Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 -0.7 °C
Блажен тот,кто ничего не знает: он не рискует быть непонятым.(Конфуций)
 

Ad

Аксар Чунтупай: Г.Н.Архипов: Чӗлхене упраса чӑваш пулсах пурӑнар!

Аксар Чунтупай24.10.2013 21:2618745 views

15 ҫул. Чӑваш наци конгресне ҫакӑн чухлӗ ертсе пырать Геннадий Николаевич Архипов. Мӗн-мӗн тунипе кӑмӑллӑ-и вӑл? Паянхи кун ӑна мӗн хумхантарать, арман чулӗ пек пусарса тӑрать? Сиплев вӑхӑчӗ вӗҫленмен пулин те Геннадий Николаевич пирӗн ыйтусене хуравлама килӗшрӗ.

- Хамӑн тата ЧНК ӗҫӗ-хӗлӗ пирки ҫапларах каланӑ пулӑттӑм - ҫӗкленӳллӗ тапхӑрсем те, хавшакланнӑ вӑхӑтсем те пулчӗҫ: пурнӑҫри пекех. Ку чӑнлӑхпа кам килӗшмест - йӗри-таврашри пулӑмсене аса илтӗр, республикӑпа ҫӗр-шыв историне тишкерме те манса ан кайтӑр. «Хура» чӗлхеллисем тем те пӗр пакӑлтатсан та эпӗ нихӑҫан та правительство айӗнче пулман. ЧНК шухӑшне вылянмасӑр уҫҫӑн пӗлтернӗ. Хирӗҫӳллӗ самантсенче те ыйтусене пире майлӑ татса партарма мехел ҫитернӗ. Ҫирӗп принциплӑ ҫул-йӗртен пӑрӑнманранах-тӑр пысӑк шайри чиновниксем те мана: «Пирӗн пек шухӑшласа ӗҫлӗр», - темен. Мӗншӗн тесен эпир ҫынсемпе ҫыхӑннӑ ыйтусенех ҫӗкленӗрен, чӑвашлӑх ӗҫӗнчи тӳнтерлӗхсене пӗтерме, витӗм кӳме ҫивӗч ыйтнӑран. Сӑмахӑма ҫирӗплетме пӗр тӗслӗх ҫеҫ илсе кӑтартам. Темиҫе ҫул каялла республикӑри хӑш-пӗр шкулта чӑваш чӗлхи урокӗсене эрнере пӗр сехет ҫеҫ хӑварма тытӑннӑ. Кун пирки правительствӑна тӳрех пӗлтертӗмӗр. Тӗл пулса ҫивӗч калаҫнӑ хыҫҫӑн виҫӗ сехет патне каялла таврӑнтарма май килтертӗмӗр. Виҫҫӗ те сахаллине ӑнланса эпир пилӗк сехет ыйтнӑччӗ. Шел те, пирӗн сӗнӳпе килӗшмерӗҫ.

- ЧНК пурнӑҫланӑ ӗҫсенчен тата хӑшӗсем сирӗн асӑрта янкӑр ҫуталса тӑраҫҫӗ?

- Вӗсем нумай пулнӑ ӗнтӗ. Шутласа та, аса илсе те пӗтереймӗн. Ҫапах та пӗр-иккӗшне палӑртам. Эпӗ президентра ӗҫлеме тытӑннӑ чухне Чӑваш наци культура автономийӗсем ҫирӗм саккӑрччӗ. Халӗ - тӑхӑр вуннӑ. Вӗсене йӗркелеме мӗнлешшӗ кӑткӑссине ку ӗҫе хутшӑнманнисем ҫеҫ пӗлмеҫҫӗ. Кашнинех вырӑна тухса, чӑвашсене тупса, пуҫтарса пӗр чӑмӑра пӗрлештернӗ. Ҫынсем хапӑл туса йышӑннӑ фестивальсен шайӗ те ҫулсерен ӳссе-капашланса пырать. Кӑҫал пӗрремӗш хут Чӑваш акатуйне Раҫҫейри тӗрлӗ регионта пурӑнакан чӑвашсемпе пӗрле ирттертӗмӗр. Ытти ҫӗр-шывра тӗпленнӗ тӑванӑмӑрсем те нумайӑн килсе савӑнчӗҫ, туслӑ ҫыхӑнӑва ҫирӗплетрӗҫ. Каласа хӑвармаллах: Акатуй кирлӗлӗхӗ пирки «Хыпар» хаҫат тӑтӑш ҫырчӗ, ӑна пурнӑҫа кӗртме пысӑк пулӑшу кӳчӗ. ЧНК ертӳҫисем пирки тӗрлӗ хавха сарсан та - эпир Конгресс шайне антарса лартман. Пире итлеҫҫӗ, пирӗнпе канашлаҫҫӗ. Чӑвашлӑхшӑн вӑхӑчӗсене шеллемесӗр тӑрӑшакан хастарсене вара чӗререн тав тӑватӑп. Вӗсем нихӑҫан та укҫашӑн ӗҫлемен, вӗсенчен пӗри те патшалӑх бюджетӗнчен шалу илсе тӑмасть. Ҫак шутра - эпӗ те.

- Ку - ҫӗкленсе сӑмахламалли сӑлтавах мар-ха, Геннадий Николаевич. Кӳршӗ республикӑсенчипе танлаштарсан - пушшех. Ку ыйтӑва, патшалӑх шучӗпе тытса тӑракан штатсем Конгресра пулмаллине, эсир пӗрре те хускатман-и вара?

- Хускатнӑ. Тӑватӑ-пилӗк ҫынна шалу тӳлесе тӑма кӑҫалтан укҫа парасла каларӗҫ-ха. Чӑваш халӑх ҫуртне пӗтӗмпех Конгреса парас ыйту та татӑлчӗ теессӗм килет. Кусем каллех республика влаҫӗпе пӗр чӗлхе тупса ӗҫленине ҫирӗплетеҫҫӗ.

- Пурте пӗлетпӗр: халӑх ним ҫукранах пӑшӑрханмасть, тӗрлӗ сӑмах алламасть. Малтан ЧНК тавра чӑмӑртанса ӗҫленӗ пултаруллӑ ҫынсем мӗншӗн ушкӑнлана-ушкӑнлана пайланса кайрӗҫ?

- Хӑйсем тӗллӗн ӗҫлес терӗҫ-тӗр. ЧНК алӑкне эпир питӗрмен. Вӑл яланах уҫӑ. Килччӗр, сӗнччӗр. Тӗрлӗ шухӑшлӑха эпӗ яланах ырланӑ. Тӗрлӗ шухӑшлӑхран тӗшшине тупса малалла ӑнтӑлма тӑрӑшнӑ.

- ЧНК регионсенче пурӑнакан чӑваш усламҫисене пӗтӗҫтерсе республика экономикине тӗрев парас ҫул ҫине тӑнӑччӗ. Ку ӗҫе йӗркелесе пыма вице-президент та суйланӑччӗ. Пархатарлӑ тӗллев шухӑш шайӗнчех юлчӗ пулмалла.

- Ӑна пурнӑҫлама пӗрремӗш утӑм тунӑччӗ. Анчах тӗрлӗ сӑлтава пула вӑл путланчӗ. Ку ыйту патне таврӑнмаллах. Раҫҫей Пӗтӗм тӗнчери суту-илӳ организацине кӗнӗ май чӑваш усламҫисем пӗрлешсе ӗҫлени пирӗн республикӑна питех те кирлӗ.

- Чӑваш Республикин Конституцийӗнчен «Патшалӑх» сӑмаха кӑларса пӑрахни нумай-нумай ҫынна тӗлӗнтерчӗ, калаҫтарчӗ. Кун пирки ЧНК Президиумӗ хӑйӗн витӗмлӗ сӑмахне мӗншӗн каламарӗ?

- Ҫак йышӑнӑва хирӗҫлесе влаҫ тытӑмне ҫыру янӑччӗ. Шел, ку енӗпе ҫирӗпрех пулаймарӑмӑр. Куншӑн, Президиум членӗсемсӗр пуҫне, эпӗ те айӑплӑ. Манӑн шухӑшӑмпа, кӑна ним тумасӑр ирттерсе ямалла мар, кунпа ҫырлахмалла мар. Шӑмат кунхи форумра Аслӑ пуху ячӗпе ятарлӑ резолюци йышӑнмаллах.

- Чӑвашлӑх еплерех аталанасси влаҫ тытӑмӗсенче камсем ӗҫленинчен ҫав тери нумай килет. Ку енӗпе, ӑста кадрсем, ятлӑ-сумлӑ лидерсем хатӗрлесе вӗсене министерствӑсемпе ведомствӑсене ертсе пыма сӗнессипе, ЧНК вун пилӗк ҫул пачах та ӗҫлемерӗ. Ҫавӑнпах-тӑр Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗнче культура сферин пӗр представителӗ те ҫук. Тутарстанра та, Пушкӑртстанра та вӗсем пур. Ку ҫеҫ те мар, Чӑваш наци конгресӗн президенчӗ те депутат мандатне илме «тивӗҫ» пулаймарӗ, Общество палатинче те ун валли вырӑн тупӑнмарӗ. Ҫак тӳнтерлӗхе ӑнлантарма сирӗн рецепт пур-и?

- Иртнӗ ӗмӗрӗн 90-мӗш ҫулӗсен пуҫламӑшӗнче, чӑваш вӑраннӑ, тапраннӑ вӑхӑтра, лару-тӑру халӑхӑмӑра кирлӗ пек аталанма тытӑннӑччӗ. Каярахпа самана хӑвӑрт улшӑнчӗ. Эпир, культура анинче тар тӑкакансем - ӑсчахсем, чӗлхеҫӗсем, писательсем, журналистсем, художниксем, поэтсем, композиторсем, театр артисчӗсем, режиссерсем, музей, библиотека ӗҫченӗсем, халӑх ӑстисем - унӑн таппине хирӗҫ тӑраймарӑмӑр: тискер капитализмра ҫухалса кайрӑмӑр. Влаҫ ҫакӑнпа усӑ курни сирӗн юлашки икӗ тӗслӗхрен те яр уҫҫӑн курӑнать. Апла тӑк - пирӗн улшӑнмалла, хамӑра кӑтартмалла. Чӗлхене упраса чӑваш пулсах пурӑнмалла!

Геннадий Максимов

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
[Comments (65)]

Comments:

bor1959 // 1039.8.4424
2013.11.07 10:28
Архиппофф халăха хисеплемерĕ,унăн ячĕпе витĕнкелесе пурăнчĕ. Киремет заповечĕсене вырăна хумарĕ.Киреметпе, несĕлсен халалĕпе вылямалла мар тесе темиçе хут та каланă ăна. Итлемерĕ шеремет, халь Алюш Л.та, Никитин та, даже Акасапар та ĕçе илместь. Вĕсем пĕлеççĕ ахăртнех, ачи нимех те тума пĕлимаç, шел пулин те.Только интриганство и инсинуации. Акасапара килĕшет ун пек пурăнни.
bor1959 // 1039.8.4424
2013.11.07 10:32
The comment was deleted.: кӳрентерӳ пур
Agabazar // 3911.70.5710
2013.11.07 16:35
Agabazar
Сывă пултăр Геннадий Арххиппăф, чăваш наци юхăмĕн паллăран та паллă ĕçлевçи!
Якур // 3996.48.8269
2013.11.08 20:42
The comment was deleted.: кӳрентерӳ пур
Атнер // 3913.58.4645
2013.11.09 11:33
Намăс кун пек халăха,енчен те çавăн пек ăçтиçуксем наци лидерĕ вырăнне ларма пултарсан.Хăвăртрах лучшĕ вырăсланса каяр!
Agabazar // 2251.09.3226
2013.11.09 14:36
Agabazar
Эх, мăнтарăн Арххиппăвĕ, кашни иртен-çÿренех ăна кутран тапма мекĕçленет... Тупăннă "паттăрсем"! Эсир "вырăс маршĕ" тĕлĕшпе те çаплах "принципиаллă" пулсанччĕ... Ну тунă вăл хăйĕн ĕçне хăй вăхăтĕнче хăй ĕçне! Тур пулăшсан, тен, тата та тăвĕ-ха...
Вихтăр // 1163.17.7659
2013.11.09 17:09
Архипов:"Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсен пуçламăшĕнче, чăваш вăраннă, тапраннă вăхăтра, лару-тăру халăхăмăра кирлĕ пек аталанма тытăннăччĕ. Каярахпа самана хăвăрт улшăнчĕ. Эпир, культура анинче тар тăкакансем - ăсчахсем, чĕлхеçĕсем, писательсем, журналистсем, художниксем, поэтсем, композиторсем, театр артисчĕсем, режиссерсем, музей, библиотека ĕçченĕсем, халăх ăстисем - унăн таппине хирĕç тăраймарăмăр"-çемçен килĕшет Эрхип хăта.
Вихтăр // 1163.17.7659
2013.11.09 17:20
Акасапар Илле-паттăр тесе çырнине икĕ уйăх хушши вуларăм, мĕншĕн паттăрине ăнланимарăм, чăтаймарăм халь çырап: "кашни иртен-çÿренех ăна кутран тапма мекĕçленет."-тесе çырать Акасапар, анчах та ун Илле-паттăрĕ тапма мар, пÿрнепе юнама та пултараймарĕ.
Вихтр // 1163.17.7659
2013.11.09 17:29
Тимĕрпе килĕшетĕп:"Намăс кун пек халăха,енчен те çавăн пек ăçтиçуксем наци лидерĕ вырăнне ларма пултарсан.Хăвăртрах лучшĕ вырăсланса каяр!" Тулĕк кăшт урăхларах каласшăн: Çавăн пек ăçтиçуксем хăйсене Наци лидерĕпе отождествлять тума хăтланма пултарсан.Ăçта пьедестал çинчен намăссăрсене туртса антарма пултаракан наци-паттăрĕсем? Пĕр Тимĕр текен каччă пур-пит маттур,ун çумĕнче пĕр-ик çын.
Agabazar // 2808.78.3861
2013.11.09 20:33
Agabazar
Вихтр:"Тимĕрпе килĕшетĕп:"Намăс кун пек халăха,енчен те çавăн пек ăçтиçуксем наци лидерĕ вырăнне ларма пултарсан.Хăвăртрах лучшĕ вырăсланса каяр!" Тимĕр мар, Атнер. Ку тÿрлетÿ пулчĕ.

Pages: 1, 2, [3], 4, 5, 6, 7

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters