Поиск истины способен изрядно позабавить.(Вернон Говард)
Ad
: "УҪӐ СӐМАХ" (!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!)
18.03.2009 19:0411252 views
Мана васкавлӑн информаци кирлӗ! Шӑматкун валли чӑваш культура автономи центрӗсенен пуҫлӑхӗсенчен ҫак ыйтусем сине хуравсем кӗтетӗп. ЧНК пухӑвӗ валли хаҫат кӑлармалла. Эрнекун информацие пуҫтарса илсен шӑматӑн кӑнтӑрӗ валли (каҫпа мӗн калӑпламанни калӑпланӗ) информаци хатӗрӗ пулать. Тата чӑваш учителӗсен пухӑве ҫинчен информаци илмелеччӗ). Пулӑшӑр. Информер хӑйӗн сӑнӳкерчӗкне таратмалла. ВАСКАВЛӐН КИРЛӖ!!!!!!!!!!!!!!
___ февраля 2009 года Юнеско в своем докладе о языках внес чувашский язык в список исчезающих языков мира.
Уважаемый _______________________________________, нам интересно узнать ваше личное мнение по этому печальному поводу. Для этого мы просим Вас уделить немного времени и ответить на три наших вопроса. Также, хотелось бы использовать Ваши ответы в издании «Уҫӑ сӑмах».
«Уҫӑ сӑмах» - газета независимая от властей, издается на пожертвования чувашской общественности, выходит по мере необходимости тиражом до 999 экземпляров. Распространяется бесплатно.
Ыйтусене чӑвашла хуравланине ырлатпӑр!
1.В чем кроется, на ваш взгляд, причина достижения этой критической точки: Чувашский язык - кандитат в претенденты мертвых языков?
2.Дайте оценку работы чувашского правительства, ЧНК, чувашской общественности в плане сохранения и развития чувашского языка и этноса в целом.
3.Какова должна быть механизация дальнейшего развития чувашского языка и нации, исходя из того, что Юнеско внес чувашский язык в список исчезающих языков?
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
шел, эп чăваш пулнишĕн. вилнĕ халăхран ним усси те çук. урнă йытă пек усăсăр вĕрни кăна.......... пăчлантăр хăвăртрах
хулкан // 2887.52.6487
2009.03.18 20:27
Как показывает опыт многих народов как только начинает слабеть роль отца в семье ( т.е. исчезает мужское начало)дети начинают игнорировать культуру и традиции народа к которому принадлежит отец и сл-но по цепочке начинается угасание языка. Никакие преподаватели не смогут привить любовь к родному языку если в семье народные традиции и культура строго не соблюдаются отцом. К сожалению Чувашия один из регионов где эта проблема встала особенно остро.Выход я вижу в исламизации народа т. к. ислам уделяет особую роль мужчине и при этом требует жесткого соблюдения своих обрядов и т. д. тогда как православие довольно лояльно, оно изжило себя, оно было навязано чувашам насильно с его помощью фактически уничтожена истинная происламская культура сувар-чувашей.
Ajdush // 2116.67.6260
2009.03.18 21:49
Migulaj çырать:
1. Чăваш чĕлхине Чăваш республикинче пĕтерни Вырăс Енре вырăс мар халăхсене вырăслатас ĕç вĕçленсе пынине пĕлтерет.
2. Чăвашсен Аслă Каяшĕ тата ытти Патшалăх çурчĕсем чăваш чĕлхине пĕтерме питĕ тăрăшса ĕçлерĕç.
3. Чăваш чĕлхине Çĕр çинче çăлса хăварас тесен нумаях та тумалла мар. Ăна ытти çĕршывсенчи пек тăван чĕлхене хӳтелес ĕçсене çеç туса пымалла. Вĕсенчен чи кирлисем:
3.1. Чăваш чĕлхи Чăваш республикинче (çĕршывĕнче) тепĕр 5 çултан тĕп чĕлхе пулать текен саккуна йышăнса çирĕплетмелле. Çав 5 çул хушшинче Патшалăх çурчĕсенче, шкулта, суту-илӳре ĕçлекенсен кам чăвашла пĕлмест чăваш чĕлхине вĕренмелле те экзамен памалла. Çавăнта ĕçлекенсен чăваш чĕлхине çителĕклĕ шайра пĕлет текен хут пулмалла. Кам чăваш чĕлхине пĕлмест вĕсем çав вырăнта ĕçлеме пултараймаççĕ
3.2. Ун хыççăн чăваш чĕлхине сыхлакан (тĕрĕслекен) инспекци тумалла. Çав çуртсенче ĕçлекенсем чăваш чĕлхипе усă курмаççĕ пулсан вĕсене малтан штраф памалла тата тепре тытсан ĕçрен кăларса ямалла. Штрафĕ пĕчĕк пулмалла мар.
3.3. Чăвашсен Аслă Канашĕнче, судра, шкулта тата ытти Патшалăх çурчĕсенче халех ырана хăвармасăр чăваш чĕлхипе усă курма тытăнмалла.
3.4. Шкул программине улăштармалла. Унта чи кирли чăваш чĕлхи тесе палăртмалла. Кам чăваш чĕлхине вĕренмест е япăх вĕренет тепĕр класа куçармалла мар. Чăваш республикинчи Аслă шкула, техникума вĕренме кĕрес экзамен чăваш чĕлхипе пулмалла.
3.5. Чăвашсен инçекуравне (television), радио аталантармалла. Инçекуравĕ 10 сехетрен кая мар, радио чăвашла çĕрĕн-кунĕн (24 сехет) ĕçлемелле.
3.6. Рекламăсем пысăк саспаллипе чăвашла, ют чĕлхепе пĕчĕк саспаллипе пулмалла.
>шел, эп чăваш пулнишĕн. вилнĕ халăхран ним усси те çук. урнă йытă пек усăсăр вĕрни кăна.......... пăчлантăр хăвăртрах
Апла калама уж точно кирлĕ мар.
>Эпĕ чăваша хăй вилме пуçлани чăнах та кăсăклантармасть тесе шутлама пуçлатăп!
Ман ку ыйтусем çине хуравлас килмест. Анчах та эпĕ чăваш вилме пуçланă тесе калаймастăп. Пĕтмен-ха чăваш. Вырăссем калашле «раньше времени хоронить не надо». Чирлĕ ĕнтĕ, анчах та пĕтме пуçламан. Тепре хунав ярасса шанатăп.
Информаци кирлĕ пулсан — юнашар, ман кун кĕнекинче, ку ыйтупа çыхăннă çыру пур. Унта ЮНЕСКО хăйĕн докладне хăçан туни те паллă.
Володя // 1508.69.5781
2009.03.20 13:20
Комментарии: 1.Объявить чувашский язык основным и единственным в Чувашии все равно, что объявить Чувшию вне действия Конституции РФ. со всеми вытекающими от сюда последствиями. 2. Все высказанные предложения относительно цензуры и контроля за свободой мысли и слова глупы и пошлы. 3. Не важно на каком языке ты говоришь, важно то, что ты говоришь! Если тебе нужно, чтобы тебя слушали и слышали, ты найдешь способ донести свои мысли до слушателя. 4. Язык не средство розни и вражды, он -средство общения и единения.5.От того, что ты будешь 24 часа кричать что ты чуваш, ты чувашом не станешь.
ну-ну... ниçталлисĕр таçталла, нимле тĕллев, нимле конкретика, пуш сăмахсем кăна, ăпăр-тапăр. Хăйсен пурнăç вĕçĕнчи динозаврсем!
1.Объявить чувашский язык основным и единственным в Чувашии все равно, что объявить Чувшию вне действия Конституции РФ. со всеми вытекающими от сюда последствиями.
апла пĕлтерсен те чăваш чĕлхине усă курмĕç. Çур ĕмĕр каялла чăваш чĕлхи патшалăх учрежденийĕсен хут çаврăнăшĕнче усă курни пахарах
Ытти коментсене хăвăр лартăр.
САЛАМ динозаврсене. Сирĕн тапхăр иртнĕ!
хулкан // 2356.1.4620
2009.03.22 20:27
предлагаю русским объявить своим языком английский все равно на нем уже говорит почти весь мир со всеми вытекающими...
Сире вулама питĕ интереслĕ. Турпас вакличчен шкул ачисене чăвашла вĕрентме мĕнле материал пулнине пăхса тухăр-ха. Ытти предметсене вĕрентме вара?.. Чăваш чĕлхине вĕрентекенсем тахçанах чăваш сăмахĕсене вырăсла ăнлантарса вĕрентеççĕ. Кун пек меллĕрех, кирлĕ информацие шырама та çăмăлрах. Эсир кунта пĕр-пĕринпе вăрçса вăхăта ирттеретĕр. Ун вырăнне ачасем валли ытларах интереслĕ электронла учебниксем, ӳкерчĕклĕ кĕнекесем, чăвашла ăнланакан тĕрлĕ программăсем, мультфильмсем мĕнле тума май пуррине шухăшламалла. Тăван чĕлхепе сăмахлăхне вĕрентекен чылай учитель уроксенче ИКТ-па мĕнле усă курма май пуррине ăнланмасть. Информатиксем те чăвашла ăнланасшăнах мар. Пĕлместпĕр теççĕ те ĕçĕ пĕтнĕ. Енчен те паянхи пурнăçа тивĕçтерекен урксем ирттерме пултараймастпăр пулсан, ыран вырăсланнă ачасене вĕрентме те кирлĕ пулмасть.