Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +0.3 °C
Музыка не может мыслить, но она может воплощать мысль.(P. Вагнер)
 

Ad

Agabazar: Иван Юркин

Agabazar05.10.2014 21:1010128 views

ИВАН ЮРКИН

сонет

 

Ӑна Юман Йӳркки Иванӗ тет.

Анчах апла теме сӑлтав ҫукрах-тӑр.

Йӗри-тавра суя хыпар ан сартӑр

Шупашкарти яваплӑхсӑр "эстет".

 

Хуҫа пулмашкӑн тивӗҫ харпӑр автор

Хӑй ячӗпе хӑех: суйлать — "тӗртет",

Ҫапла вара культурӑна кӗртет.

Ку тӗлӗшпе тупаймӑн урӑх "фактор".

 

Ҫыравҫӑ Юркина халалласа

Хитре сонет ҫырасшӑнччӗ —пулмарӗ...

Уни-кунилӗх илчӗ тӑлласа.

 

Ытти валли ак вырӑн та юлмарӗ.

Апла пулин те тепӗр яхӑнта

Тӗллевӗм пурнӑҫланӗ, тупата!

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
[Comments (14)]

Comments:

Неважно // 1872.81.0085
2014.10.11 00:23
Agabazar, акă https://www.dropbox.com/s/8v7dfetfq0w44fd/kbdcv.zip?dl=0 - 32 битлă ӳ-пе раскладкă, 64 битлине хатĕрлеме Windows Home Basic усă курап, вăл 64 битлă пулмасть)
Agabazar // 6746.4.3581
2014.10.25 05:28
Agabazar
Раççейри чи пысăк националист—Путин. Хăй (Путин) çапла каларĕ. http://www.novayagazeta.ru/news/1688632.html
Migulaj // 3567.81.9202
2014.10.25 10:42
Вара пурте улшăнать çке. Ĕлĕк вăл сортирта çапса пăрахаканĕччĕ. Халĕ - Вырăс Енĕн националисчĕ.
Agabazar // 3490.39.6434
2014.11.04 13:54
Agabazar
Ĕнтĕ "националист" сăмахăн "мыскари" вĕçленчĕ теме пулать.
В.В.Путин хăйне чи пысăк националист тенĕ хыççăн.
Ĕнтĕ малашне çынсем çумне кунашкал кĕлеме çапма май пулмĕ.
Мĕншĕн тесен национализмпа кĕрешни Путинпа кĕрешни пекех пулĕ.
Пире национализм кирлĕ мар теекен те çавнашкалах курăнĕ. Национализм кирлĕ мар-тăк, Путин та кирлĕ мар пек пулса тухĕ.

Хайхи-майхи Иван Юркина та никам та "националист" тесе айăплама пултараймасть.
Неважно // 1149.91.6046
2014.11.11 00:08
Неважно
https://www.dropbox.com/s/31qbynn7rdjflzx/kbdcv64.zip?dl=0 - 64 битлă раскладкă, ĕçлеть-и пĕлместĕп
Якур // 3230.14.8914
2014.11.11 07:57
Невашнă текен йĕкĕт пит маттур иккен. Çавăнпа тачă çыхăнса ĕç тумалла мар-и Акапасар хăта?
Атила // 3913.58.4645
2014.11.11 10:27
Хусанкай та националист мар,Тымарлан та,Туркай та!
Agabazar // 4282.80.0619
2014.11.12 20:05
Agabazar
Тĕрĕс, Раççĕйре пĕртен-пĕр националист. Вăлах— чи пысăкки. Кам иккенне пĕлетĕр.
Migulaj // 3567.81.9202
2014.11.12 21:26
Пĕрремĕш хут кунта Акапасар коммунистпа килĕшетĕп. Вырăс Енĕн националисмчĕ вăл Кремльри сортирта çапса вĕлерекен В.Пукин.
Migulaj // 3567.81.9202
2014.11.12 21:28
Йăнăш тунă: националисмчĕ вырăнне националисчĕ тесе вуламалла.

Pages: [1], 2

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters