Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 -6.7 °C
Не раскрывайте случайных книг.(Агни-Йога)
 

Ad

«Хыпар»: Ял пурӑнсан - чӑваш пӗтмест

«Хыпар»29.10.2013 09:2729245 views

Совет Союзӗнче халӑх ҫыравне темиҫе те ирттернӗ. 1979 ҫулта - 1,751 млн, 1989 ҫулта 1,842 млн чӑваша шута илнӗ. Халӑхӑмӑра 2010 ҫулхи ҫыравринчен чылай тӗрӗсрех шутланӑ. Ун чухне шутҫӑ вӑл е ку ҫын чӑваш пулнине паспортне пӑхсах пӗлнӗ, тӑватӑ ҫул каяллахи пек: «Эсир хӑш наци ҫынни?» - тесе ыйтман.

Паспортран «Национальноҫ» графана кӑларнӑ хыҫҫӑн ирттернӗ ҫырав Раҫҫей Федерацийӗнче 2010 ҫулта 1435872 чӑваш пурӑннине, халӑхӑмӑр 1989 ҫул хыҫҫӑн 406128 ҫын ҫухатнине кӑтартрӗ. Ҫакӑн сӑлтавӗ 1990 ҫулсенчен пуҫласа паянхи кунчченех вилекенсем ҫуралакансенчен нумайрах пулнинче кӑна мар - нумайӑшӗ тӗрлӗ сӑлтава пула чӑваш пулнине тӳррӗн каламаннинче те. Пысӑк пайӗ хӑйне вырӑс тенӗ. Шутлавҫӑ ыйту памасӑрах ҫырса хунӑ. Халӑха демократи панӑ-ҫке. Кирек хӑш нацие те суйласа илме пултаратпӑр. Чӑн та, ҫавнашкал шухӑш тытнисенчен ытларахӑшӗ федерацин патшалӑх чӗлхине килӗштерет.

Республикӑри 814750 ҫын 2010 ҫулта чӑваш пулсах пурӑнас тенӗ. Унтанпа тӑватӑ ҫул иртрӗ, кунашкал шухӑшлисен хисепӗ татах пӗчӗкленчӗ. Тутарстанра - 116252, Пушкӑртстанра - 107450, Чӗмпӗр облаҫӗнче - 94970, Самар енче - 84105, Тюмень облаҫӗнче - 25690, Эрӗнпур, Мускав, Сар ту хутлӑхӗсенче - 12-шер пин ытларах, ытти регионта 3-11-шер пин ҫын хӑйӗнче чӑваш юнӗ юхнине уҫҫӑн пӗлтернӗ.

Тулашри чӑваш республикӑринчен хӑвӑртрах хухать. Ашшӗ-амӑшӗ пурнӑҫран кайсан мӑнукӗсем вырӑса тухаҫҫӗ. 1990 ҫулсенче унти йӑхташӑмӑрсене чӑвашла вӗрентме тытӑнчӗҫ. Ҫулсем иртнӗҫемӗн ку ӗҫ начарланчӗ.

Чӑваш халӑхне ҫӗр питӗнчен ҫухаласран упраса хӑвармалли вырӑн - республикӑмӑртах. Кӑҫалхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗ тӗлне ял-поселокра 499,8 пин /Чӑваш Енре пурӑнакансен 40,2 %/ ҫын пурӑннӑ. Ку хисепрен Улатӑр, Пӑрачкав, Сӗнтӗрвӑрри, Тӑвай, Комсомольски, Етӗрне районӗсенчи, ытти ҫӗрти вырӑс, тутар, ирҫе ялӗсенче пурӑнакан 70 пин ҫынна кӑлармалла. Ҫапла вара яллӑ вырӑнта 429 пин майлӑ чӑваш пурӑнать.

«Чӑвашлӑх - ялта. Ял пурӑнсан чӑваш пулӗ, йӑх тӑсӗ», - тенине час-часах илтетпӗр. Хулана куҫнӑ чӑваш ачи пурӑна киле пур пӗр вырӑсланать. Чӑваш чӗлхине упракансем, ӑна ламран лама тӑсакансем - ялта. Халӑхӑмӑр шанӑҫӗ - ялти ҫамрӑк ҫемьесенче.

Шел те, иртнӗ ҫирӗм ҫулта ялта ача ҫураласси ҫуллен чакса пычӗ. Вилекене ытларах шута илнӗ. Каялла чакни халӗ те ура хурать /Шупашкарта, Ҫӗнӗ Шупашкарта, Шупашкар районӗнче ҫеҫ ҫуралакан вилекенрен нумайрах/. Чӑваш халӑхне, унӑн чӗлхине хӳтӗлеме тивӗҫлӗ республика влаҫӗн ял ҫыннисен шутне ӳстерес тӗлӗшпе сулмаклӑ утӑм тумалла. Чӑваш наци конгресӗн Аслӑ пухӑвӗнче тӑван чӗлхене хӳтӗлесе хӑварас тӗллевпе патшалӑх программи йышӑнма сӗннӗччӗ. Тен, чӑваш чӗлхине вӑл ҫеҫ вилӗмрен ҫӑлӗ?

Ырӑ тӗллеве пурнӑҫа кӗртме чӑрмантараканни пайтах. Иртнӗ ҫулсенче Шупашкар районӗнчи Хыркасси /Вӑрман Ҫӗктер ял тӑрӑхӗ/, Кӳкеҫ, Ҫӗнӗ Тренккасси, Ҫӗнӗ Тутаркасси ялӗсенчи шкулсемпе ача сачӗсене ҫитсе кӑсӑклантӑм. Вӗрентекенсемпе ача пӑхакансем шкул-садикре е вӗсен тулашӗнче /чӑваш чӗлхи урокӗсемсӗр пуҫне/ ачасемпе Раҫҫей Федерацийӗн патшалӑх чӗлхипе кӑна калаҫаҫҫӗ. Хыркассинчи ача пахчин ертӳҫинчен: «Чӑваш ачисемпе мӗншӗн вырӑсла ҫеҫ калаҫатӑр? Раҫҫей Федерацийӗн патшалӑх чӗлхипе кӑна калаҫма район администрацийӗн вӗренӳ пайӗнчен хушаҫҫӗ-и?» - тесе ыйтрӑм. «Вырӑсла ҫеҫ калаҫма ашшӗ-амӑшӗ ыйтать. Вырӑнти влаҫ органӗнчен никам та хушман», - пулчӗ хурав. Чӑваш ялӗнче ашшӗ-амӑшӗ ачине вырӑсла кӑна калаҫтарма ыйтать тенине ӗненме йывӑр.

Ялта ачасем пӗчӗкрен пӗр-пӗринпе тата ҫемьере тӑван чӗлхепе калаҫса ӳсмесен каярахпа унран писесси куҫ кӗрет. Чӑваш чӗлхипе литература урокӗнче кӑна тӑван чӗлхене юратма вӗрентеймӗн. Вырӑслатас туртӑм ытти чӑваш районӗнче те вӑй илнӗ. Райцентрсенче пур чухне те тенӗ пекех - шкул-садикре, вӗсен тулашӗнче, ҫемьере - республикӑн иккӗмӗш патшалӑх чӗлхипе /вырӑсла/ калаҫаҫҫӗ. Пӗр енчен - лайӑх: хамӑр ҫӗр-шыв чӗлхине сума сӑватпӑр. Ҫакӑнпа пӗрлех ашшӗ-амӑшӗ Чӑваш Республикин пӗрремӗш чӗлхипе калаҫманни е калаҫайманни пӑшӑрхантарать. Ҫулсем иртнӗҫемӗн чӗлхемӗр иксӗлес хӑрушлӑх ытла та пысӑк.

Ял ҫынни лайӑхрах пурӑнтӑр тесе федераципе республика хыснинчен социаллӑ тӗрлӗ программӑна пурнӑҫлама, аграрисен тӑкакӗн пӗр пайне саплаштарма укҫа ҫуллен уйӑраҫҫӗ. Анчах вӑл ял пурнӑҫне палӑрмаллах лайӑхлатма ҫителӗксӗр. Ахӑртнех, чӑваш ҫавӑнпах ӗрчесшӗн мар. Хӑйне патшалӑх лайӑхрах пӑхсан ҫӗнӗ ҫурт-йӗр ытларах ҫавӑрӗччӗ, ача нумайрах ҫуратӗччӗ. Федераципе республикӑран паракан амӑшӗн капиталне ырлатӑп. Унпа - 500 пин тенкӗпе - нумайӑшӗ пӳрт тума усӑ курать. Анчах укҫа перекетлесе пысӑк мар ҫурт-йӗр ҫавӑрма та 1,5 млн тенкӗрен кая мар кирлӗ. Нумай ҫамрӑк шухӑшласа пӑхать те чӑматан ҫӗклесе хулана ҫул тытать. Хваттер туянмалӑх кӗмӗл ӗҫлесе илме ӗмӗтленет, ҫемье ҫавӑрать, общежитире е ҫын патне хваттере кӗрсе пурӑнать. Ачисем тӑван чӗлхене ӑша хываймаҫҫӗ.

Ялта ҫуралса ӳснӗ ҫамрӑк тӑван вырӑнтах пурӑнма юлтӑр тесен мӗн тумалла? Ӑна районта ӗҫ вырӑнӗпе тивӗҫтермелле. Унта тӗрлӗ производство ытларах уҫасчӗ. Кашни ҫын валли ӗҫ пултӑр. Ӑна шыраса тӗнче касса, алӑ тӑсса ан ҫӳретӗр. Ял-йышпа пурӑнӗ, тӑван чӗлхе те упранӗ.

n Юрий МИХАЙЛОВ

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
[Comments (128)]

Comments:

Павел С. // 4186.57.1361
2014.02.07 10:41
А главное нужно избавить своих детей от негативного влияния зомбоящика (телевизора). Личным примером показать любовь к земле, сельскому труду.
Атнер // 3913.58.4645
2014.02.07 15:48
Акапасар пуçла ĕçлеме.Тимĕр çĕр çына яхăн пухса хулара хамăр халăхăн авалхи уявне ирттерме пултарнине телевизорпа курса тĕлĕнтĕмĕр.Савăнтăмăр çавăн пек маттурсем пулнишĕн.Акапасартан кĕтетпĕр халăха пухса мĕн те пулин тăвасса.
Agabazar // 4982.7.7344
2014.02.07 18:39
Agabazar
Атнер // 3913.58.4645
2014-02-07 15:48
<<Акапасар пуçла ĕçлеме.>>

ПĔРРЕМĔШ ХИСЕППЕ ЧĔНМЕ ИРĔК ПАМАН.
Agabazar // 1235.41.6990
2014.02.07 18:46
Agabazar
Павел С. // 4186.57.1361
2014-02-07 10:38 <<Нужно...>> Чăвашла калаçакансен хушшине вырăсла пуплевпе кĕрсе кайнипе ял хуçалăхне нихçан та çĕклейместĕр!

Павел С. // 4186.57.13612014-02-07 10:32 <<Нужно совсем немного, приехать в деревню и там жить,>> Кама калатăр эсир кăна: Аршинова хоспошана-и?
bor1959 // 1039.8.4424
2014.02.08 17:32
Акасапар каймалла яла тесе тахçанах чĕнеп сана. Халь тата ыттисем те чĕнме пуçларĕç.Айта Акасапар яла ĕçлеме, хăвăн тĕслĕхпе чăвашлăх пурăннине кăтарт. Пуш параппан ан çап!
bor1959 // 1039.8.4424
2014.02.08 17:39
Акасапара пĕлсе тăма:Аршинова сана мĕн япăх тунă? Санăн ĕçчешÿсем, йăмăксемпе акайсем Думăна кайма килĕшменнишĕн кам айăплă? Пурччĕ списокра Олимпиада Иванова, Елена Николаева ... тата ыт.те. Мĕншĕн вĕсене Думăна кайма ÿкĕтлимарăн? Мĕншĕн çавăн пек яваплă самантра Интернетра лартăн? Саншăн килсе çармăçсен е тутарсен ĕçлемеллеччĕ-и? Аршинова килсе сана 5-6 предложени чăвашла калать трибуна çинчен, тĕл пулса калаç. Тен тепре килсен 10-15 предложени калама пуçлать!
Agabazar // 3802.14.5252
2014.02.08 18:11
Agabazar
bor1959:"...сана..." ПĔРРЕМĔШ ХИСЕППЕ ЧĔНМЕ ИРĔК ПАМАН.

bor1959 // 1039.8.44242014-02-08 17:39 <<Акасапара пĕлсе тăма:Аршинова сана мĕн япăх тунă?>> Ыйтăр Павел С. текенскертен: мĕншĕн вăл Аршинована тата ыттисене те яла ярасшăн.

Павел С., мĕн япах тунă сире Аршинова???????????????
Agabazar // 3802.14.5252
2014.02.08 18:22
Agabazar
bor1959 // 1039.8.4424
2014-02-08 17:39<< Санăн ĕçчешÿсем, йăмăксемпе акайсем Думăна кайма килĕшменнишĕн кам айăплă?>>

Ну култаратăр та вара! Думăна каясси "наказани" иккен! Никам та унта каясшăн мар, юрать Аршинова килĕшнĕ имĕш! Ыттисем Думăран тĕрмерен хăранă пек хăраççĕ имĕш!

Тĕрĕссипе каласан эп Аршинова коспошана Думăпа пачах та çыхăнтарманччĕ. Ăна Яла ярасран çеç хăраса ÿкнĕччĕ. "Бор" таçтан туртса кăларчĕ Думăна...
Якур // 4254.53.2220
2014.02.08 22:12
Эпĕ ку таранччен Акапасар текен каччă мĕншĕн патшалăх Думине кайманнине ăнлансах каймас-ха. Унăн хастарлăхĕ çитмес-им? Тепĕр тесен ăна ярса намăс курмалла мар, мĕншĕн тесен уншăн хоспоша Аршинова, хоспоша Архипова пĕр çынах.
Agabazar // 3802.14.5252
2014.02.08 23:37
Agabazar
Тÿрлетрĕм.

Pages: 1, 2, 3, [4], 5, 6, 7, 8, 9, ... 13

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters