Владимир Як., мĕн калаçатăр унпа, тÿрех паллă вĕт ку Павел С. еплерех "тип" пулни. Блорумри ытти темăсенчи унăн "çăпата йĕррисене" курсан та чалт! сисĕнет çакă...
Пур кунта, хăйсен куçĕнчи пĕренене курмасăр ют çын куçĕнчи çÿппе шыраса çÿрекенсем...
Павел С. // 4186.57.13612014-02-07 10:22<<Agabasar, эсĕ ху лапотник.Эпĕ интеллигенции.>>
"Интеллигенци" хоспочын, эп сире мана пĕрреллĕ хисеппе ("эсĕ" тесе) чĕнме ирĕк паман. Кунта эп пĕрре каланăччĕ: Интеллигенцие урăхла СИККЕЛЕКЕНСКИ тени те пулнă. Тупăннă "интеллигент"!
Маслован урăх ĕçĕсене кунта курма пулмĕ-ши? Маларах калаçуна хутшăнаканнисем тĕрĕс калаççĕ пулĕ - тен? Пĕр ÿкерчĕкпех çынна çапса аркатасмарччĕ. Тен урăх енлĕ сăнарсем те пур ÿнерçĕн.
Володя // 2832.60.4322
2014-02-09 15:41<<Маслован урăх ĕçĕсене кунта курма пулмĕ-ши?>>
Кунта репродукцисене çеç курма пулать. Курасах тесен ахăртнех выставкăсене, вернисажсене, музейсене каймалла пуль. Е ÿнерçĕн мастерскойне кĕрсе тухмалла (хуçи ирĕк парсан).