Туркай хăйĕн шалти туррисене шанать,ĕненеть пулсан-вĕсем пулăшĕç ăна сăваплă та пархатарлă ĕçре.Ăнăçу пулчĕ пулсан сăмсине ан каçăрттăр çеç.Хăмпă пек ан пушантăр çеç.
Микуш // 2804.17.0472
2014.12.20 12:27
Тимĕр, ача ан пул-ха. Тургай санăн туррусенчен лĕх-лĕх кулса Варнава аллине çуллать халь))) Курасчĕ сан çак сценăна Хыпара митрополит килсен, йăванса тÿнсе кайăн. Хыпара Тĕне йышăнтарчĕç вăйпах)))
Турăпа çыхăннă сăмахсене кăштах шухăшласа çырма сĕнетĕп. Тен шăпах Турă пире пулăшса пырать?Ирсерен радиопа та ятарлă передача параççĕ Турă çинчен, хам ытлашши пурне те ĕненсех каймасан та хирĕçле сăмах калама хăратăп.(Эпир атеизм саманинче çитĕннĕ, пире тĕне те кĕртмен атте-анне, ватлăхра кĕме тиврĕ)
Варфоломей Патриархпа хăçан кăмăл пур çавăн чухне тĕл пулаймастăн. Малтанах калаçса татăлса черет йышăнма тивет.
Якур // 2596.35.8819
2014.12.21 14:57
Акапасар хăта каллех Варфоломейпа пăтранать. Калаçу кунта Варнавăпа Туркай çинчен пырать пек.
Атила // 3913.58.4645
2014.12.22 10:23
Вячеславовна, питĕ тĕрĕс.Аслă Киремет веçех курса тăрать.Ирсерен радиопа памасăрах паллă:çĕршер çул вăл пирĕн несĕлсене упраса тата пулăшса тăнă.Епир хамăр турăсене манма шутламан хăть атеизмра,хăть ытти саманара.