Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
+3.6 °C
Конечно, обдумывай "что", но еще больше обдумывай "как"!(И. Гете)

Ad

Аçтахар Плотников: А. Смолин ҫуралнӑ кунӗнче

Аçтахар Плотников02.04.2007 15:1217008 views
Ӗнер А. Смолин ҫуралнӑ кунне лекрӗм. Алина чӗннипе ӗнтӗ.
Хӑй А. Смоллинта килӗшрӗ, мероприяти те килӗшрӗ (уйрӑмах урам тӑрӑх юрласа утни).
Питӗ килӗшрӗ:
* чӑваш чӗлхи янрарӗ.
* А. Смолин питӗ чаплӑ хӑйӗн сӑввисене вулать!
* питӗ илемлӗ юрларӗҫ те ташларӗҫ.

Вӑхӑт ҫуккине пула мероприятирен маларах кайрӑм, анчах та хам ӗҫсене туса пӗтерсе таврӑннӑ хушӑра каллех вӗсемпе тӗл пултӑм та, Алина мана каллех пӗрле илсе кайрӗ. Вара килӗнче каллех темиҫе ӳкерчӗк ӳкертӗм. Вӑхӑт ҫуккине пула унта ытла тытӑнса тӑмарӑм, килелле кайрӑм.
Мӑшӑрӗ, Людмила Смолина та, питӗ лайӑх!

Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
[Comments (42)]

Comments:

Васса // 3761.46.6737
2014.04.09 09:25
Тăван чĕлхе умĕнче пурин те пĕр пек яваплăх пулмалла....
С.Павлов // 4186.57.1361
2014.04.10 09:53
Мĕн тĕлĕнмелли пур?! Влаç тавра явкаланакан поэтсен шăпи нумай чухне çапла пулнă.
Атнер // 3913.58.4645
2014.04.10 14:45
Акапасар,чăвашлăх пирки калаçма юратаканăн чи малтан килте йĕрке туса кăтартмалли куçкĕретех.Кун пирки Тимĕрпе никам та тупăшмĕ.Генерала ма каçармалла мар вара,е космонавта,е Иван Яковлева.?
bor1959 // 1039.8.4424
2014.04.10 16:34
Çын пурнăçран уйрăлса кайнă,шел пулин те. Вара нумай калаçас килмест.Çавăнпа та Акасапар ку темăпа нумай ан калаç-ха,тархасшăн. Хам та влаç патĕнче явкаланакан "интеллигенцие" шансах каймастăп-ха.
Agabazar // 3040.95.7658
2014.04.10 19:44
Agabazar
Атнер:"Генерала ма каçармалла мар вара,е космонавта,е Иван Яковлева.?"

Кунта "каçармалла" е "каçармалла мар" тени, тĕрессипе каласан, çав тери лÿпперрĕн илтĕнет. Йĕркллĕ пуплев унашкал пулма пултараймасть.
Agabazar // 3040.95.7658
2014.04.10 19:49
Agabazar
С.Павлов // 4186.57.1361
2014-04-10 09:53<<Мĕн тĕлĕнмелли пур?! Влаç тавра явкаланакан поэтсен шăпи нумай чухне çапла пулнă.>>

Хăвăр кам тавра явкаланатăр тата? Марсиансем тавра-и? Е тăпсакайĕнче пурăнатăр-и унтан пĕр самант та тухмасăр?
Agabazar // 3040.95.7658
2014.04.10 19:51
Agabazar
Анатолий Смолин хăйĕн юлашки çулĕсенче влаç тавра явăнса пурăнман çав. Пачах урăхла!
Тимӗр // 4916-2612
2014.04.10 20:43
Акапасар пĕрмай провокаци тăвать ку сайтра.Админ,курмастăн-им?.Смолин питĕ талантлă поэт пулнине никам та хирĕçлемĕ.Вăл таçта та ĕçленĕ.Тем те курнă,тем те кăтартнă.Анчах уйрăлса кайнă çын çинчен е лайăххине кăна калаççĕ,е нимте.Поэт вăл поэт.Давай хупăпăр ку темăна.
Agabazar // 1733.70.3024
2014.04.11 13:29
Agabazar
Йăнашатăр, тимер! Смолин çинчен начар калаçаканни чăннипе ак çак çын:<< С.Павлов // 4186.57.1361
2014-04-10 09:53 Мĕн тĕлĕнмелли пур?! Влаç тавра явкаланакан поэтсен шăпи нумай чухне çапла пулнă.>> Темăна хупма пулать, анчах Анатолий Смолина хупаймастăр!
Атнер // 3913.58.4645
2014.04.11 15:57
Акапасар.Смолин çветуй мар.Йăнăшсем те тунă пуль.Такăнни те.Уйрăмах президент пулăшаканĕ пулнă чухне.Çавăнпа,тен вырăнлах мар кунта сÿтсе явни халăх поэтне.

Pages: 1, [2], 3, 4, 5

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.

Supported HTML Tags:

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters