Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 -18.0 °C
Я знаю только то, что ничего не знаю.(Сократ)
 

Ad

Тимофеев В.Н.: Шартлама сивӗре Сӑр тата Хусан хӳтӗлев чиккисене чавтарни — чӗр мӑшкӑл!

Тимофеев В.Н.11.01.2021 15:111098 viewsEdit Delete

Сӑр тата Хусан хӳтӗлев чиккисене чавтарни — ӑссӑрла ӗҫ!!! Шартлама сивӗре шӑннӑ ҫӗре кӗреҫесемпе чавтарни — чӗр мӑшкӑл!

Тата пӗртте кирлӗ пулман ку ирсӗр хӑтлану! И.В. Сталин вырӑс чӗлхине пӗлмен мӑкшӑ, ҫармӑс, чӑваш, тутар халӑхӗсем нимӗҫсене майлӑ пулса тӑрасран хӑраса ӳкнипеле ҫыхӑннӑ ку малтанах палӑртнӑ сӗмсӗр тӗллев! Нушалантармалла ку халӑхсене, вара вӗсем Совет Союзӗ майлӑ пулмаллине ӑнланӗҫ тенӗ, ӗнтӗ!

Сӑмах май, 1944 ҫулта ингуш, чечен, карачай тата балкар халӑхӗсене Казахстана тӑвӑр вагонсемпе хӑваласа янине те аса илер-ха. Вӗсем, ҫак халӑхсем, Иосиф Сталин шухӑшӗпе нимӗҫсене майлӑ пулма пултарнӑ. 1957 ҫулта ҫеҫ, Никита Хрущев саманинче, вӑл халӑхсем каялла Кавказа таврӑнма пултарчӗҫ.

Тимофеев В. Н.

Редакцирен. Ватӑ ҫынсене чӑн та ҫӗнӗ технологисене хӑнӑхма йывӑртарах, анчах вӗсем алӑ усмаҫҫӗ, тӗрлӗ май тупса пирӗн пата хӑйсен шухӑшне ҫитерме тӑрӑшаҫҫӗ. Владимир Николаевич пӗр пайне СМС-па ярса пачӗ. Тепӗрне телефонпа каласа пани тӑрӑх ҫырма тиврӗ. Хӑй Тимофеев, пулница выртнӑ — Чӗмпӗрти ҫар хоспитале, ҫавна май ку статьяна тӗплӗрех якатма май пулмарӗ. Ҫавах та Владимир Николаевич текста ҫаплипех лартма ыйтрӗ. ЧАП партире тӑнӑ Тимофеева эпир хӑвӑртрах сывалма сунатпӑр.

 

Comments:

Микула // 9259.3.8429
2021-01-13 19:34
Мускавра парк патриот. Пире те мӗнте пуллин кирлӗ тенӗ ӗнте.Суйлав ҫулӗ таха. Паян ак нимӗн те ҫук вӗсен мухтанмалли . Сӑптӑраҫҫӗ аваллӑхран та пулин . Сире валли ӑнсӑртран "герой" тӑвас текен тупӑнсан асӑрхасах тӑмалла- улталасшӑн. Тӑшмана Мускав патне ҫитерни те , усӑ курман укупсене шартлама сивӗре чӗр нуша кӑтартса чавни те ун чухнехи влаҫӑн пысӑк ҫитменлӗхӗ. Унти ухмахлӑх халӑхсене питӗ хакла ларнӑ. Кам кам та анчах та паянхи чиновниксенчен те патриотизм кӗвви ытла та юрӑхсӑр илтӗнет. Шеллемен халӑха ,пачах шеллемен.Ҫавӑн пирки малтанрах каламалла.
Agabazar // 3844.1.3921
2021-01-13 19:42
Agabazar
Галина Зотова,
Нимĕç танкĕсем лере урсем урлă мар каçнă пуль ĕнтĕ. Урсем урлă танксем каçаймаççĕ.

Ахăртнех, айккинчи урăх çулсемпе иртсе кайнă пуль.

Е чукун çинчи платформăсем çине ларт та, малалла илсе кай.

Танк вăл катаччи чупса çÿремелли япала мар. Вăл — çапăçмалли хатĕр.
Микула // 9259.3.8429
2021-01-13 20:49
Пирӗн кунта антӑхса кайса "сурский рубеж" та "сурский рубеж" теҫҫӗ. Ҫар ӗҫне пачах пӗлменнисем "глубоко эшелонированная линия обороны пирки" калама хӑтланаҫҫӗ. Ун пеккисене нимӗҫсем малтан тапӑнман ҫавӑрса илме хӑтланнӑ.
Микула // 9259.3.8429
2021-01-13 21:06
В республику для руководства оборонным строительством был определен человек, практиковавший массовые аресты людей и привыкший использовать труд заключенных. Он стремился вернуть утраченное положение в системе НКВД и «реабилитировать» себя в глазах Москвы посредством успешно выполненной им работы.Мобилизованное население размещали в домах колхозников, бараках, зданиях организаций и учреждений. Но нормальных помещений не хватало, поэтому прибывших на строительство, зачастую селили в специально отстроенных землянках. Порою в землянках размером 6 на 7 метров жили по 25—45 человек. Показателен приказ Чувашского обкома ВКП (б) о премировании домашних хозяек в колхозах и поселках, у которых размещались рабочие бригады, за обеспечение их пищей и водой. При этом далеко не все домовладельцы были рады расквартированным у них рабочим. Часто возникали конфликты, в том числе и национальной почве. В архивах, например, сохранились свидетельства, как лесник Первомайского кордона Рыбаков заявлял: «Чем чуваш пустить в чулан, я лучше загоню свою корову».
Микула // 9259.3.8429
2021-01-13 21:22
Навальный килет теҫҫӗ. Сурский рубеж малтанрах пулнӑ, ылтӑнран тусан та вӑл истори кӑна. Паян сирӗн ӑҫта "рубеж" тени ?
Галина Зотова // 9552.2.6466
2021-01-14 07:23
"Мы чувствовали, что начнется война, только не знали, когда. Все взрослое население выводили копать противотанковые рвы, которые, кстати, не пригодились, немецкие танки легко через них проезжали."
- Мана мӗнле каласа панӑ, ҫапла ҫырнӑ.
Ҫак кунсенче 30 градус таран сивӗ пулчӗ, чутах шӑнса вилеттӗмӗрччӗ вӗт!!!Ваттисем каланӑ тӑрӑх ун чухне 40 градус анчах мар, 50 градус таран та сивӗсем пулнӑ.
Окоп чавакансем юлман, асаилӳсемпе те пулин вӗсен асаплӑ шӑписем пирки каласа памалла ҫамрӑксене.
Agabazar // 3690.78.8996
2021-01-15 17:30
Agabazar
Мемуарсем çырнă чухне йăнăшсем пулма пултараççĕ. Кунта ним тĕленмелли те çук.

"Умный в горы не пойдёт, умный горы обойдёт," — вăт çапла калаççĕ.

Мĕншĕн канавсемпе урсем урлă каçса тертленмелле, енчен те айккинче татах урăх çулсем пулсассăн?

Ун пек катаччи чупса çуресен, танк тепрер сехетрен çÿрейми пулать, арканать. Юсамалла пулса тухать. Унăн ресурсĕ пысăк мар. Мĕншĕн тесен ăна катаччи чупма мар, çапăçма ăсталанă.
Валери Тургай // 2782.12.0097
2021-01-15 23:47
Молодец, Исачак!
А ты не дурак!
Народный поэт обязательно
примет участие и с пафосом прочтет. Прочтет о великой беде, о Боли и Страдании, о Вере, Надежде и Любви. И о НАШЕЙ Великой Победе.
Тем более его будущая мама вместе с подругами из д. Починок Инели Комсомольского района копала окопы (окоп чавнӑ), как она говорила без всякого пафоса и обиды, в районе Суры.
Так что извини, брат!.. Ради Бога извини!.. Буду всю жизнь благодарен!
Кстати, я тоже из раскулаченных.
Сан валли ЮРИ вырӑсла ҫыртӑм.
Валери Тургай, "кулак мӑнукӗ.
енчен те паян çвнкашкал лару-тару пулас пулсан, Тимофеев хаш ене пулас пулсан, хаш ене персе чикнĕ пулĕччĕ-ши вăл халăхпа пĕрле коавапа тыма // 2290.95.1490
2021-01-19 19:55
Паянхи куни çавнашкяал лару-тĕрура автор хăй хăйне епе тытнă пулĕччĕ-ши? Халăхпа пĕрле Тăван çĕршыва хÿтĕлеме тухĕччĕ-ши е шурă шăналăк йăтса тăшмана кĕтесе илме тухна пулĕччĕ-ши?
Валери ТУРКАЙ // 3649.18.8471
2021-01-20 05:31
The message will be visible after moderation. FIY users who are signed up to the site get to publish their ideas directly.

Pages: 1, 2

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ

Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>


Orphus

Banners

Counters

 
About us | Statistic
(c) 2005-2010 Chuvash.Org. Questions about the site: p-code.ru