Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 -8.7 °C
Легче простить врага, чем друга.(Ницше)
 

Ad

Аçтахар Плотников: Ытлашши укҫана ӑҫта хывма пулать?

Аçтахар Плотников16.09.2022 17:122227 views

Ку статьяна тахҫанах ҫырасшӑнччӗ, анчах тӗрлӗ сӑлтавсене пула паян тин лартӑм. Пӗрре ҫырма ларасшӑнччӗ — Украинӑри лару-тӑру кансӗрлерӗ... Сӑмахӗ инвестицисем пирки пырать те йывӑр лару-тӑрура ун пирки сӑмах пуҫарни вырӑнлах мар пек туйӑнчӗ.

Сӑмах «Поток» ятлӑ платформа пирки. Ку платформӑна хамӑн укҫана эп 2020 ҫулта хывма пуҫларӑм. Чи малтанах пӗчӗк укҫа хурнӑччӗ — 10 пин кӑна. Тӗрӗслесе пӑхмалла тенӗ пек. Каярах вара, платформа шанчӑклӑ пулнине курнӑ май, кунта ытларах хума тытӑнтӑм. Инвестициленӗ чухне мӗнпур укҫана пӗр вырӑна хывма сӗнмеҫҫӗ. Манӑн та ҫавнашкалах. Апла пулин те «Потокри» укҫа пысӑк пай йышӑнать. 1/3 пайран пысӑкрах. Ку — ӑна ытларах шаннипе ҫыхӑннӑ.

«Потокӑн» лайӑх енӗсем

«Поток» краудлендинг компанисен йышӗнче чи пысӑк пай йышӑнать. Мӗнпур пайран 40% ытла вӗсен. Мӗн-ха вӑл краудлендинг? Ку меслет пысӑках мар предприятисене (пӗчӗккисене тата вӑтаммисене) уйрӑм ҫынсен укҫине тивӗҫтерет. Чылай чухне вӗсемпе банксем ӗҫлесшӗн мар. Ҫакӑн сӑлтавӗ тупӑш пысӑках маррине пула-ши… Хӑшпӗр чухне тата укҫа питӗ хӑвӑрт кирлӗ пулса каять. Вӑт ҫавӑн чухне ӗнтӗ краудлендинг урлӑ укҫа тупма вӗсен май пур та.

Краудлендингпа ӗҫленӗ чухнехи чи лайӑх енӗ — хывнӑ укҫа эрнеренех каялла таврӑнма пуҫлани. Укҫа илнисем ҫичӗ кунтанах пӗчӗкшерӗн тавӑрма пуҫлаҫҫӗ (уйӑхсерен е 14 кунсерен тавӑракансем те пур — кӑна заемщик карточкинче курма пулать). Таврӑннӑ укҫана тӳрех теприсене пама пулать. Ҫапла май эсир хывнӑ 10 пинрен калӑпӑр 16% ҫеҫ мар, самай ытларах тупӑш илме май пур. Тӑрук укҫа кирлӗ пулчӗ-тӑк — сирӗн вӑл таврӑнасса ҫур ҫул кӗтмелле мар. Мана калӑпӑр, банк вклачӗсенче ҫак япала питӗ килӗшместчӗ. Ытлашши укҫана банкри вклада хывас килет, анчах ҫак утӑм тӑвасран «тен, мӗн те пулин туянма укҫа кирлӗ пулӗ?» текен ыйту чаратчӗ.

Унсӑр пуҫне «Поток» аталансах пырать. Инвестицилени тем тесен те теветкел япала. Шанчӑклӑ предприятисенчех тӑрук лару-тӑру йывӑрланать те вӗсем дефолта каяҫҫӗ. Калӑпӑр, «Юнизоо» текен лавккана темиҫе хут та укҫа хывсаччӗ, вӗсем йӗркеллех тавӑрса парсаччӗ. Иртнӗ уйӑхра вара вӗсемпе тем пулнӑ — дефолта тухрӗҫ. Шанчӑклӑ тесе пысӑк пай хурсаччӗ те… вӗсене пула иртнӗ уйӑхра ман тупӑш сахалланчӗ. Дефолтсем пирки мӗншӗн сӑмах пуҫартӑм-ха? Нумай пулмасть «Поток» автоинвестици валли «Без риска» текен стратеги хушрӗ. Унпа ӗҫлесен эсир яланах 16% тупӑш илсе тӑма пултаратӑр. Дефолта тухсан сире тавӑрса пама юлнӑ кивҫен суммӑна «Поток» туянӗ. Тепӗр май каласан заемсем дефолта тухни сире пӑшӑрхантарма пӑрахӗ. Ҫавах та займсене хӑвӑр суйласан тупӑш 16% ытларах тухать (виҫӗ уйӑхри ман виҫе 28,2% танлашать /«Юнизоо» ТМЯП дефолта тухрӗ пулин те/). Анчах ҫакӑн валли укҫа-тенкӗпе ӗҫлеме кӑшт та пулин пӗлӳ кирлӗ. Пӗлӳ ҫук пулсан «Без риска» стратегипе ӗҫлеме сӗнетӗп. 16% ман шутпа тем тесен те банкри вкладсенчен пысӑкрах. Унсӑр пуҫне, укҫа эрнеренех таврӑнма пуҫланине шута илсен, «Потока» укҫа хывни самай усӑллӑрах пулни курӑнать.

«Поток» аталанса пыни пирки каларӑм ӗнтӗ. Кашни уйӑхрах мӗн те пулин ҫӗнни кӗртеҫҫӗ. Сӑмахран, нумай пулмасть, эрнесерен мӗн чухлӗ тупӑш илме пултарассине кӑтартакан страница ӗҫлесе кайрӗ. Е, 2020 ҫулта займсен историйӗ ҫукччӗ. Кама шанма пулать е пулмасть — ҫакна пӗтӗмпех хӑвӑн ҫырса пымалаччӗ. Кӑҫал вара ӑна хушрӗҫ. Историне пӑхса эсир ҫак предприяти унччен мӗн чухлӗ займ илнине, вӑл ӑна мӗнле тавӑрса пынине пӗлме пултаратӑр. Ҫак информацие тӗпе хурса укҫана ҫав займа хывмалла-и е ҫуккине татса пама май пур.

«Поток»-ӑн чи лайӑх енӗ ман шутпа — займ тивӗҫтермелли предприятисене лайӑх суйлани. Займ илнӗ хыҫҫӑнах укҫана тавӑрман тӗслӗхсем те курӑнчӗҫ-ха ӗнтӗ (пӗр тӗслӗх пирки сӑмах пурччӗ, эп ӑна укҫа паман), анчах ытларах енӗпе тавӑраҫҫӗ. Украинӑри лару-тӑру йывӑрланнӑ хыҫҫӑн дефолтсем самай йышланӗҫ пуль тесеччӗ (ҫавӑншӑнах ӗнтӗ ҫак статьяна ҫырассине паянччен тӑсрӑм), ҫук — йыш ытлашши нумайланмарӗ. Апла-тӑк, чӑн та аван суйлаҫҫӗ. Пӗтӗмӗшле илсен, хӑйсем каланӑ тӑрӑх, займсен йышӗнчен 5% дефолта тухать (манӑн та ҫак хисеп ҫавнашкалтарах /кӑшт пӗчӗкрех — 677 тавӑрса панӑ, 33 дефолтра/). Чи малтанах мана пӗр кун ӗҫлекен фирмӑсене укҫа пама пултарни шиклентеретчӗ, анчах «Поток» лайӑх суйлать, унашкаллисене платформӑна ямасть.

«Поток»-ри хамӑн опыт пирки

Хамӑн опыт пирки ҫӳлерех кӑшт пӗлтертӗм ӗнтӗ, ҫавах та тӗплӗрех каласа парас тетӗп.

Ку статьяна ҫырнӑ вӑхӑтра эпӗ мӗнпурӗ 1084 займа укҫа хывнӑ. 677 тавӑрса панӑ, 33 дефолтра. Ыттисем, 374-шӗ, халь тавӑрса пыраканнисем.

Вӑхӑтра тавӑрса пыраканнисем пирки калаҫмӑпӑр пуль. Вӗсем ытларах пулни каламасӑрах паллӑ. Дефолтсен тӗслӗхӗсем пирки сӑмахласан сире интереслӗрех пуль. Хам тунӑ йӑнӑшсенчен ҫапла май сире упрасан аван пулӗччӗ.

Дефолтсен пӗр пысӑк пайӗ кӑҫалхи нарӑс–пуш уйӑхӗсенче пулса иртрӗ (ҫӑвӑн пекех дефолтсем 2020 ҫулта пуш уйӑхӗнче йышлӑ пулнӑ теҫҫӗ — ун чухне экономика ҫӗршывӗпех каникула кайнӑччӗ. Эп ун чухне «Потока» хутшӑнман, ҫавна май ку вӑхӑт пирки калаймастӑп). Ун чухне ҫӗршывра мӗн пулса иртнине аса илтерме кирлӗ мар ӗнтӗ. Шӑп ҫавӑн чухне ӗнтӗ, чылайӑшӗн укҫа-тенкӗ енчен йывӑрлӑхсем сирсе тухрӗҫ. Ман унччен дефолтсен йышӗ 5%-ран сахалрахччӗ... Шел те, каллех ҫав шая ҫитрӗ... Кунашкал дефолтсенчен сыхланма йывӑртарах ҫав.

Паянхи кун укҫа хывнӑ чухне, займсене суйланӑ чухне, эпӗ хупӑнман темиҫе займлисене памастӑп. Ҫакна «Юнизоо» дефолта тухсан тума тытӑнтӑм. Кашни кун ҫӗнӗ займсем чылай тухаҫҫӗ, ҫавна май ку тӗлӗшпе «кама памалла-ши?» текен ыйту тухмасть.

Ҫавӑн пекех ытларах чухне унччен малтан илнӗ, кайран вӑхӑтра тавӑрнӑ заемщиксене суйлатӑп. Апла пулин те инвестицилени теветкеллӗ пулнине манмалла мар. Темле шанчӑклӑ пулсан та предприятин мӗнле те пулин йывӑрлӑх сиксе тухма пултарать. Калӑпӑр, Тутарстанри «ГКФХ Облавацкая Екатерина Олеговна». Предприятие тишкертӗм, вӑл ӑнӑҫлӑ ӗҫленине куртӑм... Пӗрремӗш займа йӗркеллех, вӑхӑтрах тавӑрса пачӗҫ. Иккӗмӗш хутӗнче те займа ҫавна пула патӑм. Шел те, нумай пулмасть вӗсен счетне налук органӗсем хупланӑ та (блокировкӑланӑ) ҫавна пула вӗсем дефолта тухрӗҫ. Предприяти ӗҫлет (чӑкӑт кӑлараҫҫӗ), хывнӑ укҫа таврӑнатех пуль, анчах ҫавах та тупӑш шаннӑ пек пулмӗ. Хывнӑ укҫа дефолта тухма пултарнине шута илсех тӑмалла.

Малтан илнӗ, вӑхӑтра тавӑрнисене суйлатӑп пулин те, халь кӑна илекенсене те хӑшпӗр чухне паркалатӑп. Ку чухне, паллах, лайӑх тишкерме тӑрӑшатӑп. Предприяти хӑш сферӑра ӗҫленине шута илетӗп (ку тӗлӗшпе ҫӗршыври лару-тӑрӑва пӑхатӑп), унӑн кӑтартӑвӗсене (НБКИ кӑтартӑвӗ пысӑках мар пулсан шухӑшлаттарать) тӗпчетӗп тата ытти те. «Поток» заемщиксене валли тӗрлӗрен процент шутласа парать. Пӗрисене 30% парать, теприсене 14 процентран та пӗчӗкрех. Ҫавах та процентсем ҫине таянса вӑл е ку предприяти шанчӑклӑ теме май ҫук. Калӑпӑр, «Юнизоо» панӑ процент пӗчӗкчӗ. Апла пулин те, вӑл, ав, дефолта тухрӗ. Паллах, дефолта тухнисен йышӗнче пӗчӗк процентлисем сахалрах, ытларах пайне пысӑк процентлисем йышӑнаҫҫӗ (25–30% процентлисене эп пама тӑрӑшмастӑп, ҫавна май ман вӗсен хушшинче 19–22% процентлисем ытларах).

Пӗтӗмлетни

«Поток»-па ӗҫлесе курнӑ хыҫҫӑн кунта тупӑш илес тӗлӗшпе йӗркеллех пулни ӑна сире сӗнес шухӑш ҫуралчӗ те ӗнтӗ. Чӑваш тытса пӑхмасӑр ӗненмест теҫҫӗ те, ман сӑмахсене шанмасан чи малтанах пӗчӗк сумма хума пултаратӑр (займа хумалли чи пӗчӗк виҫе — 400 тенкӗ! кӑна). Укҫа-тенкӗпе ӗҫлеме лайӑхах пӗлместӗр пулсан, «автоинвестировани» урлӑ ӗҫлеме пултаратӑр. Кунта сирӗнтен нимӗн те ыйтмаҫҫӗ, «Поток» хӑйех сирӗн укҫана пайласа займсене хурать. «Без риска» стратегипе пушшех те укҫа ҫухатмастӑр, тупӑш кӑна шутласа ларатӑр.

Халӑхӑн укҫа ҫук мар. Ав, кашни кун тенӗ пекех вӑл е ку ҫынна улталани ҫинчен вулама пулать. Паянхи хыпарах илес — инвестицилес тенӗ те хӗрарӑм ултавҫӑсен аллине ҫакланнӑ. Темле палламан ҫынсене, пӗлмен площадкӑна укҫа хывас вырӑнне шанчӑклӑ вырӑна хывсан аванрах. «Поток» ҫав йышшисенчен (ку каҫӑпа регистрациленсен хывнӑ укҫа ҫумне 1% хушса парӗҫ!). Ытлашши укҫа пур пулсан вӑл ахаль выртмалла мар, экономикӑра ҫаврӑнмалла.

Апла пулин те, «Поток» темле шанчӑклӑ пулсан та, инвестицилени теветкеллӗ япала пирки манмалла мар. Пӗлмесӗр укҫа хывсан (калӑпӑр, пысӑк тупӑш хыҫҫӑн хӑваласа 30%-сем ҫине ҫеҫ хывса пырсан), тупӑш вырӑнне ҫухатусем тӳсме те пулать. Паллах, «Инвестициле» кнопка патӗнче укҫа хывасси теветкеллӗ пулни ҫинчен асӑрхаттару тӑрать пулин те кашни кун чылай займа хывнӑ хыҫҫӑн ӑна шута илмесӗр хӑварма тытӑнатӑн.

 

ХК. Ку статьяна вуланӑ хыҫҫӑн «хӑйӗн укҫи пайтах, инвестицилеме те пур, анчах ҫав вӑхӑтрах пирӗнтен укҫа пухать», — текен шухӑш ҫуралчӗ пулсан тӳрех калатӑп: укҫа ҫукки пирки эп нихӑҫан та каламан. Укҫа пухнӑ чухне яланах хамӑр пӗрлехи ӗҫе хӑвӑра та хутшӑнтарас тӗллеве палӑртнӑ. Журналистсене, тата ытти ҫӗре тӑкакланӑ чухне хамӑн укҫана ҫеҫ тӑкаклас пулсан пирӗн ӗҫ ерипен пурнӑҫланса пырӗ. Ав, халь ман тупӑшсем чакрӗҫ те, кӗнекесем сканерлас ӗҫ те чарӑнса ларчӗ. Журналистсене тӳлеме, серверсемшӗн тӑкакланма ҫитет, ытларах вара — ҫук. Пӗрле пулсан кӑна эпир нумай ӗҫ тума пултаратпӑр.

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
Orphus

In Other Languages

Banners

Counters