Мĕн ирĕклĕхшĕн кĕрешни куртăр эсир Киевра. Кунта алхасакансем Украинăри мафиози кланĕсем Янукович çемьипе (кланĕпе)пурлăха ниепле те пайлаймаççĕ. Тĕрĕсрех каласассăн Янукович клансем хушшинчи маларах йышăннă килĕшÿсене пăсма тытăннă, ыттисене сире-сире яма хăтланнă. Çавă çеç. Европипе Америки вара кунпа усă курма тăрăшаççĕ, Россияна хĕсме май шыраççĕ.
Çав 3-4 пин боевик, пит лайăх хатĕрленĕ боевик, çÿлерех асăннă клансен (çемьесен)наемникĕсем (тарçисем, шестеркисем,боевикĕсем). Акă сире Майдан пулса тухрĕ те. Анчах та Януковичĕ, президент пулнă май, темшĕн Майдана аркатса салатма хушу памасть.Тем кĕтет. Тем тархаслать хăйне валли Путинран е Европаран, е СШАран. Янукович президентран тухас пулассине пит лайăх ăнкарать, кайранхи пурнăç валли ăш вырăн шырать. Халăхĕ вара? Халăхĕ никама та кирлĕ мар.
Улатакка Киевра ирĕклĕхшĕн кĕрешекенни камне палăртсан питĕ лайăх пулмалла.Ман шутпа ирĕклĕхшĕн кĕрешекен хохол кăшт кăна хăйĕнпе килĕшмен тепĕр хохола( лешĕн çемьи,ачи-пăчи пулнине пăхмасăрах) çапса пăрахма пултарать-ши?
Володя çырни:"Анчах та Януковичĕ,президент пулнă май,темшĕн Майдана аркатса салатма хушу памасть.Тем кĕтет."- çине пит хурав парас килеть.Ара Янукович вăл патшалăх пуçлăхĕ мар, вăл-сăнчăрланă пуçлăх,ăна çăварăхланă Украин олигархĕсем, Европăри банк тата финанс ушкăнĕн хуçисем(кăшт итлеме пăрахсан счетсене-хăйĕнне,олигархсенне-ареслеççĕ те пĕтрĕ пурнăç,укçасăр вĕсем бомж).Вăл хăй тĕллĕн(Обама пекех)реально ним те тăвимаç!Суфлерсем мĕн калаççĕ çавна "озвучивать" тăвать!