Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 -9.7 °C
Когда у меня нет новых и новых идей для обработки, я точно больной.(И. Гете)
 

Ad

Виталий Станьял: Пульницӑри сӑвӑсем

Виталий Станьял19.02.2026 20:4795 views

2026 ҫулхи нарӑсӑн 5-16-мӗшӗсенче сыватӑшра (ҫар ветеранӗсен Шупашкарти госпиталӗнче) выртрӑм. Унта муталаннӑ сӑвӑсене пӑхса илӗр-ха...

 

* * *

7.02.2026

Вӑрнар чӑвашне Сергей Андреева

Тӑн мӑкалать. Чакса пырать ӑс-хакӑл.

Ӑшри ятсем каяҫҫӗ манӑҫа.

Пурнас пулать. Тек урӑхла мӗн тӑвӑн?

Хӑв ирӗкпе утаймӑн канӑҫа.

 

Пуҫ ҫаврӑнать. Пӗтсе пырать вӑй-халӑм,

Нуша ҫӗре кайма тесе тӑрсан

Чупса эс пытӑн, патӑн ҫирӗп алӑ –

Вӑю ҫӳлти хӑват пек пулчӗ сан!

 

Чун савӑнать. Утас ҫулсем пӗтмен-мӗн

Сан пек хастар ҫынсем пулсан ҫумра.

Текех усал-тӗсел ҫулӑхнине итлемӗп -

Таса тӗнче йӑлтӑртатать умра!

 

* * *

9.02.2026

Пурнӑҫ каҫми ҫырма урлӑшӗ мар,

Капӑр кӗперлӗ вӑл пулмарӗ.

Каҫрӑм пӗрех васкавлӑн та вӑр-вар,

Тен, каясси те тек юлмарӗ.

 

Юлчӗҫ хыҫа аваллӑх сукмаксем,

Кукӑр ҫулсем тӳрленеймерӗҫ...

Тӳрӗ иккен пуласшӑн пуҫтахсем,

Мана вара ухмах-ха эсӗ терӗҫ.

 

Ӑсли-ухмахшӑн ҫут тӗнче пӗрре,

Чӑтни те савӑнни ҫеҫ питӗ тӗрлӗ.

Ҫанталӑкра пур хӗвелпе тӗтре,

Пӗрин - хӗвел, теприншӗн – вӗҫсӗр нӳрлӗх.

 

Ман пек ухмахшӑн та ҫут тӗнче хитре,

Вӗсем те ман пекех иккен телейлӗ!

 

* * *

12.2.2026.

«Какой светильник разума угас!»

Николай Некрасов о Додролюбове

 

Ан макӑр, Чӑваш ҫӗрӗ!

Пӗри куҫне хупса

Ӗмӗрлӗхе инҫе тухса кайнишӗн...

Ун евӗр ачусем нумай-ха сан,

Ӳпкелешсе ан хуҫӑл та ан ишӗл!

 

Ялав вӑл йӑтрӗ малтисен ятне,

Тӗрӗслӗхпе тӑванлӑхшӑн пуҫ хучӗ.

Тен, хаклама пӗлмерӗ пуль ратне –

Пурин те тупӑнаймӗ ҫав ӑс вучӗ...

 

Вӑл йыхравларӗ мал ҫула тухсан,

Хастарсене ушкӑнласа пуҫтарчӗ.

Ҫӗкленчӗ хирӗҫ мӑриккан купца,

Йӗксӗк юлташ пуянлӑх енне тарчӗ.

 

Ан пӑшӑрхан, Чӑваш!

Ҫул хупӑнман!

Пӗр ывӑл ҫухални вӑл нишлӗх мар-ха...

Пире хуплаймӗ сутӑнчӑк тӑван,

Пуҫа усмастпӑр сӳтӗк кирлӗ-маршӑн!

 

Сана пӑрахмӗ ӑшшӑн ас тума

Кӗреш юман, хура вӑрман пек халӑх.

Ҫӗн тапхӑрта ҫӗнӗ кӗпер хывма

Сан ятупа ҫӗкленӗ пин-пин алӑ.

 

15.02.2026. Сыватӑшри калаҫуран

Ватти. Ҫилленнӗ Тур мучи, хӑйне эп ӗненменшӗн,

Мана леш тӗнчене вӑл йышӑнман.

Хӑварнӑ-тӑр сире йӗрӗнтермешкӗн,

Тунката пек хытса ҫеҫ пурӑнма.

 

Шураппасем.

Ҫук, апла мар. Ват ҫын – тӑватӑ ҫын.

Ватти пулсан йӗрке те пулакан.

Ҫулсем пурри кӑштах хӑратӑҫин,

Ывӑнсанах, эппин, пӑртакҫӑ кан.

 

Ватти. Ҫапли ҫаплах-ха. Пулмалла йӗркеллӗ.

Анчах этемӗн ӗҫ те тумаллах.

Кашни юман тӑвать нумай йӗкелӗ...

Йӗкелсенчен вӑрман хӑпартмалла!

 

Шураппасем. Мӗн чухлӗ панӑ, ҫавӑн чухлӗ пурӑн.

Чӗр пурнӑҫран пахараххи тек ҫук.

Тен, йӳтесен, пушмак ҫине те хурӑн.

Тасатӑпӑр - пӑхакансем пур чух.

 

Ватти: Туй ывӑлсем таҫта-таҫта выртаҫӗ

Амӑшӗсен чунне вут хӑварса...

Вӗсемшӗн пурӑнас-им манӑн раҫвӗ

Пурнӑҫ хакне пӑртак ҫеҫ хӑпартса...

 

Шураппасем: Вӑт ҫавӑ ҫав! Пурнас пулать-ха пирӗн

Чӑтас пулать малаш куна шанса.

Куллен кун тӑрӑшсассӑн каҫӑн-ирӗн

Ҫӗршыв та юлмӗ шӑппӑн пушанса...

 

Ватти: Тавах, шураппасем, ыр кун суннишӗн!

Телей сире ҫутаттӑр хӑвӑра.

Хисеп туса ват салтаксен кил-йышӗ

Пуҫа пӗксе тӑрать сирӗн умра.

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
[Comments (1)]

Comments:

Agabazar // 4213.59.1058
2026.02.19 21:06
Agabazar
Станьял, тавтапуç сана сыватмăш вырăнне сыватăш теме ăс çитернĕшĕн.

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters