Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 -4.7 °C
Усложнять просто, упрощать сложно.(Нейер (Паркинсон))
 

Ad

Аçтахар Плотников: Ӗҫлекен ҫынсене кӳрентерет

Аçтахар Плотников05.12.2008 14:034888 views
Эх ҫак Микулая. Хӑй мӗн туни паллӑ мар (пӗлменнине ҫырмӑп) — ыттисене вара кӳрентерме пӗрре те вӑтанмасть.
http://chuvash.org/news/566.html — ҫак хыпар пирки шухӑшсене вуласан акӑ мӗн курма пулать:
Елена Нарпи (журналсенче унӑн хайлавӗсем пичетленеҫҫӗ, чӑвашла ҫырать) шухӑшӗ ҫине епле хуравлать-ха? «Е эсӗ МАНКУРТ пулатӑн?» тет... Мӗнле-ха капла? Юрамасть ӗнтӗ апла ҫырма. Анонимла ҫырап тесе ҫапла тӑвать-ши? Ҫак темӑрах ман ҫинчен те «Эсӗ вара чӑваш чӗлхине Чӑваш республикинче тислӗк вырӑнне хунине килӗшнӗ курӑнать» ҫырать. Хӑҫан эп килӗшнӗ? Ӑҫта апла каланӑ? Пӗлмесӗр ма ҫырас? Ӗҫлекен ҫынсене ма кӳрентерес?
 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.

Comments:

2008.12.05 15:17
Аçтахар Плотников
Вырăслатассипе вырăс чĕлхине вĕренесси хушшинче пысăк уйрăмлăх. Вырăс чĕлхине вĕреннинче эпĕ нимĕн япăххине те курмастăп. Вырăссен наука бази пысăк — вырăс чĕлхине пĕлсен унпа паллашма пулать. Вырăсланасси вара вăл — тăван чĕлхене пăрахса вырăс чĕлхипе кăна усă курасси, е ăна мала хурасси. Кăна эпĕ хирĕç.
"Нумаях пулмасть эпĕ урăх çĕршывсенче тăван чĕлхене упраса хăвармалли саккуна Чăваш республикинче те усă курма тытăнмалла тесе çырнăччĕ. Анчах та эсĕ унпа килĕшмерĕн." — ăçта эп апла çырса? Чăваш Республикинче чĕлхе саккунĕ пур. Шел те ăна пулин те пурнăçламаççĕ. Çителĕклĕ пурнăçламаççĕ. Пур саккуна пурнăçламалла ĕнтĕ. Европа шайĕнчи пек те чĕлхене усă курма пулать (унта тăван чĕлхепе 40% урока вĕрентмелле теççĕ) — анчах та тӳрех пысăкки патне хапсăнмалла мар, пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн ун патнелле пымалла.
"Çак сăмахсене эсĕ çырман-и вара?" — эпĕ çырса. Тăван чĕлхене хисеплеменни ăçта вара унта? Мана эсир кашни çырура "тислĕк вырăнне хураççĕ" тесе çырни чăнах та йăлăхтарса çитерчĕ. Мильюн хут апла çырсан чăваш чĕлхине хисеплеме пуçлаççĕ тесе щутлатăр пулас. Вырăссен каларăшĕ пур: хоть тысячу раз скажи слово халва — во рту слаще не станет. Каçарăр та ун йышши чăвашла каларăш (вĕренетĕп — кашни кун пĕр çĕнĕ ваттисен сăмахне вĕренетĕп) пĕлместĕп те вырăслине çыртăм, анчах ăнланмалла ĕнтĕ ман шухăша.
Елена // 3782.8.9327
2008.12.05 20:54
Килĕшетĕп сирĕнпе,халăх чăваш чĕлхине хисеплетĕр тесе пушăпа хăваланинчен ним ырри те пулас çук."Пирĕн пурте япăх,чĕлхене ним вырăнне хумаççĕ,часах пурте пĕтетпĕр"текен йышши пессимистла шухăшсем те чыс кӳмеççĕ пире.Мĕнле калаççĕ-ха,"эс сысна,сысна тесен çын хăйне чăнласах сысна пек туйма пуçлать тет". Халăха хăпартлантаракан, мăнаçлантаракан ĕçсемпе чăваш чĕлхине юратма вĕрентесчĕ.Айккинчен пăхса тăракансем:"Ай, ку чăвашсем епле маттур" теччĕр. Тен,халăхăмăр çине урлă куçпа пăхаканнин шухăшĕ те ылмашăнĕ вара...
Энтри // 1321.95.8132
2008.12.05 21:14
Ман шутпа, тепёр Миккулай тупăнни никама та тĕлĕнтерме кирлĕ мар. Ун йышшисем, сăмаха сăмахшăн калаçакансем, пайтах пулнă, пулĕç те. Çавăнпа та ун йышши япаласем çине ытлашши ан та пăхăр...

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters