Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 -4.7 °C
Все мое несу с собой.(Бианит)
 

Ad

Аçтахар Плотников: Cap.ru чӑвашланма пуҫланӑ

Аçтахар Плотников02.04.2009 13:154496 views
Паян хыпарсем хушшинче чӑвашла хыпар куртӑм. Паллах, хыпарӗ пӗр пӗччен кӑначчӗ (ыттисем вырӑсла), ҫапах та пӗрремӗш утӑм пур. Тӗрӗссипе каласан cap.ru та мар, Ҫӗрпӳ районӗн сайчӗ темелле — хыпарӗ ял тӑрӑхӗнчен. Вал хыпарсене cap.ru порталӑн тӗп страницине вырнаҫтармаҫҫӗ... Ҫапах та Ҫӗрпӳ районӗн сайчӗ cap.ru-на кӗрет те кун пирки пӗлтерес терӗм.
//ку пулӑм Cap.ru-ра чӑвашла хыпарсем вырнаҫтарма нимӗнле чару та, йывӑрлӑх та ҫуккине кӑтартать — кахалланаҫҫӗ ҫеҫ...
 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.

Comments:

2009.04.02 20:51
Паллах чăвашла тахçанах çырмалла. Чăваш Республикин Вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерствин сайчĕ çинче чăвашла чиперех çырăнать-иç. Нумай чухне юри курнăçланни пур.
Тепĕр чухне чăвашла хыпарсенех вырăсла куçарса лартаççĕ – вырăссем ăнланаймасран пăшăрханаççĕ. Чăвашсемшĕн чăвашла çырмалла мар-им патшалăх чĕлхипе? Э апла мар-и? Вырăс чĕлхиллĕ сайтсен шучĕ çук ахаль те. Техника шайĕ чăвашлатма май парать пулсан туллин усă курса чăвашла хитре кăна шăрçаласа хыпар çитермелле!
Анонимла // 1321.95.8132
2009.04.04 01:10
Чăваш халăх сайчĕ ячĕпе хыпар парса пăхмалла. Мĕн тăваççĕ-ши?
2009.04.06 10:35
Аçтахар Плотников
Эпир вĕсемшĕн конкурент. Çавăнпа та вырнаçтармаççĕ. Вĕсен сайтне хыпарсемпе патшалăх ĕçченĕсем тултараççĕ.

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters