Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Ача чухнехиКăра çилсем. Виççĕмĕш кĕнекеӐшӑ ҫумӑрÇамрăк ĕмĕтПĕчĕк патшалăхАтăл шывĕ юха тăратьПирвайхи юрату

«Кавалерист»


Пирĕн енче, Вăрмар таврашĕнче, чăрăш вăрманĕ çук. Чикĕ хĕррине лексен, манăн чăрăш, хыр вăрманĕнче пурăнма тиврĕ. Çак вăрмана эпĕ, хамăр ял вăрманне юратнă пекех, çав тери килĕштертĕм. Кунта хĕл каçах кĕтмĕл çырли çиме пулать, юр лекмен тĕлте, йывăç айĕнче, вăл хĕп-хĕрлех курăнса выртать. Ĕмĕр-ĕмĕр симĕс ларакан чăрăшсем мана уйрăммăнах савăнтараççĕ. Хыр вăрманĕн сывлăшĕ питех те уçă.

— Çутçанталăка юратман çын йĕркеллĕ пограничник пулма пултараймасть, — тет пирĕн застава начальникĕ.

Чăнах та, çутçанталăка сăнани, пĕлни пограничникшĕн çав тери усăллă. Хурăн тĕпĕ хăш енче мăкланнине пăхса, çурçĕр хăш енчине пĕлетĕн и, ула курак краклатнине илтсен, юр çăвасса кĕтетĕн-и, çерçи чĕвĕлтетсен, çумăр пуласса сисетĕн-и — пурте кирлĕ пурнăçра. Пограничникăн çил вĕрсен йывăç мĕнле кашланине те, шыв хăçан, мĕнле шăнкăртатнине те сăнамалла.

Секрет валли лайăх вырăн суйласа илесси те — хăйне кура тимлĕ ĕç. Айлăма выртсан — инçетри курăнмасть, тĕмеске çине выртсан, хăвна инçетренех кураççĕ.

Терентьев пограничник çак енĕпе питĕ пултаруллă çынччĕ. Вăл çутçанталăка аван ăнланатчĕ. Унпа эпир виçĕ çул хушшинче наряда темиçе хутччен пĕрле кайнă. Çапла, пĕррехинче чикĕ хĕрринче хуллен утса пыратпăр. Ун чухне пире, пĕр-ик кун малтан кăна, комсомола илчĕç. Комсомолăн чаплă ятне тӳрре кăларассишĕн пĕтĕм чунтан тăрăшаттăмăр эпир.

Малалла

Каллех — çыру вырăнне


N. N.

 

Сутни — тем мар. Сутах.

Куллупала пĕрех

Çиçен ав çап-çутах,

Эп тĕксĕм чух — çиçех.

 

Анчах сĕрлет темскер

Сан сассунта ялан... —

Мĕскер вăл, — хурт пекскер?

Тен, вăл мĕнне туян.

 

Сутăнчăклăхпала

Кăшлать вăл сан ăшна.

Кул, — санăн кулмалла!

Пытар — шалти хуртна.

 

Чун тĕпĕ таранччен

Санпа пĕрлешĕнсе

Вăл юлĕ... — Хăçанччен?

Кул, — «ирĕклĕх» кĕтсе!

 

«Ырра чĕнсе», тата

Кĕрлемелле... — Кĕрлех.

Тен, калĕç: «Тупата,

Ырсен хыпарçиех».

 

Эп ченмĕп. «Паттăр» пул.

Пĕлни юлать — манрах.

Эппин, «ним мăр» пек юл.

Сутни тем мар, — сутах.

 

Кам, мĕн эс?.. Сăвăра

Юлан — ĕмĕрлĕхе?

Пăтрашăн çеç унра,

Историри мĕлке, —

 

Сăн çук — ун ĕлкинче!

Пĕлтермĕп — «кам мĕнне».

Поэзи тĕтринче

Çухатĕç сан йĕрне.

Ваттисем каланинчен пуçласа


Тĕрĕс-и ку

е

тĕрĕс мар?

«Пĕр шăширен хăраса,

унран çăлăнмашкăн,

пĕтĕм çуртна-хуралтна

ан çунтар».

Эс — шăши мар

(хăш чухне арăслан пек эс паттăр),

эс — аркатуçă (кăна калама эпĕр тивĕçлĕ, —

эсĕ камне

çирĕппĕн,

çапла палăртар).

Эппин,

çак киле, — çак çурта

сансăр, кунта юлакан кил-йышпа,

эпир

упраса хăварар.

Сана-и? —

халь тӳррĕн калар:

— Кай эс — хăвах,

хă-ва-ла-маст-пăр,

анчах — çак киле аркатма сана ирĕк памастпăр,

пул — «ырă»,

кĕскен çеç ыйтатпăр

«пуриншĕн те паллă» хальхи чĕлхепе:

«Пире эс — хăвар».

Вĕрентесшĕн чăвашла


Эпĕ ыйтрăм ĕнерен:

«Ăçта пултăн кунĕпе?»

«Му-у-ук!!!»

 

Эпĕ ыйтрăм кушакран:

«Ма кĕместĕн урамран?»

«Мау-у-у!!!»

 

Эпĕ ыйтрăм Кампуртан:

«Ма выртатăн эс аран?»

«Ăр-р-р»

 

Ăнланмаççĕ чĕрчунсем

Чăвашла каланине,

Шкул уçас кил картинче

Вĕрентмешкĕн вĕсене.

 

2014 ç., ака

Хĕвелçаврăнăш


Хĕвелçаврăнăш эс акрăн

Сывлăм çунă лапама.

Халь чĕнет янравлă ахрăм

Ирĕн-каçăн такама.

 

Кар шăтса хăпарчĕ тикĕс.

Хĕр пулкки пекех, пăхсам:

Çăт тытан кĕпи сип-симĕс;

Пуç тавра сап-сар лавсан.

 

Çĕр ăна çапла çуратнă

(Те ку ырлăх, те инкек) —

Çаврăнать, пике юратнă

Каччине куç хывнă пек.

 

Тишкерсе пăхать хăюллăн

Йăлтăркка хĕвел çине.

Тăкăнать çут тенкĕн кулă

Кăвак çил серепине...

 

Серепи тулса та ларĕ,

Ну çапаххама та шеп:

Хĕвелçаврăнăш эп мар-и,

Эсĕ — куç илми хĕвел?

 

Йăл кулса çӳрен телейĕм

Ахрăм çеç пулсан вара,

Çут тĕнче варри эс тейĕн, —

Шав çӳретĕп сан тавра.

Шалу илнĕ чух


Сакмар Палли — N Комиссариатăн аслă делопроизводителĕ — шывран тухса кĕпе-йĕмне тăхăнчĕ те Атăл хĕррине пристань умнелле утрĕ.

Хĕвел хĕртет. Вăл хăйĕн каçхи вырăнĕ патне сулăннă пулсан та пĕçертме пăрахмасть: ĕнер çеç тăртанса ларакан сăрт çинчи курăксем паян пуçĕсене уснă, ĕнерхи симĕс тĕсе çухатнă, саралма пуçланă.

Вĕри çав паян, питĕ вĕри. Сăртран аннисенчен пĕри хăвăртрах салтăнса шыва сикрĕ. Шыв хĕрринче пĕр пушă лутка та çук. Пурин çинче те çынсем. Пĕрисем салтăнса шыва сикеççĕ, теприсем шывран тухса кĕпе-йĕм тăхăнаççĕ.

Тухаканнисем хушшинче Хырăç Микули те пур. Вăл Сакмар Паллипе пĕрле ĕçлет пĕр комиссариатра. Шӳреке сăмси çинчи хура куçлăх Хырăç Микулин кулма юратакан куçĕсене пытарса усрать. Унăннах куçлăх пекех хура портфĕль пур. Хура сăран портфĕль Хырăç Микули пысăк вырăнта ĕçленине пĕлтерет. Ун пек портфĕле пĕчĕк вырăнтисем йăтса çӳреймеççĕ. Пĕчĕк вырăнта ĕçлекенсен: переписчăксен, теловотсен, счетовотсен аллинче е кивелнĕ папка, е презентран тунă портфĕль çеç... Вĕсен портфĕлĕсен ăшĕнче те хутран паха япала темĕн чуль шырасан та тупаяс çук... Хырăç Микулин ун пек мар: 15-мĕшпе 30-мĕш числасенче яланах укçа пулать ун портфĕлĕнче. Хырăç Микули бухгалтер. Шалăва яланах вăхăтра парать. Бухгалтерсем хушшинче унтан кĕçĕннисем те сахал мар теççĕ хăш-пĕр çынсем... Анчах вăл мĕнле çын иккенне кайран пĕлĕпĕр. Халь ĕç патнерех пырар-ха.

Малалла

Урăхла


Каллех — «Отелло тутăрри».

Анчах та паянхи ватăлакан Отелло

халь — тавăрмасть. Йăлт ăнланать, пĕлет,

курать — чăн-чăн тĕрĕслĕхĕ

(ав халь, элексĕр-мĕнсĕр,

пулать, — «примитивла» ансат, —

суялăх та ултав).

Отелло — халь — тӳсет анчах... Çапах та

вăл — чăннипех те — савнă çынсăр,

ан тив, ултавлăскерсĕр... Пурпĕрех

чăтать анчах. Пĕлет:

тавăрмалли — никам та çук («тăшман-и»

хальхи вĕç-хĕрсĕр ăçтиçук?).

Çапла халь — хăш-пĕр «элчелсем»

(анчах, тен, питĕ «тăтăшрах»).

Калать: «Шăпа», —

тек, урăх,

вăл — нимĕн те чĕнмест.

Эппин, шăпи çапла: кирек те мĕн пулсан та,

пурăнмалла — Отеллон та... Кайран

ун вилмелле — тавăрусемсĕр,

«саккунлă», мирлĕ йĕркепе.

Ыттисене тивмесĕр,

çухалмалла ун — хăйĕн шăпипе,

пĕчченскерпе.

Инкек


Вăл,

вырăсларах каласан, пултарать

алă хума та

халь хăй çине.

 

Шырать

çĕрĕ-çĕрĕпе

хăйĕнче темле «пăнчă»

(шăпах, тен, лешĕ:

«идея

фикс»):

темĕн ăнланасла —

çăлăнмашкăн —

халех;

 

пур

унра — çавă «пăнчă»,

тен, ансатран ансатрах-тăр,

анчах

епле çавă «темĕнлĕхе»

тавçăрса илмелле?

 

«...Эп

аннене шаннă пек ăна шаннă,

мана вара çав вăхăтра

мĕн кĕтнĕ?

Ултав.

 

Епле-ха

пулмма пултарать

çавăн пек?

Пурнăç

ăрканчĕ

темиçе самантра...»

 

Çыру.

Ан вĕçлетĕрчче çеç

ирччен.

 

Тен,

сĕтелĕ çинче

хĕвел пайăркине

(шанатăп эп) асăрхĕ.. —

ну,

ăнсăртран.

 

«Пăнчă» («проблема-и» тейĕпĕр),

«нимех те марскер»,

ансатскер,

тен,

çĕмĕрĕлĕ,

«уçăлĕ»,

Аслăлăхăн алăкĕ пек:

 

тен,

çынни,

улталаканĕ

Малалла

«Роза çеçкисем...»


М. А.

Роза çеçкисем

хуралма пуçланăн,

пирĕн шур юрсем

тĕл-тĕл хăмăрланнă;

 

роза çеçкисем

çилпеле саланнăн,

пирĕн шур юрсем

ав тĕл-тĕл çухалнă;

 

роза çеçкисем

чун асне пытаннăн,

пирĕн шур юрсем,

тĕлĕкре упранăр, —

 

пирĕн шур юрсем!.. —

 

роза çеçкисем...

Чап


Мухтав хĕлхемĕ тĕлĕкре

Хĕртмен-ши кам чунне?

Эп çуннă чапшăн ĕлĕкрех,

Хам çамрăкрах чухне.

 

Хĕре курсан иленмĕн-и?

Паян та вăл асра.

Куçа шартан илемĕпе

Çӳретчĕ ту касра.

 

Çӳретчĕ... Тупăп-ши меслет?

Тухасчĕ ман чапа.

Ăна саваттăм вилесле,

Савмарĕ хăй пачах.

 

Анчах, тӳссе çав асапа,

Пĕлмен эп, айванскер —

Чăн юрату пăхмасть чапа,

Вăл унсăрах чипер.

 

...Хуйха ирттерĕп кампала?

Асрах эс калани:

«Сана эп шутсăр кăмăллап.

Анчах ман пур... савни».

 

Чăваш хĕрне мухтав та чап!

Вăл халĕ мĕскĕн мар.

Савсассăн çеç тухать качча,

Савмасть пулсан —

Уттар.

■ Страницăсем: 1... 111 112 113 114 115 116 117 118 119 ... 796