Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 -0.7 °C
Кто не знает, куда идет, может сильно удивиться, попав не туда.(Марк Твен)
 

Ad

Agabazar: Михаил Фёдоров

Agabazar13.10.2014 18:249452 views

МИХАИЛ ФЁДОРОВ

сонет

 

Шӗнерпуҫ. Самарти семинари.

Хусанта та вӗреннӗ иккен.

Сӑвӑҫ ҫырнӑ поэмӑн тымарӗ

Ҫавсенче аталаннӑ-тӑр, тен.

 

Ӗнтӗ мӗскӗн Хӗветӗр сӑнарӗ,

Кириле те Энтрисемпелен,

Ассенче пурӑнать халиччен.

Вӗсене чӑваш халӗх манмарӗ.

 

Тӗлӗнтермӗш хайлав "Арҫури"—

Хурапха Михалин тӗп еткерӗ.

Чӑн та, йышсӑр унпа пӗр ретри.

 

Кам кӑна-ши ӑна тимлемерӗ!

Малашне те, ҫулсем иртнӗҫем,

Килӗҫ пулӑхлӑ ҫӗн сисӗмсем.

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
[Comments (19)]

Comments:

Agabazar // 1883.21.1712
2014.10.22 10:00
Agabazar
"Арçури" поэма. http://chuvash.org/lib/haylav/84.html
Agabazar // 6746.4.3581
2014.10.25 05:53
Agabazar
Тетелте "Арçури" поэмăн вырăсла куçарăвĕ те пур. Куçаруçи Анатолий Смолин. http://gov.cap.ru/hierarhy_cap.asp?page=./86/157/5355/5356
Неважно // 8867.4.6232
2014.10.25 06:36
Неважно
Может: поэмăн - поэмин, куçарăвĕ - куçарни, куçаруçи - куçараканни?
Agabazar // 1844.57.2196
2014.11.03 08:03
Agabazar
Ытла та "ăслă çын" пулас çак Неважно. Пире, айвансене, унашкаллисемпе сăмахлама кансĕртерех çав. :-)
Те кулмалла кунта, те йĕмелле...
якур // 2246.6.7069
2014.11.03 14:07
Тен, тĕрĕс те çырать çак Невашнă хăта. Ку ыйтăва парламент çеç татса пама пултарать.
Неважно // 5165.9.8234
2014.11.03 14:37
Неважно
The comment was deleted.: астумасăр
Agabazar // 9286.5.4094
2014.11.03 16:28
Agabazar
Якурăн нушнике каймалла-и, каймалла мар-и — çак ыйтăва та Парламент татса памалла пулинех...

Нушникри унитаз патне çитсен йĕмме антармалла-и, антармалла мар-и? Ахăртнех ку ыйтăва та Парламентăн татса памалла пуль.
Migulaj // 3567.81.9202
2014.11.03 16:47
Чăваш республикинче "Парламент" текенни çуккă пулĕ, мĕншĕн тесен Акапасар каланă тарăх чăваш чĕлхипе çырнă Чăваш республикин Конституцийĕн юридикци вăйĕ çук имĕш. Ют чĕлхепе çырнă Чăваш республикин Конституцийĕн çеç юридикци вăйĕ пур имĕш.
Неважно // 5165.9.8234
2014.11.03 16:50
Неважно
йĕмелле - в штаны
плакать - йĕрмелле

Pages: 1, [2]

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters