Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Ӑшӑ ҫумӑрСӳнми хĕлхемКăра çилсем. Пĕрремĕш кĕнекеВĕлле хурчĕ — ылтăн хуртХăмăшлăха путнă кĕмĕл уйăхСар ачапа сарă хĕрТутимĕр

Ял çĕрле


Каç, хӳме çуммипе вите çывăхнелле шуса пыракан лаша вăрри пек, малтан итем хыçне, кайран ял çине ерипен шуса килет.

Хĕллехи хĕвел анăç çуллахи пек хĕрлĕ мар. Хĕллехи хĕвел анăç тăхлан майлă хурарах пĕлĕтсемпе хупланса илнĕ. Çавăнпа хĕлле ял-сăрт çамкийĕсемпе ял умсем çине хĕрлĕ мĕлке ӳкмест. Анчах — хитре хĕллехи каç.

— Ванюк, улаха кайиччен лашана утă пама ан ман, асту...

Лашана утă парать. Унтан пилĕкне чĕн пиçиххине лайăхрах çыхса лартать те урама тухса каять çамрăк.

Пур килĕре те çавăн пек. Малтан кил-çурта пуçтараççĕ, унтан — урама. Малтан кил-çурта та ачана кипкелесе вырттарнă пек майласа хăвараççĕ те кайран — улаха!..

Çамрăксем урама, ваттисем киле юлаççĕ. Ваттисем — кĕнчеле, пушăт, шĕшлĕ таврашĕнче...

Çĕнĕ сăмах мар ĕнтĕ ку, çĕнĕ мар. Анчах çаплах темшĕн калас килет ун çинчен. Темшĕн кăшт лампă çутипе çуталкаласа ларакан чӳречесенчен чĕвенсех пăхас килет хĕлле. Темшĕн итлес килет çĕрлехи калаçăва. Те шур юртан, те чӳрече петлисем вăрттăнăн чĕриклетнĕрен, темшĕн...

 

* * *

Ак ик чӳречеллĕ пӳрт. Пӳртри лампă çути урама тухса çула урлă каçса ӳкнĕ. Вăл çутă чӳречесем умĕнчи йăмра витĕр килсе тухнăран çул çине ахаль çутă çеç мар, тĕпленĕ çутă пăрахнă. Йăмра тураттисем кăшт ашкăнкаласа тăнăран вăл та, çул çинчи шурă тĕрĕ те ашкăнкаласа выртать...

Малалла

Лирикăллă проза çыравçине


А. А.

 

Тăван сăмахăн чĕлтĕревлĕ,

вĕри таппиллĕ кĕввине

ыр вăй хушса эс кĕртрĕн меллĕ,

илемлĕ, çӳллĕ йĕркене.

Пил евĕр пулнă çакă туртăм

юлайтăр терĕн пиллĕхех, —

чĕр пурнăç чĕртнĕ пек эс куртăн

хальхи ачаш нарспилĕхе.

Ăна эс — чĕрӳнте сăнанă

хавхалану Хунти туса...

Ак санăн Кĕнекӳ, тăванăм:

тивлетлĕ хĕрлĕх пек таса!..

Кăçалхи юр


Хĕветĕр Мадурова

 

Юр — шав кăштăртатать,

Хресчен пек тĕрмешет.

Ав, чăтлăхпа пырать, —

 

Унта вăл çул çӳревçĕ пек çӳрет.

 

Хир çавракалăхне

Майлать вăл, йĕркелет.

Юсать — сăрт кăлтăкне, —

Ăна вăл скульптор пек «гармонилет».

 

Чуна, тĕрек пĕтсен,

Тем сĕннĕ пек ĕрет,

Пĕлтерĕшлен, майпен.

 

Çын ăсĕнче — вăл сăвăç пек ĕçлет.

Хĕр чупакĕ


Ăс-хакăла пуç тайнă тапхăр.

Ракета, атом, этилен...

Çапах çур чечекне мухтатпăр.

Çыратпăр хĕр тути çинчен.

 

Ĕрĕхтерсе кунçул чупать-и —

Йӳçет-ха çамрăклăх çĕпри.

Ах, хĕр чупакĕ, хĕр чупакĕ,

Халь çеç чуптунă пек вĕри.

 

Вăл сан пекех вăтанчăк питĕ.

Епле-ха эс ăна сисмен?

Ун пĕтĕм куçĕ, пĕтĕм пичĕ

Пĕр пысăк юрату иккен.

 

Чуна вăратрĕ пăшăл сасă.

Эс паттăр çын-и е айван?

Эп чуптуса курман пулсассăн,

Мĕнлерех-ши пулăттăм паян?

 

Вăл, юрату, яланлăх юрă.

Ăна мухта эс ĕмĕрех.

Кун пек, тен, ырлăх килмĕ урăх, —

Телейлĕ çын эс пурпĕрех.

 

Ас-хакăл пуç тайнă тапхăр...

Çук, кăмăл çырлисем типмен.

Çур чечекне эпир мухтатпăр,

Çыратпăр хĕр тути çинчен.

Юрату


Чап-мухтав ырлăхне туйса мар,

(Чĕремре ун шĕв юнĕ вĕремĕ!)

Çывăх пулнă çынран курса шар,

Пурнăçа юратма эп вĕреннĕ.

 

Эп тӳр пилĕк нихçан та пулман.

Ман йышра ăна кам-ши хĕрхенĕ?

Ĕçе çеç ал тытса кăмăлтан,

Пурнăçа юратма эп вĕреннĕ.

 

Сивĕре шăннă-кӳтнĕ пĕччен.

Пурпĕрех пуç усмасăр çӳренĕ.

Вилĕме чăр пăхса куçĕнчен,

Пурнăçа юратма эп вĕреннĕ.

Гемма


Çапла, унăн хушамачĕ Геммаччĕ. Вăл пограничникпе эпĕ виçĕ çул хушши пĕрле пурăнтăм. Гемма — сарă çӳçлĕ, вăтам пӳллĕ, хаваслă çынччĕ. Унăн пĕр уйрăмлăх пурччĕ: вăл, çамрăк пулин те, куçлăхпа çӳретчĕ, походсенче те, чикĕре чухне те куçлăхне хывмастчĕ. «Сан куç хурчăканни пекех курать вĕт, хывса пăрах ку инструмента!», — тетчĕç ăна юлташĕсем. Вăл, хăйне çапла каланине хăнăхнипе пулас ĕнтĕ, хывасси çинчен асăнмасчĕ те.

Пĕр каçхине эпир диверсантсемпе хытах тытăçрăмăр. Пралук карта тĕлне çитсен, пирĕн çине вирлĕн пеме тытăнчĕç. Тӳпене вĕçĕмсĕр ракета яраççĕ: тӳпе çуннă пекех туйăнать. Эпир çĕр çумне лăпчăнса выртрăмăр. Унччен те пулмарĕ, диверсантсем пирĕн енне икĕ айккинчен те хĕреслетсе пулеметран шатăртаттарма пуçларĕç. Хырăм çинче шуса, пралук карта патĕнчен иртрĕмĕр. Çав вăхăтра хыçалта хаяррăн ахлатни илтĕнчĕ. Пăхатпăр: пралук çинче пĕр салтак çакăнса тăрать. Ку самантра тăшман вăйлă пенине пула пуçа çĕклеме те çукчĕ. Пульăсем пух! пух! туса пуç патнех ӳкеççĕ. Пралук çинчи салтак тутар ачи Хамидуллин иккен.

— Командир юлташ! Яр мана Хамидуллина çăлма, — тăшман вăйлă пенĕ чухнех чĕнчĕ пограничниксенчен пĕри. Ку — Гемма сасси пулчĕ.

Малалла

Вунпиллĕк çултан


Аннене асăнса

 

Çук — чĕрĕ ырату халь. Тунсăх — пур:

Ăшри юн евĕр... Унсăр — пурнаймастăп.

Халь, — кулленхи ĕç-пуç пек, — ман хĕн-хур.

Вăл — тивĕç пек... Анчах — тĕл пулаймастăп

Çисĕвĕмре, унчченхи пек, сана!..

Хыпарлăччĕ тĕнчӳ! — Ак халь шăпланчĕ.

«Эс» тенĕ вырăнта — çукки кăна!

Чăн уйрăлу, тен, халь анчах пуçланчĕ.

Ӳкерчĕкпе асаилӳ


Эп çывăрнă чухне те хăй ĕçне

Пĕрех тăвать стена çинчи ӳкерчĕк:

Пăхать — чуна çити — ман тĕлĕк витĕр

Египетри Хĕвел туррин сăнарĕ,

Шăп вăтăр ĕмĕр çакă çĕр çинче,

Халь тунă пек, тасан упраннăскер

(Вăл маншăн та çаплах, — таса, çап-çутă,

Ялан ялтрать — пуçелĕк тĕлĕнче), —

Эп ăшăнса сасартăк вăранатăп

Хам ăçтине тӳрех ăнкараймасăр;

Кăштах тăрсан — çапла туйма пуçлатăп:

Эп — пиллĕк-улттăра пек. Ман умра

Атте тăрать — ачашшăн тинкерсе,

Ун ăшă пичĕ витĕр ман çине

Пĕр пĕтĕмлĕ таса сăнар пулса

Пилленĕ евĕр тинкерет пек — халăх,

Египетçăсен мар... — Асаттесем

Чун-чĕм парса упранă тепĕр халăх;

«Çук ним те хĕвелтен аслăраххи», —

Тесе вĕсем паянлăхшăн юрланă;

Иккен, ак, «ют» сăнар та халĕ маншăн

Тăван сасса анчах вăратаять

Ман тĕлĕк витĕр ялтăранă май:

«Çук ним те — аттерен те аннерен

Хаклăраххи...» — Хама кăштах туятап

Эп пиллĕ тăхăм пек... Асаттесен

Çак сăмахне кăшт малалла тăсатап:

Çук ним те — халăхран тĕплереххи,

Малалла

Чирленĕ чух çырнă сонет


П. Эйзина

Нерваль калать: «Ĕмĕрлĕхе каймашкăн

Эп çыхрăм пушмаксен кантрисене,

Сонетăм чипер мар — халалламашкăн:

Асилтерет хĕл кунĕн куккукне».

 

Ун тепĕр йĕркине аса илетĕп:

«Ман шухăш — инвалид çеç», — тет Нерваль.

Каçар, — çак хурлă сăмаха кĕртетĕп

Кунта чăвашлатмасăр эпĕ халь.

 

Чире — çип арлакан пекрех куратăп,

Манра ыратакан вуншар çипре

Эп Пурнăç çиппине ырса шыратăп.

 

Çав шăнăра — Поэзи пек туятăп.

Çĕнтерĕ-ши вăл манăн ӳтĕмре?

Анчах çути ун пур пек — пӳлĕмре.

Хурлăхан


Хурлăхан тесе сана чĕнеççĕ.

Тусăм, мĕншĕн эсĕ хурланан?

Хурлăхан çырли, çу кучченеçĕ,

Шутсăрах сĕтеклĕ, ху куран.

 

Çӳç хуришĕн, тен, çапла чĕнеççĕ.

Пурпĕрех эс савăнса юрла.

Хурлăхан çырли, пурте пĕлеççĕ

Пуринчен те хаклăрах çырла.

 

Куç хуришĕн, тен, çапла чĕнеççĕ.

Пурпĕрех тинкер эс инçене.

Хурлăхан — вĕçев апачĕ, теççĕ.

Вăй кӳрет вăл çăлтăр çыннине.

 

Туратсем садра кăçал та усăк.

Ăнса пулчĕ, курăр, хурлăхан.

Хурлăхан тесе чĕннишĕн, тусăм,

Хурланмастăн, эсĕ — савăнан.

■ Страницăсем: 1... 113 114 115 116 117 118 119 120 121 ... 796