Хисеплĕ Аçтахар Плотников. Кунта кĕнĕренпе чылай пулмасть. Йăнăшсем пирки: мĕнле майпа правписани майлаштарса пулать чăвашла çырнă чухне? Яланах мар, ман тесе çырнă сăмахсенче, йăнăш тухать. Чĕререн тавтапуç сире çакă сайтшăн, хамăрăн тăван чĕлхепе çырмашкăн май пуррипе.
Акапасар, енчен те статьяра çивĕч ыйту çĕкленет, унта ÿкерчĕк кирлех те мар чылай хушăра. Акă Ельцинăн мăнучки пирĕн халăх ĕнси çинче пуйса : Эсĕ-пуш вырăн! тесе кăшкăрать. Çавнашкалсене те сăнÿкерчĕк вырнаçтарса тата та паллăрах тумалла-и? Вĕсем вара çавна кăна кĕтеççĕ.Вĕсен пĕтĕм пурлăхне туртса илмелле, пирĕн вара Ельцин-центр алкоголика сăвапласа, тĕнче кулли. Мĕскер пултаратпăр, хамăртан тĕнчене култарма, ют халăхсем антăхса кайса кулаççĕ
Акапасар, сирĕн йышшисем çинче йышланаççĕ те Ельцинăн юлашки евĕррисем. Ахаль çынсемпе кĕрмешсе, мĕскершĕн-ха вĕсем çине тимлĕх уйăрмастăн? Е вăй-хал сахал-ши е тата мĕнле-тĕр тупăш кĕрет? Кемерово пушарĕ пĕтĕмпе Ельцин влаçĕнчен пырать. Манăн Турра шĕкĕр кĕрешмелли мăнуксем çук. Тата калаçу ман çинчен пымасть, манăн никам та влаçра ларакан та çук, пулмасть те, патша пулăттăм - умкай çук, кнеç пулаятăп - тĕллев çук, Де Герсо эпĕ. Çакă çителĕклĕ?
Тата мĕншĕн-ха вăл алкоголикăн арăмĕ паянхи кунччен патшалăх шучĕпе пурăнать? Ку вара Акапасара пĕртте тарăхтармасть, ăна Аскольд Де Герсо кăмăлсăрлантарать.
Енчен те йĕри-таврари пурнăçа умкайласа ямастпăр, кама кирлĕ вăл чĕлхе ыйтăвĕ? Енчен те пурăнма укçа-тенкĕ çитмесен кам-тăр кăсăкланас пур-и çакă ыйтусемпе? Пушăлла çаптарни... Пирвай пурнăçа йĕркелес пулать, унтан ыйтти ыйтăва. Енчен те пĕри нимĕн тумасăр мильюнĕпе шалу илет, тепĕрин çăкăр валли çитмест, вăл мĕн çинчен шутлать: чĕлхе пирки е çăкăр пирки?
Юлашки комментарие май уйăхĕнче çырнăчччĕ, урăх никам та çыракан пулмарĕ. Апла-тăк Чăваш Енре пурнăç ытлă-çитлĕ, укçа-тенкĕ çитет. Рехетлĕ пурнăç çитнĕ. Коммунизм. Тата çавăн çумне чăвашсем чăвашла калаçма пикенсенччĕ...