Мӗн тӑвӑн, пропоганда тапхӑрӗн япӑх енӗ ҫапла палӑрать те. Унашкал вӑхӑтра тӗрӗссине калама питӗ йывӑр (каласа пӑх-ха — тӳрех кутран тапма пултараҫҫӗ).
Ку мана Кукӑле (Google) «хӗсме пултаракан» ҫӗнӗ шыравҫӑ пирки хыпар пӗлтернипе пӗр килет пек. Унта та Кукӑльти ҫынсем ҫырнӑ, вӑл хӑвачӗпе Кукӑльтен ирттерет тесе рекламӑрарӗҫ. Анчах пӗрремӗш куннех ӗҫлейми пулса ларчӗ те хальхи вӑхӑтра ҫав «революциллӗ» проект пирки никам та астумасть. Хупнӑ та пуль ӑна...
Армутипе ҫыхӑннӑ хыпарсем те ман шутпа ҫав танка ытла вӑйлӑ рекламӑланипе ҫыхӑннӑ.
Ман шутпа, Раççей тĕнчене хăратас (террор) ĕçпе кăна явăçни - питĕ пăсăк япала - Иранпа, Çурçĕр Корей пек. Ыр хыпар тухми пулчĕ Вырăс Енрен. Тата Турцци те çав йăлана явăçма пуçларĕ - диктаторсен шухăшлавĕ пĕр пек.