Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 -6.7 °C
Знание - это препятствие на пути неизвестности.(С. Паронен)
 

Ad

Agabazar: Ермей Рожанский

Agabazar14.09.2014 23:5215979 views

ЕРМЕЙ РОЖАНСКИЙ

сонет

 

...Ун чух Раҫҫей Империйӗ ҫӗн "ҫимӗҫ"

Сӗнет чӑвашсене пӗрре вӑйпа,

Тепре илӗртӳпе: пулайӗ, имӗш,

Тӗне кӗрсессӗн пурлӑх пӗр купа!

 

Лару-тӑру хаяр пулсан та тивӗҫ

Ӗҫне тумашкӑн чи таса чунпа...

Ермей Рожанский, ак сана шӑпа

Сӗнет яваплӑ, йывӑр, хӑшкӑлти ӗҫ.

 

Тӑнлантаравҫӑ пулнине кура

Чиркӳсенче янрать сан лӑпкӑ сасӑ,

Ҫапах та урӑххи те пур пуҫра:

 

Тахҫан лӳппер ӗне хыпса ҫӑтсассӑн

Ҫухалнӑ кӗнеке тупӑнтӑр-и? —

Шурри ҫине шав акӑнтӑр хури!

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
[Comments (22)]

Comments:

Agabazar // 1091.52.3057
2014.09.29 20:19
Agabazar
Ермей Рожанский — чăвашла тухнă чи малтанхи кĕнекене хатĕрленĕ çын. Çав кĕнеке, "Кюске катехизис" ятлăскер, 1800-мĕш çулта Санкт-Петербург хулинче пичетленсе тухнă.

Ман шутпа, вăл япалана ним тăхтамасăр тепĕр хут репринт меслечĕпе пичетлесе кăлармалла!!!!!

Репринт меслечĕпе тени çакна пĕлтерет: хăй вăхăтĕнче мĕнле евĕрлĕхсемпе тухнă — çавăн пек. Çырулăх уйрăмлăхĕсене сыхласа хăварса!

Эпир, айвансем, пире чăвашла кĕнекене Иван Яккăлччă "парнеленĕ" тесе шутлатпăр...
Agabazar // 1127.59.3267
2014.10.09 00:25
Agabazar

Ермей Рожанский — чăваш çырулăхĕн аслашшĕсенчен пĕри

Владимир // 2931.37.5928
2014.10.11 22:18
Эпир, айвансем, пире чăвашла кĕнекене Иван Яккăлччă "парнеленĕ" тесе шутлатпăр...Agabazar // 1091.52.3057
Эсир мĕнлине пĕлетпĕр, эпир вара, Иван Яковлевич Яковлев, вырăс çинни, пире чăвашсене вулама тата çирма вĕрентнине пĕлетпĕр. Азбука (Букварь) вăл кĕнеке мар, унăн пĕрремĕш ĕçĕ - вулама сас паллисем тăрăх вĕрентесси. Чăваш халăхне И.Я. Яковлев çак АЗБУКĂна парнелине элир лайăх пĕлетпĕр.
Agabazar // 2881.86.7039
2014.10.12 07:16
Agabazar
Иван Яккăлччă вырăс çынни мар, америк çынни пулнă вăл... :-)
Agabazar // 2881.86.7039
2014.10.12 07:16
Agabazar
Иван Яккăлччă вырăс çынни мар, нимĕç çынни пулнă вăл... :-)
Agabazar // 2881.86.7039
2014.10.12 07:16
Agabazar
Иван Яккăлччă вырăс çынни мар, эскимос çынни пулнă вăл... :-)
Agabazar // 2881.86.7039
2014.10.12 07:56
Agabazar
Ермей Рожанский хăйĕн улăпла ĕçĕсене тунă вăхăтсенче Яккăлччăсен шăрши те пулман.
Владимир // 3048.82.9533
2014.10.12 13:48
Чăвашлăхшăн çираканĕ, сăмахлаканĕ нумай пулнă, тавлашмастăп. Анчах та Иван Яковлев кăна çине тăрса чăваша Алфавит йĕркелесе вулама тата çирма вĕрентнĕ. Хăй тĕллĕн уçнă чăваш шкулĕнче. Иван Яковлев çине тăнипе кăна пирĕн халăхăн чăваш чилхипе чăваш чĕлхине вĕрентекенсем, чăвашла çиракансем кунран кун йышланаççĕ.
Agabazar // 3987.1.3184
2014.10.12 17:00
Agabazar

XXI ĕмĕрте алфавит пуррипе "мухтанса" ларма намăс!

Неважно // 2899.33.4380
2014.10.12 20:30
http://www.archives21.ru/home/991/pics/news/Resize of 2353_(ОЦ-455).JPG - арăмĕ майРА(ШКА) (майраслу) пулма пултарать,

кунта кашни кун Agabazar кăна çырма пултарать

Pages: 1, [2], 3

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters