗр хӳтӗлев енӗ кӑна тӑрмашни курӑнчӗ. Прокурор хӑйӗн ӗҫне ытла та ячӗшӗн туса пынӑ пек туйӑнчӗ. Тунтикунхи ларура та сӑмахран, хӑш-пӗр вӑл панӑ ыйтусен хуравӗ ытларах хӳтӗлев енӗ майлӑ пулса тухрӗ. Унашкал самантра ыйту паманни панинчен лайӑхрах пуль.

Тепӗр енчен суд ытла та айӑплакан майла пулни мана тӗлӗнтерчӗ. Чӑннипе, тен, апла та мар пулӗ, анчах мана ҫапла туйӑнчӗ. Хӑш-пӗр ыйтусене татса панӑ чухне те тӳре ытларах айӑплакан енне тӑрать. Ку та мар, хӑш чухне вӑл прокурор хирӗҫлемесен те хӳтӗлевҫӗсен енӗпе килӗшесшӗн пулмарӗ. Пӗр-пӗр кӑткӑс лару-тӑру пуҫлансанах шухашламашкӑн тӑхтав илни те суд айӑплакан майлӑ пулнине кӑтартрӗ. Тӳре хӑҫан таврӑнассине те прокурорпа пӗлме май пурччӗ (юнкун, сӑмахран) — вӑл таврӑнчӗ пулсан тӳре те пӗр-ик минутран таврӑнмалли лайӑх туйӑнатчӗ.

Пирӗн суд системи ҫавнашкал пулни мана чӑн та пӑшӑрхантарчӗ. Тӳре-шара патшалӑхра йӗрке пулмалли пирки сӑмахлать пулсан та хӑйсен хушшинче унашкалли ҫук пулсан ахаль ҫынсем епле йӗркеллӗ пулмалла-ха? Ман шутпа патшалӑха пысӑк сиене шӑп та лӑп ҫакӑнпа тӑваҫҫӗ те. Суд патшалӑх интересӗсене мар, уйрӑм ҫынӑннисене (хальхи вӑхӑтра влаҫ тытӑмне лекнисене) хӳтӗленӗ пек пулса тухать. Кунашкал судсем пулсан чӑн та вӗсемпе ҫыхланманни паха.

Лента.ру пӗрре суд системи ҫинчен ҫырсаччӗ: http://lenta.ru/articles/2012/11/06/pravo/ . Кунта вара ҫав статьяри тӗслӗхсем пурнӑҫпа чӑн пулнине хам куҫпа куртӑм теме пулать.

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
[Comments (15)]

Comments:

Серте Унтри // 1442.43.6049
2013.07.25 23:02
Ку тĕрĕсипе каласасăн паттăрла поступок. Халь Админ чăваш чĕлхишĕн чăн-чăн хыпса çуннине ĕненетĕп. Суд пăхакансем миçейĕнчĕ? Республикăри пултаруллăхпа çыхăннă, е паллă çынсем пурчĕ и хул пуçи тĕкме судпа айăплакана?
2013.07.25 23:09
Аçтахар Плотников
Тунтикун Тимĕр Акташ журналист пурччĕ, юнкун — никам та. Тата видео ӳкерекене асăнма пулать. Эп кунта суда хутшăнманнисене шута илмесĕр каларăм ĕнтĕ.
Тата Мочалов плакатпа тухса тăнăччĕ. Юнкун, тунтикун ăна асăрхамарăм.
Серте Унтри // 1442.43.6049
2013.07.25 23:18
Эй яй яй!
Agabazar // 4022.86.4074
2013.07.26 12:22
Agabazar
Хуралçăсене, суд залне ют çынна ПАСПОРТА КĂТАРТМАСĂРАХ кĕртсе янă тесе, явап тыттармĕç-ши? Тен вĕсем Admin'а паспортсăрах палласа илнĕ?
такам // 3401.27.1137
2013.07.27 21:48
Илле Иванова хÿтĕлесе chuvash.org ятран çыру çырмалла мар-ши. Çыруне тĕрлĕрен сайтсенче вырнаçтарма пулать, пĕлччĕр пурте. Ман шутпа сут Илле Иванова айăплакан йышăну çирĕплетсен, ку "судебный прецедент" пулса тăма пултарать, малалла чĕлхене хÿтĕлесе пĕр сăмах та калама памĕç.

Pages: 1, [2]

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters