Хапăлласа кĕтсе илетпĕр
Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур
хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива
ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та,
уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.
Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.
 — Зоя! Зоя! Чĕрем çăвĕ! Шăккăлатлă канфеткăм... Тутлăран тутлă премĕкĕм... Сĕтпе пыл çăлкуçĕ!
Этемсем анчах мар, выльăхсем те сан çине, Зоя, ăшă куçпа пăхаççĕ, — сана курсан хӳрисене тăратса тăрстин-тăрстин сиксе хавасланса илеççĕ.
Зойăчка! Зойăчкă! Тĕрĕссипе каласан, соя, соя, соя!
Чунăм хавалĕ хăпарса кайнипе, санăн ятна «С» саспаллипе çырас вырăнне «3» саспаллипе çырса хунă. «С»па çырмаллаччĕ, мĕншĕн тесен Зоя ятлă хĕрарăм çинчен мар-ха, урăх соя çинчен пырать манăн ку калаври халапăм. Эп калас соя — пăрçа майлăскер, çимелли япала, çĕр пичĕ çинче ӳссе пулать. Этемсем те ăна хаваслансах çиеççĕ. Выльăхсем те соя утине, соя силосне, соя вăрри чустине пĕр-пĕринпе тĕкĕшсех кавлеççĕ.
* * *
Ваçли мучи Мускава мĕн ĕçпе кайнине каламăпăр. Пынах пĕрре Мускава вăл.
Чăнкăр-чăнкăр трамвайсем, кĕскен мĕкĕрекен автомобильсемпе автобуссем, хучĕсене (этажĕсене) шутланă чухне пуç çинчи карттуса çĕре ӳкерекен çуртсем, магазинсем, урамри кăткă пек хĕвĕшекен халăх Ваçли мучи чĕрипе кăрт-кăрт таптарса, пĕтĕм тăнпуçне çавăрса яни çинчен каласа, паха вăхăта ирттерсе тăмăпăр. Ун çинчен вăл хăй те каласа парĕ. Урăх йышши тĕлĕнтерекен япала курнă Ваçли мучи Мускавра.
Малалла
 Шуçăм пек çиçет Верук,
Пит çинче куççулĕ çук.
Ăна лайăх килĕнче.
Мĕн пулчĕ-ши? Ак, тĕнче!..
Ача питĕ хĕпĕртет.
Сар хĕвел-ши илĕртет?
Чухлăр-пĕлĕр сăлтавне:
Амăш таврăннă килне
Ĕçрен.. Пушă
Ыранччен.
 Çатма çинчи пек эс çунтартăн мана,
Манпа юнашар хăв пĕрре те çунмарăн.
Айван, халь кăна эп ăнлантăм çакна,
Вара сан ултав тĕнчинче тек юлмарăм.
Тĕнче хĕсĕр мар, тĕрлĕ çул пур унта,
Эп кайрăм, эс юлтăн, çулсем пĕрлешмерĕç,
Нимле ырă йĕр те юлмарĕ чунта,
Хĕвеллĕ кунсем çаврăнса килеймерĕç.
Ман пурнăç çут çăлтăр, сан — тĕксĕм кĕтес,
Çурта та пулин эс унта çутаймарăн.
Илтместĕн пулсассăн мĕскершĕн чĕнес,
Хĕвел тĕнчине эс манпа тухаймарăн.
Йăлт çĕрнĕ каска ялкăшса çунаймасть.
Çӳле вĕçеймест ăмăрткайăк çунатсăр.
Иртни каялла çаврăнса таврăнмасть,
Пуш ĕмĕт чечек ӳстермест шыв сапмасăр.
 — Курнă-и эс хура пĕлĕтпеле шур пĕлĕт вăрçнине?
— Курнă-и эс тӳпе макăрнине? Кайьен юн тăкнине?
— Курнă-и эс хĕвел килти çăлри сарçу пек пулнине?
— Чуну ыратнă-и курсан шур хурăн хурлăн йĕнине?
— Пулăшнă-и хăвна йывăр пулсан та инкеклĕ çынна?
— Хăвăн выçă тусна панă-и эс юлашки çăкăрна?
— Пушхирте юлашки тумламна панă-и эс юлташна?
— Сикнĕ-и тарăн шыва çăлмашкăн путакан çынна?
— Аманнă кайăка пулăшма тĕлĕкре вĕçсе курнă-и эс?
— Тусне сутакан путсĕре ятлама сăмах тупнă-и эс?
— Кун пек ыйтусене паратăн эс мĕн-ма,
Курман пулсан çакна епле пултарăп-ха çырма?
 Ман кукка, хĕрлĕ командир Лисицын Кирилл Васильевич, тăван ваттана хӳтелесе ют çĕрте пуçне хунă. Пирĕн килте унăн çырăвĕ упранать. Унта вăл пире, тăванĕсене, хăй ача чухне лартнă хурăнсене пуç тайма ыйтать.
Вилсессĕн те пулсан, юратнă тусăмсем,
Илсе çитерĕр ӳтĕме тăван çĕре.
Курасчĕ ман, лараççĕ-и хурăнăмсем,
Вара ман лăпкă пулĕччĕ чĕре.
Самантлăха кăна эп уçăп куçăма,
Хурăнсене пуç тайăп юратса,
Тăван çĕре, ял-йышăма та урама
Самантлăх пăхса илĕп асăнса.
Вара эп кайăп çывăрма яланлăха,
Телей сунса юратнă халăха.
 Усен-пулансем çуратса пама хатĕрленекен çĕр паян уяв тăвать: большевикла çуракин пысăк ĕçĕсем пуçланса кайнă паян унăн тулăх пичĕ çинче.
Пĕччен хуçалăхлисен анисене кукамай евĕрлĕ суха-пуç йĕрлесе пырать, колхозниксен уй тăршшĕпех тăсăлакан мăн «анине» кӳлмесĕрех кӳлнĕ трактор кăпăшлантарса пырать.
* * *
Хĕвел кăнтăрлана çитет. Сасартăк инкек пулнă уйра. Трактор, чипер ĕçленĕ çĕртех, чăхăмла пуçланă. Çынсем трактор тавра кускаласа кăна тăраççĕ. Пĕри, астăвайманнипе, «ну!» тесе те пăхрĕ трактора, анчах хурçă лаша «ну!» тенине итлемерĕ, вырăнтан та тапранмарĕ. «Тракторисчĕ» аптраса çитнĕ. Вăрçаççĕ ăна та, унăн «помощникне» те, тракторист вырăнĕнче ĕçлеме пултарайманшăн пăскăртаççĕ. Тракториста:
— Кам хăямачĕ чирлеме хушнă ăна хĕрсе ĕçлемелли вăхăтра, — терĕ трактор ураписем çине пăхса, пĕр хура сухал.
— Çынни вилес пек чирленĕ. Ним пĕлми выртать, эсĕ ăна вăрçатăн, — терĕ хирĕç кĕске пиншакли.
— Унтри кунтри — тыр кунти! Тьфу, санпала! Трактор тытса пыма пĕлетĕп тесе мухтанатăн. Ху лартăн та пĕр талăк та сухалаймарăн, трактору чарăнса та ларчĕ, — тесе вăрçаççĕ трактористăн «помощникне».
Малалла
 Çулла илем кӳретчĕ урама
Çурт умĕнчи ем-ешĕл хурама.
Халь витĕнчĕ вăл шурă мамăкпа:
«Епле илемлĕ!» — тĕлĕнет аппа.
Кунта пасар тăваççĕ кайăксем —
Çерçисемпе хитре кăсăясем.
Эп сырăш çакрăм хурама çине,
Ялан хуратăп ирсерен çиме.
Тĕпренчĕкпе сап-сар вир пĕрчине
Сăхаççĕ кайăксем çине-çине,
Куллен хăналанаççĕ... Кур, сăна;
Чĕвĕлтетеççĕ:
«Тавтапуç сана!»
 «Паттăр ĕç тума халь йывăр», — теççĕ
Час-часах çынсем. Вара калатăп:
«Паттăрлăхпа пурнăç юнашар çӳреççĕ,
Кунсерен эп паттăрлăх куратăп...»
Кашни çын çуралнă ырă ĕç тумашкăн,
Ырă ĕç туни вăл — паттăр ĕç туни.
Çăмăл, теççĕ, начар çын пулмашкăн,
Паттăрлăх вăл, тетĕп, чăн-чăн Çын пулни.
 Пире ăссăррисем ялан ăса вĕретнĕ,
Пил суннă ачаран пилсĕррисем.
Таса шыв мар, лачакари шыва вĕретнĕ,
Сиплевçĕсем пулса,
эмеллĕх
палачсем.
Пире сутăнчăксем тасалăха вĕрентнĕ,
Ырра савма вĕрентнĕ пӳтсĕрсем.
Элекçĕсем пире элек те çырар тенĕ,
Чăна савмашкăн чĕннĕ усалсем.
Пуласлăхне çухатнисем пуласлăх суннă.
Çĕршывшăн чĕннĕ кĕрешме иудăсем.
Эпир мĕн ачаран тертпе асапра çуннă,
Курман ниçта та чăнлăх çутисем.
 Тенис шăппăн кĕчĕ
Пӳлĕме:
«Ырă кун сунатăп,
Асанне!»
Кĕтнĕ-тĕр асламăш
Тениса, —
Кăкшăмран вăл ăшă
Сĕт ăсать.
Çатмине сĕрет те
Çупалан
Пĕлем тутлă питĕ
Унпалан.
Ыр асламăш хапăл.
— Лар, хăна, —
Кăмăллăн сăйлать вăл,
— Çи кăна!
Аçу пек, тĕреклĕ,
Пысăк пул,
Тыт хăвна йĕркеллĕ,
Ашшăн кул.
Пĕчĕк хăна тутă
Сăйланать.
Ват асламăш хытă
Савăнать.
■ Страницăсем: 1... 410 411 412 413 414 415 416 417 418 ... 796
|
Шухăшсем
Struggling to get targeted leads to your...
НУРНАТПАР-ХА ТЕСЕ ПЁРИ КАЛАНА вара ...
НУРНАТПАР-ХА ТЕСЕ ПЁРИ КАЛАНА вара ...
Мĕнле пулнă, çаплипех тăрать, заблокиров...
Тархасшăн çак ухмахсен шухăшĕсене тасатă...
Сергей Юшков - Етĕрне районĕнчи Атликаси...
Лайăх сăвă ачасемшĕн...
Темле çын та пур çĕр çинче, тĕлĕнместĕп....
Аван ...
кайăксем чăнахта лайăх чĕр - чунсем