Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 -6.7 °C
Только делая прыжок в неизведанное, мы ощущаем свою свободу. (Т.Уайлдер)
 

Ad

Владимир: Европӑран вӗренмелли пайтах ха пирӗн.

Владимир19.02.2014 14:0216172 views

Халӗ кашни ял ачи зоопарк мӗнне пит лайӑх пӗлет: тӗнчери мӗнпур чӗрчунпа таҫта ҫити каймасӑрах юнашар хуларах курса килленме пулать.Анчах та кунта эпӗ сире зоопарксем кӑна мар, этемпаркӗсем те тӗнчере пайтах пулни пирки каласа парасшӑн. Суймастӑп, юлашки этемпаркӗ европӑри Брюссель хулинче 1958-мӗш ҫулта "Экспо-58" ятлӑ куравӑшра пулнӑ. Этемсене тискер чӗрчун евӗр тимӗр картара 1936-37-мӗш ҫулсем ҫити таранах Базел тата Турин ятлӑ Европа хулисенче куракана укҫалла курма сӗннӗ. Ку тимӗр картасенче негрсем, индеецсем, эскимоссем тата пигмейсем пулнӑ имӗш. Европеецсем ку этемпаркӗсене талккишӗпех пуҫтарӑннӑ тет, 1929-34мӗш ҫулсенче ҫеҫ кризиса пула куракансен йышӗ чакнӑ пулать. Укҫасӑр кӗртмен ҫав. Чи малтан негрсене 16-мӗш ӗмӗрте аристократсем туянма пуҫланӑ,ҫемьисенче курса йӑпанма, 18- мешӗнчех вара вӗсене Раҫҫее те илсе ҫитернӗ иккен. Петӗр патшан Арапне астӑватӑр пулӗ ха? Анчах та Петӗр патшан арапӗ аристократсен шутне кӗрсе А.С.Пушкин маҫакӗш пулма пултарнӑ! Ку япала вырӑссене япӑхах палӑртмасть, паллах, анчах та пулнӑ-пулнах. Ҫав 18-мӗш ӗмӗртех чи пирвайхи зоопарксем те уҫӑлма тытӑннӑ.Шеремет ӑсчахсем ниепле те упӑтене негртан уйӑрма килӗшмен. ХХ-мӗш ӗмӗре кӗрекен Германи канцлерӗ О.Бисмарк та ҫак этемпарка ятарласа негра пырса курнӑ: упӑтех тесе килӗшнӗ! 1902-мӗш ҫулта Лондон хулинчи зоопарка негрсене сӑнама 800 пин ҫын хутшӑннӑ тет. Шеремет негӑрӗсем ку тыткӑнлӑхра нумаях пурнайман, Европа сиввисене хӑнӑхман - 1912-мӗш ҫулта 27-шӗ вилнӗ. New York Times хаҫат 1904-мӗш ҫулхи кӗркунне картара ларакан упӑтепе негр пирки ҫапла хуравланӑ: иккӗшӗте пӗр ҫӳллӗш, иккӗшӗте пӳрне кӑтартснах ҫӑвар карса шӑл йӗреҫҫӗ. Ак сана,тусам, Европа!

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
[Comments (53)]

Comments:

Agabazar // 2370.54.3620
2014.02.19 23:01
Agabazar
Кунашкал япаласем пирки çăлкуçсене палăртаймастăр пулсан, эп çыравăрсене хуратма ыйтатăп.

Ырă халăха хыптарса ан ларăр, тархасшăн.

Чăн малтанах ку тĕлĕшпе паянхи Раççее тата паянхи Европăна çавранса пăхма ссĕнетĕп.
Владимир // 2450.34.9702
2014.02.20 08:29
Мĕн, Акапасар, килĕшмест-им? Чунтан-вартан юратнă Европă çинчен çапла çырма юрамасть-им? Е, апла çырма воспитани, е воспитательсем хушмасть -им? Е, çÿлте çырни суя, мĕншĕн тесен апла пулма пултараймасть?
Agabazar // 5315.7.2056
2014.02.20 10:10
Agabazar
Начар япала Африкăра та начар.
Анчах эп ун пирки ыйтмастăп вĕт.
Ну кун пек япаласене эп те курнă совет тапхăрĕнчи киношкасенче. Анчах ăслă кĕнекесенче нихçан та вуласа курман.

Pages: 1, 2, 3, 4, 5, [6]

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters