Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 -3.7 °C
Мечта рабов: рынок где можно покупать себе господ.(С.Е. Лец)
 

Ad

Аçтахар Плотников: ЧНК делегачӗ кам пуласшӑн? (ХӐВӐРТ ХУРАВ КИРЛӖ!!!)

Аçтахар Плотников07.10.2013 20:3417844 views

Юлташсем! Пӗлместӗп, ӗҫӗ пулса тухӗ-и, ҫук-и... анчах Чӑваш халӑх сайчӗ ятӗнчен ЧНК Аслӑ Пухӑвне депутат мандатне илме заявка тӑратасшӑн. Чӑваш халӑх сайтне ушкӑн пек палӑртма вӑхӑт ҫитрӗ пуль.

 

Кам ҫак ятпа ЧНК пухӑвне хутшӑнма хатӗр ман пата ҫырӑр-ха ( p-code@mail.ru е np@chuvash.org ) — тулли Хушамат, Ят, Ашшӗ ячӗ.

Кам ҫырма пултарать: енчен те эсир пирӗн пӗрлӗх ӗҫне менле те пулин тӳпе хывнӑ пулсан: Хыпарсемпе тултаратӑр, пӗр-пӗр проектра хастар хутшӑннӑ (словарьсем, илемлӗ хайлавсем сканерлани, тата ыт. те), Кун-кӗнеки пирӗн сайтра тытса пыратӑр (сахалтан та 10 ҫыру пулмалла унта), пӗр-пӗр аслӑ вырӑна йышӑнатӑр (администратор, модератор). Ҫак ҫынсем пурте пирӗн пӗрлӗх пайташӗсем шутланаҫҫӗ. Вӗсен йышне комментарисем кӑна ҫыраканнисем кӗмеҫҫӗ!

 

Хута эп юнкун кайса парасшӑн. Ҫавӑнпа та эсир хурава хӑварт парасса кӗтетӗп!!!

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
[Comments (46)]

Comments:

2013.10.10 23:48
Аçтахар Плотников
Ефим Н. йăлăхтарса çитертĕр ĕнтĕ Иллене тапăнса. Питех те вăйлă кӳрентернĕ-им вăл сире е çав териех ăмсанатăр? //чăн та сирĕн нăйкăшăва вуласа йăлăхса çитрĕм.
2013.10.10 23:51
Аçтахар Плотников
Йышăнаççĕ-и йышăнмаççĕ-и — маншăн тепĕр енчен пĕлтерĕшлĕ мар. Ытла та шурлăхран тухас кăмăлсем çук пулсан — мĕнех, эпир, Чăваш халăх сайчĕ, ЧНК-сăрах ĕçленĕ, вĕсемсĕрех чăвашлăхшăн малалла ĕçлĕпĕр те.
Семен Дзерж. // 4186.57.1361
2013.10.11 11:22
Илле савна кетсе рейтинг хапартма еметленче те енте!
bor1959 // 1039.8.4424
2013.10.11 12:03
Админ, сирĕн беспристрастный пулмалла вĕт.Ман шутпа:Эсир Иллене е Ефима пĕлетĕр-и, пĕлместĕр-и-пурпĕрех тÿре мар. Çавăнпа та откровенно саккуна хирĕç е хамство çырмасан кунта ытлашши комментари кирлĕ мар. Можно говорить и писать все что угодно. Мы это приветствуем. Но это не значит, что это соответствует действительности. Может Ефим Иллене мĕн пĕчĕкрен пĕлет.
bor1959 // 1039.8.4424
2013.10.11 12:11
Кунта çырнăччĕ ĕнтĕ: Иллене эп пĕрре те хирĕç, от души желаю процветания как представителю древней нации, беспокойной жизни на ниве расцвета чувашского языка, как он сам того вибирает. Анчах та Илле хăй халăх пирки мĕн шутланине, унăн ăшри туйăмĕсене, шалти туртăмне вăл хăй кăна пĕлет. Унăн турри,несĕлĕсем умĕнчи тивĕç уншăн судья, а вовсе не суд.
2013.10.11 13:20
Аçтахар Плотников
bor1959, ара кунта пасар таврашри калаçу йĕркелени сайт шайне пăсать кăна. Мана çав килĕшмест. Иллене эп лайăх енчен те, япăх енчен те пĕлетĕп, анчах ун çине эсир кунта епле тапăннине ниепле те ырлама пултараймастăп. Унашкал тапăнни — хăвсамăра унăн шайĕнчен самай аяла антарса лартнипе тан.
Agabazar // 2216.30.6483
2013.10.11 13:23
Agabazar
bor1959:"Анчах та Илле хăй халăх пирки мĕн шутланине, унăн ăшри туйăмĕсене, шалти туртăмне вăл хăй кăна пĕлет."А вам какая печаль, сударь? Мĕне кирлĕ сире Илле-паттăр ăшчикĕ! Çырса кăларчĕ вĕт чăваш чĕлхин пурнăçри вырăнĕ пирки чăн сăмах! Тата мĕн кирлĕ пире чăвашсене журналистран! Е ултав тата суя кирлĕ-и?
Agabazar // 2216.30.6483
2013.10.11 13:27
Agabazar
Семен Дзерж.:"Илле савна кетсе рейтинг хапартма еметленче те енте!" Вăт-вăт, эсир те çапла рейтингăра хăпартма хăтланса пăхăр-ха!!!!
Тепĕр тесен, кунта пачах урăх ыйту: ТАВАЙ КООПТАЦИ!
bor1959 // 1039.8.4424
2013.10.11 20:15
Акасапар, 2-мĕш çул шăрчалан çырусене,анчах та КОПТАЦИСĔР конгресс ĕçне хутшăнма май тупаймарăн.Тумаллаччĕ сан наци ĕçĕсемпе ĕçлекен центр, унти шалти Уставпа килĕшÿллĕн мандат илсе Пухăва каймалла. Кунта, паллах, тарламалла. ĔÇсем тунине кăтартмалла,меценатство тумалла çыравçă е ÿнерçĕсене пулăшса.
bor1959 // 1039.8.4424
2013.10.11 20:25
Хисеплĕ Админ,Илле çине кам тапăнать? Кунта Илле Ивановран паттăр тăвасшăн. Мĕнле-ха паттăр тума пулать, енчен те эп ун хăшпĕр шалти туйăмĕсене уççăнах пĕлетĕп? Акасапара кирлĕ мар ку,паллах.Вăл ку вак ыйтусенчен çÿлтерех.Вăл:""А вам какая печаль,сударь?"текелесе ларать!Эп упăте мар вĕт Иллене ыйту памасăрах пуççапма.

Pages: 1, 2, [3], 4, 5

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters