Хăй кун пирки мĕн шухăшлать-ши Укаслу тете? Ку ыйту хăйĕнпе анчах татаса памаллискер(тата ,паллах, "Ед.Раççей" парти аллинче унăн шăпи)!
Якур // 2475.76.5500
2014.12.01 21:14
Чăваш Элтеперĕ вырăнĕнче пур чăваша, çак территоринче пурнакан пур халăха пĕтĕçтерме(пĕтĕленме мар) пултаракан ЭТЕМ кирлĕ. Тавай çавна шыраса пăхар. Шырас текен кăмăл пулмасан пĕтрĕмĕр вара-кайрăмăр на задворки истории. Эп астăватăп хальхи Эльтепере суйласан та форумра хăлаçланакан хăш-пĕр хастарсем:" Пултаримасан та хамăр пек чăваш"-тетчĕç. Вара 4 Çул çурă иртсе кайрĕ. "Что в сухом остатке?"-теççĕ вырăссем.
Паллах, çĕнĕ çын кирлĕ. Игнатьева лартсанах халăх ыррине кĕтрĕ, унăн малтанхи утăмĕсене ырларĕ. «Ак тинех чăваш халăхĕшĕн тăрăшаканни ларчĕ» — текелерĕç. Шанчĕç ăна. Анчах Михаил Игнатьев хăраса ӳкрĕ çав чăваш халăхĕшĕн ĕçлеме, «националистсен» ретне лекесрен пушшех та хавшак политика тума пуçларĕ. Шаннă кайăк йăвара пулмарĕ, — теççĕ-и-ха ун пек чухне? Çĕнни малашне те чăваш халăхĕн проблемисене курмăш пулсан — ним ыррине те кĕтме май çук.
Атилла // 3913.58.4645
2014.12.02 11:57
Угаслов ,паллах,питĕ маттур.Команди унăн камсенчен тăрать-ши?.Каллех çав Миша Краснов пеккисем мар-ши?.Хусанкай,Туркай,Станьял,Цыпленков тата ытти чăн патриотсем пурте конгресра ун тавра пулсан, аптамасть.
Командăра Çамрăк,Çĕнĕлле,Креативлă ĕçлеме пултаракан вĕреннĕ-практиксем кирлĕ.Вĕсен пулмалла сывă Патриотизм, идеологилле,идейăллă "патриотизм" мар,а именнă <приземленнăй> патриотизм(патриот тот,кто грезит о благополучии той местности,где проживает и делает максимум возможного для процветания этой местности и ее жителей,чтоб эта Земля стала привлекательней и комфортней для проживания,творчества и деятельности,чем всякие "швейцарии").
Укаслăвпа Икнатьтьăв пĕр-пĕринпе калаçса татăлĕç-ха, Кремль кам çине тĕллесе кăтартĕ-çав ребус?Кремльти чиновниксене пирĕн тăрăхра лăпкăлăх çеç ытларах кирлĕ.Аталанать е кая юлса пырать регион-ку вĕсемшĕн иккĕмĕш ыйту.