Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Сӗве Атӑла юхса кӗрет. Иккӗмӗш кӗнекеУтартаХура çăкăрХусанЙытă тĕлĕкĕКайăк тусĕПулать-çке пурнăçра

Сенкер сĕмлĕх


(Иннокентий Анненскийрен)

 

Тарăн юр тултарнă пирĕн урама,

Сенквр сĕмлĕх юр çинче чупать пĕрмай.

 

Чӳречем енне вĕлт пăхрĕ те пĕрре,

Эп ăнлантăм: тахçанах вăл чĕремре.

 

Тархасларăм эпĕ, йăлăнтăм ăна:

«Кĕрсе кур-ха, сенкер сĕмлĕх, пул хăна.

 

Тахçанхи тунсăхăма эс сирес çук,

Хăвăнне сирер-и, тусăм, пĕрле чух!»

 

Аякран сасси ун килчĕ ерипе:

«Юратан пулсассăн пырăн-ха йĕрпе.

 

Авăр çийĕн çӳхе пăр сенкерленет,

Вĕçнĕ хыççăн унта канăн пĕр сехет.

 

Ăшăра пире хальччен никам курман...

Кам хăюллă та кам ирĕк, çавă ман».

Ан сивĕн, савни


Икĕ пайлă лирикăллă комеди

 

Комедири çынсем:

Тамара — 22 çулхи хитре хĕр.

Анук — Тамара амăшĕ, 40 çулта.

Микка — 60 çулта, колхозник.

Альтук — 58 çулта, Микка арăмĕ.

Петĕр, Петр николайчă — вĕсен ывăлĕ, 25 çулта.

Настя — вĕсен хĕрĕ — 18 çулта.

Сантăр — колхозри шофер, 24 çулта.

Лена — колхоз кассирĕ, 23 çулта.

Уçтук — Лена амăшĕ, 40 çулта.

Мирун — 46 çулта, колхоз завхозĕ.

Ваççа — клуб заведующийĕ.

Хĕрарăм — 38 çулта.

 

Ĕç халь вăхăтра пулса иртет.

«Юрла, юрла хавас саспа...»


Коля Корчакова, сăвă-юрă ăстине

 

Ан юрласам, пике, çумра

Салхуллă Грузи юррине эс...

А.С. Пушкин

 

Юрла, юрла хавас саспа,

Маттур салтак пек хаклă тусăм!

Эс каясла, эп — каясла

Утатпăр пусăм хыççăн пусăм.

 

Сассу янравлă та таса —

Пайтах сар хĕр асне хăварĕ.

Ăсатĕ-ха хапха уçсах

Пире Асанкасси тутарĕ...

 

Юрла, яш тусăмçăм, юрла!

Сан сăввупа чуна ăнланăп.

Çыран тулли Пасна урлах

Янравлă сассăна тăнлатăп.

 

Мĕн пӳрнĕ-ши пире унта?

Шыв леш енче мĕнле килпет-ши?

Кайма тивет пире кунтан

Салтак пек çаврăнса килмешкĕн...

 

15, юпа, 1963.

Пăчăрлă Пашьел.

«Ӳкĕтлесе ăрăслама та...»


Ӳкĕтлесе ăрăслама та,

Пуçа пĕксе тархаслама та

Çитмест ни ăсăм, ни пĕлӳ.

 

Читлĕх чĕппи пекех туятăп.

Ăш пиçнĕ кайăкла куматăп.

Пуçăм тулли — пин тĕмсĕлӳ!

 

Темскер çитменĕ, тем асапĕ,

Çул тĕлсĕрри, чун хĕсĕрри,

Аваллăх ăрăмĕ — тĕрри...

 

Ăрăсласа ӳкĕтлеме те,

Пуçа усма та эп пĕлместĕп —

Айван-çке пуçăм мĕн тери!

 

1963, 9, юпа.

Пăчăрлă Пашьел.

Тĕкĕр умĕнче


Халь мĕн калам сана, айван тăванăм,

Халь сĕн сунам сана, ыр çын, пичче?

Санпа эп ай мĕн чухлĕ муталаннă

Çак вăрăм пурнăç урлăш-тăршшĕнче!

 

Вĕл-вĕл вĕçет те сарă-хăмăр çулçă

Çавăрăнса ӳкет хура çĕре.

Çапла-çке улшăнуллă тĕнчере:

«Чăнах та ĕмĕт çитрĕ, ĕмĕт тулчĕ,

Мĕскер шутланă — пурте-пурте пулчĕ»

Теекенсем сайра-хутра пĕрре.

 

Шуса килсессĕн анăçран сар пĕлĕт,

Сив пăр та, ăшă çумăр та сапать...

Мĕскер ăрăмлама-ши ĕнтĕ пĕлĕп —

Ăш-чик вăркать-çке, вут ăша хыпать,

Чĕрем те, атнă ут, ылмаш тапать.

 

Халь тем калас ĕнтĕ сана, тăванăм,

Халь тем тесе вăрçас сана, пиччем.

Тем тĕрлĕ путсĕр-нĕрсĕр хушшинче

Мĕне кура санпа эп муталаннă —

Çĕмрен пек харсăр ĕмĕт вĕçевне,

Мана турăсемех пилленине,

Мĕн-ма час-час эп суккăррăн тăлланă?

 

Эп хирĕç тăнă вăрă-хурахпа,

Эп татăк çăкăр панă кĕлмĕçе те.

Ларса калаçнă тăп-тăр ухмахпа,

Ак халь ăсчахсемпе сим-пыл ĕçетĕп.

 

Таса пирĕштисем пек пикесем те

Малалла

Кĕрхи шухăшсем


Шăп. Нимĕн те чĕнмест киленĕçлĕ тĕнче:

Сенкер те ылтăн çил вăркăштарать тавралăх.

Кăтра пуçне тайса тем шухăшлать туйралăх.

Юхмасть пекех Çавал хăвалăх хӳттинче.

Ытарлă тăплăхра, ăс-хавалне пытарнăн,

Ĕшеннĕ Улăпла сăртсем канмашкăн ларнă.

 

Вуншар çиппе тĕртсе тĕрленĕ пек ката:

Сарри те симĕсси, шур кĕмĕл, йĕс те пăхăр,

Ахахĕ те ĕнчи... Туссем, курсамăр, пăхăр —

Мĕн пурĕ ылмашса, çиçсе тăрать кунта!

Асамлă сăрăсем, тĕлĕнмелле ӳкерчĕк —

Çак мар-и çут тĕнчен чи сулăмлă кĕтречĕ!

 

Шур пĕлĕт ластăкки — мăнаçлă тӳпере.

Пĕчченçĕ çул çӳрен... ăçта выртать ун çулĕ?

Тен, тĕрĕслĕх çĕрне çитме вăл тухнă пулĕ.

Ку ĕнтĕ — ĕмĕрхи. Çав астарать пире.

Çын ăсĕпе чунне çавах-çке кунĕн-çĕрĕн

Тек малалла туртать, чĕнет хистевлĕн, чĕррĕн.

 

Пуçламăшĕ таçта. Вĕçне те пĕлме çук.

Вĕçет пек тем пĕрмай, анчах та çук вĕçни те.

Йăл çутă сăрхăнать черчен сенкерлĕх витĕр,

Ни кулă янрамасть, ни пăшăл калаçу...

Тăрна картийĕ пек, çунатлă та салху кăшт,

Малалла

Кăра çилсем. Виççĕмĕш кĕнеке


1

Юра çиекен çурхи çил хĕвел ансанах хускалчĕ те пĕр самант та лăплана пĕлмерĕ, нарăс уйăх хыççăн та чаксах кайман сивĕ хĕл тĕнчине çиленнĕ пек хирсенче тулашса çӳрерĕ, ялти йывăç тăррисене силлерĕ, вĕсен кĕленчерен тунă пек янраса тăракан турачĕсене чăнкăртаттарса тăчĕ. Çĕрле хура пĕлĕтсем тулса çитмен уйăха хуплаççĕ, уйăхĕ хăрах мăйракипе те пулин хура пĕлĕте шăтарса çĕре çутатма ирĕке тухать — хура пĕлĕтсем явăнса иртсе каяççĕ, вĕсен вырăнне урăх пĕлĕтсем пырса çитеççĕ, каллех уйăхпа выляма тытăнаççĕ.

Йĕлмекасси тахçанах ыйха кайнă. Ял варринчи хурал пӳрчĕн тăваткал кантăкĕнче анчах çутă пур. Вулăсра шавлă съезд пулса иртнĕ хыççăн ял Совечĕ суйланă, председателе Хĕр-Ваçкана лартнă, çыру ĕçне илсе пыма Уçкана уйăрнă, вак-тĕвек суту тăвать пулин те, Совет членне Антун кĕрсе кайнă. Вĕсем виççĕшĕ, халăх саланса кайсан, табак туртса тултарнă, йӳçĕ тĕтĕм шăрши сĕвĕрĕлсе пĕтмен, пушанса юлнă хурал пӳртĕнче заседани ирттерме юлнă. Пĕрремĕш заседани! Хĕр-Ваçка ялта кунĕпе чупса та, кунта ларса та ывăннă, урай хăмисене йывăç урипе таккаса çӳрет, сĕтел хушшинче ларакан Уçка умне пыра-пыра тăрать. Антун сак çине тăсăлса выртнă, пĕр аллине пуç айне хунă.

Малалла

«Темĕн чухлĕ юрламан ман юрă...»


Темĕн чухлĕ юрламан ман юрă

Чĕрере, савни пек, пурăнать.

Хăшĕ вĕсенчен çут тĕнче курĕ,

Хăшĕ юрланмасăр пытанать.

 

Вĕсенчен чылайăшĕ хаваслă,

Тунсăхли те, тусăм, сахал мар.

Хурлăхлă юрри калать: «Эп — аслă!

Чи малтан мана, тет, асăнар!»

 

Мĕншĕн-ха çапла хаваслă юрă

Пытанать, ав, ыттисем хыçне.

Çумăр евĕр тунсăх юрри çурĕ

Тасатас тесе çын хуйхине.

 

Хурлăхли вара, чăнах та, аслă,

Итлемест нихçан та никама,

Чĕререн тухать тарса каяслăн,

Тăвăл кăларса хуçаланать.

 

Хурлă юрă мĕншĕн-ха юрлатпăр,

Мĕншĕн макăртатпăр тăвана?

Чăннине паян эпир калатпăр:

Ку юрра юрлать çак самана.

 

23.03.2007.

«Пасна çинче тĕтреллĕ хум тăрать...»


Пасна çинче тĕтреллĕ хум тăрать,

Хырсем çине хĕлхем ӳкет вут айĕн.

Чĕрем шайхуллă, шухăшăм кăра,

Тухса пыратăп, кам мана чарайĕ?

 

Савни те çук, саваканни те çук,

Çак вăрманта чĕре сури тупаймăн!

Асап вĕçне çурса тăкам ку чух,

Тухса пыратăп, эс мана чараймăн!

 

1963, 6, юпа.

Асанкасси кăпере.

Савни хапхи умĕнче


Мĕн тери аван çанталăк,

Шет хитре!

Мăн каска, карта та алăк,

Ик витре.

 

Пĕрене çинче мăнаçлă

Качака,

Мăйраки манирсĕр каçăр,

Çаврака.

 

Çӳллĕ мар пек хыçри алăк

Кĕперри.

Унта пур-ши темле касмăк

Чĕмери?

 

Пурте лайăх, пурте ырă,

Тупата!

Эс кĕтсессĕн эпĕ пырăп

Самантах!

 

1963, ака, 19.

Пăчăрлă Пашьел

■ Страницăсем: 1... 253 254 255 256 257 258 259 260 261 ... 796