Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +14.3 °C
Слепое обожание делает мужчину идиотом.(Р. Хайнлайн)
 

Ad

Аçтахар Плотников: Чӑваш халӑх сайчӗн малашлӑхӗ пирки: ҫу уйӑхӗ…

Аçтахар Плотников06.05.2022 12:141514 views

«Чӑваш халӑх сайчӗн» малашлӑхӗ пирки малалла пӗлтеретпӗр. Пуш уйӑхӗ йывӑр пулчӗ тенӗччӗ те, ака уйӑхӗнче лару-тӑру тата та йывӑрланчӗ. Тӗплӗрех аяларах ҫырса кӑтартатӑп.

Пӗрремӗшӗ. Эсир пулӑшни сая кайман. Мӗн куҫарса пани йӑлт ӗҫ валли кайрӗ. Акӑ нумай пулмасть кӑна, ҫу уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, 1971 ҫулта тухнӑ И.А. Андреевпа Н.П. Петров редакциленӗ Вырӑсла-чӑвашла словарьне туллин кӗртсе пӗтертӗмӗр. Пурӗ 41 479 статья (сӑмах) пулчӗ. Халӗ ҫак сӑмахсарпа пурте туллин усӑ курма пултараҫҫӗ. Ку пӗтӗмпех йӑлт эсир пулӑшнӑ укҫа-тенкӗпе пулчӗ. Унсӑр пуҫне 5 томпа тухнӑ Александр Грин хайлавӗсен пуххин 3-мӗш томне юсаса пӗтертӗмӗр, 4-мӗш томпа ӗҫлеме пуҫларӑмӑр.

Иккӗмӗшӗ. Иртнӗ уйӑхра пурӗ 3100 тенкӗ пухӑнчӗ. Малтанхи уйӑхрипе шутласан пӗтӗмӗшле 45 800 тенкӗ пулать. 15 200 пуш уйӑхӗнче тӑкакларӑмӑр, 15 100 — ака уйӑхӗнче (10 000 словаре юсанӑшӑн, 5 100 — Александр Гринӑн 3-мӗш томӗшӗн). Тата 5 000 словарьшӗн тӳлеме выртать [куҫаракансем пуррине кура пурӗ 20 пин тӳлеме йышӑнтӑм] (шел те, паспорт улӑштарнине пула СБП урлӑ куҫараймастӑп; ҫак кунсенче банка кайса паспорт даннӑйӗсене ҫӗнетмелле). Ҫапла май 30 300 тенкӗ тӑкакланӑ, тепӗр 5 000 ҫывӑх вӑхӑтра тӑкаклӑпӑр.

Виҫҫӗмӗшӗ. Малалла ҫак ӗҫсене тума палӑртатпӑр: Александр Гринӑн 4-мӗшпе 5-мӗш томӗсене вӗҫлеме; Николай Максимовӑн «Тапӑ» романне юсаса корпуса кӗртме; Николай Ашмарин хатӗрленӗ «Чӑваш сӑмахӗсен кӗнекин» 3-мӗш томне кӗртме. Аха, чӑн та ҫапла, «Электронлӑ сӑмахсарта» «Чӑваш сӑмахӗсен кӗнеки» вырнаҫнӑ пулин те унта 3-мӗш том халӗ те ҫук. Сӑлтавӗ вара 3-мӗш томӑн малти пайне пӗри (камне каламӑпӑр) халӗ те юсаса паманнинче. Вӗҫне (1/3 пайӗ) тепӗр ҫын юсаса парса, малти ҫукран халь те кӗртеймен ӑна. Ку ӗҫе ҫавах вӗҫлес тетпӗр.

Тӑваттӑмӑшӗ. Вӑхӑт иртнӗҫемӗн лару-тӑру йӗркеленсе пырӗ тесе шутланӑччӗ те анчах ҫакна кӗтни кӑлӑхах пулас. Пуш уйӑхӗ йывӑрланчӗ пулсан, ака уйӑхӗнчи лару-тӑру тата та кӑткӑсланчӗ. Ҫавна май ҫу уйӑхӗнче ҫӑмӑлланасса кӗтме май ҫук, вӑл пачах та чи йывӑр уйӑх пулма пултарӗ. Ака уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче хостингшӑн тӳрех 6 уйӑхлӑх тӳлеме тивнӗрен иртнӗ уйӑхра ман хамӑн малтан пухӑннӑ укҫаран та тӑкакланма тиврӗ. Лавккари хаксем чӑн та ҫӗпре пек хӑпарса кайнӑ (ӗнер кофе туяннӑ май унӑн хакӗ мана тӗлӗнтерсех пӑрахрӗ!), тупӑшӗ вара ман самай чакнӑ. Апла пулин те, ҫавах чӑвашлӑхшӑн, чӑваш халӑхӗшӗн ӗҫлеме пӑрахмалла мар, май ҫитнӗ таран (унччен пухӑннӑ укҫана тӑкаклама тивет пулсан та) ӗҫлемеллех.

Лару-тӑру йӗркеленменнине пула ку хутӗнче те укҫа куҫармалли мелсене кӑтартатӑп. Кӑмӑл пур пулсан — куҫарма пултаратӑр. Эсир мӗн куҫарни йӑлтах ӗҫ валли кайӗ (мӗнпе ӗҫленине ҫӳлерех кӑтартрӑм ӗнтӗ).

Укҫа куҫармалли майсем:

Сбербанк: 4276 7500 2767 1261;

Альфа-банк: 4790 8723 2696 4291;

СБП урлӑ куҫарас текенсем валли: +7(905)027-61-37 (тӗп редактор телефонӗ);

Qiwi: ASTAHAR никнейм;

Ю-мани: 4100 1106 9561 50.

 

Пурне те хисеп туса, «Чӑваш халӑх сайчӗн» тӗп редакторӗ Николай Плотников

 

Хушни

Яланхи пекех, куҫарса паракансем тупӑнчӗҫ пулсан, вӗсене кунта пӗлтеретпӗр:

  1. А.В.Б. — 3000 тенкӗ;
  2. С.Н.И. — 500 тенкӗ;
  3. В.Г.Л. — 500 тенкӗ;
  4. Б.Б.Ч. — 350 тенкӗ;
  5. В.Г.Т. — 1000 тенкӗ;
  6. П.В.Н. — 3000 тенкӗ;
  7. Николай С. — 1223 тенкӗ;
 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
Orphus

Banners

Counters

 
About us | Statistic
(c) 2005-2010 Chuvash.Org. Questions about the site: p-code.ru