Хапăлласа кĕтсе илетпĕр
Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур
хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива
ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та,
уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.
Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.
Хĕрачасем пӳрт çумĕнче
Лараç хĕвел ăшшинче.
Хăйсем таса, тирпейлĕ,
Пуканисем илемлĕ.
— Ман хĕр маттур, макăрмасть,
Амăшне чăрмантармасть, —
Тесе пĕри юр юрлать,
Пуканине çупăрлать.
— Аçу килте-и, Нина? —
Тесе ыйтать Ульяна.
— Атте кайрĕ вăрмана
Кӳршĕсемпе кăмпана, —
Хуравлать леш юрласа,
Пуканипе выляса.
— Улькка, сан аçу ăçта,
Килте лармасть пуль вăл та?
— Пулла кайрĕ ман атте,
Таврăнмасть вăл каçчен те.
Аттесемпе мĕн тăван,
Канмалли кун вĕт паян?
Пĕрин ашшĕ кăмпара,
Теприн ашшĕ пулăра.
Манăн атте сăрара, —
Тет пĕчĕкçĕ Тамара, —
Сăра ĕçсе савăнать,
Виле ӳсĕр таврăнать,
Çапкаланать, кăшкăрать,
Пире хуса кăларать...
Пĕчĕк ача тарăхса
Йĕре-йĕре калаçать.
Ун сăмахне итлесе
Ват чĕре пăшăрханать.
Ĕçкĕ сиен кӳнине
Пурсăмăр та пĕлетпĕр.
Çапах та хăнасене
Эрехпеле сăйлатпăр.
Малалла
Хваттер лайăх, калама çук,
Ваннăй та пур, кухня та.
Сĕрĕм те çук, хăрăм та çук.
Вĕрет чей те, яшка та.
Кантăксене чĕнтĕр карнă,
Шифоньер пĕр пӳлĕмре.
Урайсене кавир сарнă,
Телевизор кĕтесре.
Илемлетнĕ, тирпейленĕ
Ик пӳлĕмлĕ хваттерне.
Анчах пӳлĕм масине
Ярать ватă асанне.
Диван çинче карчăк выртать
Чирĕпеле ахлатса.
Пĕр кĕрет кинĕ, пĕр тухать
Çиллипеле вашлатса.
Пысăк хваттер илес тесен
Çемье йышлăрах кирлĕ.
Кайран, хваттерне кĕрсессĕн,
Карчăкĕ кама кирлĕ?
Çатма çинче çу чашкăрать,
Кин икерчĕ пĕçерет.
Ачисене ăс вĕрентет,
Диван çине кăтартать:
— Ку дивана салатмалла,
Пружинисем ун начар.
Урăх сăрпа сăрламалла,
Атьăр ăна салатар!
Диван çинче ват асанне
Выртать пĕрмай ахлатса.
Атьсем диван пăтисене
Кăлараççĕ ухлатса.
Асламăшĕ вĕсем çине
Пăхса тăрать хурланса.
Малалла
Ку — манăн ял. Ку — ман тавралăх.
Ку ман тăван кĕтес, Чурпай.
Кунта пурнать ман пĕчĕк халăх,
Илемлĕ вырăнсем нумай.
Епле кунта телейлĕ эпĕ!
Чĕрем те савнăçпа тулать,
Çут ĕмĕтпе инçе вĕçетĕп —
Хĕвелĕ ăшшăн йăл кулать.
Тахçан вăлта йăтса тухаттăм
Эп вăрттăн çеç пĕве хĕрне,
Çынсем курасранах хăраттăм,
Лараттăм эп тирек айне.
Пĕве çинче ялан хаваслă:
Хурсем те пур, кăвакалсем...
Тавралăхĕ, чăнах та, аслă —
Кунтах килеççĕ чарлансем.
Епле чунтан эп юрататăп
Тăван тавралăх илемне.
Чурпай, санпа мăнаçланатăп!
Телей сунап чурпайсене!
«Эс ăçтан?» — тесе ыйтсассăн
Эпĕ: «Хĕрлĕ Чутайран!» —
Тетĕп çав тери хавассăн,
Мухтанатăп та кайран.
Пĕчĕк çеç тăван çĕр-шывăм
Эсĕ манăн Чутай ен.
Ирхине ӳксессĕн сывлăм
Кĕмĕлпе хитреленен.
Сар хĕвел сана ачашшăн,
Пит йăвашшăн çупăрлать.
Санăн кăмăлна туясшăн
Варкăш çилĕ антăхать.
Кайăксем чуна çĕклеççĕ
Чĕвĕл-чĕвĕл сассипе,
Çепĕç туйăм парнелеççĕ.
Çапларах Чутай ирпе.
Кунĕпе таçта васкаççĕ
Питĕ ĕçлĕ чутайсем.
Пур пĕр савăнма манмаççĕ —
Пит хаваслă-çке хăйсем.
Çăлтăрсем каçпа тухсассăн
Куç хĕсеççĕ Чутая.
Пĕр самантлăх чарăнсассăн
Ку вăл пырĕ нумая.
Ман Чутай вăл хăй те çăлтăр,
Çичĕ тĕслĕн çуталать.
Пирĕншĕн маяк вăл пултăр —
Кашниех ăна шанать!
Çăрахви инке, тин çеç тултан кĕнĕскер, аллисемпе чӳрече янаххи çине тĕреннĕ те урамалла пăхcа тăрать.
— Ай-уй, халăхĕ те çав, килеççĕ те килеççĕ, вĕçĕ-хĕрри курăнмасть. Ялавсемпех... Чечексем тата... Ăçтан тупнах ун чухлĕ чечек? — тĕлĕнсе кайнă Çăрахви ваштах каялла çаврăнчĕ те урлă сак çинче пуçне усса ларакан упăшки еннелле пăхрĕ. — Кайса курмаллах пуль.
Çăрахви инке чăлана кĕрое çийĕнчи тутăрне, саппуна улăштарса тухрĕ, упăшкине хирĕç пырса тăчĕ.
— Ашшĕ! Эсĕ пымастăн-им? — ыйтрĕ Çăрахви инке унăшкинчен.
Çтаппан шартах сикрĕ, анчах хăйне алла илме тăрăшрĕ.
— Пуç ыратать. Шарламан та эп сана, иккĕмĕш эрне аптратăп. Ыратать те ыратать.
— Кур-ха эс, пĕтĕм район пухăннă. Çăмăл машинисем пулкипе килчĕç. Шупашкартан та пур, теççĕ. Ял-ялĕсем тата. Хамăрăн ĕнтĕ ачи-пăчисем те тăрса юлман. Атя, тухса уçăл, пуç ыратни те иртпе кайĕ. Пӳртрен те тухса курмастăн та, епле-ха ан ыраттăр ĕнтĕ.
— Ан та минрет, пыраймастăп терĕм сана, — çилленерех тавăрчĕ упăшки.
Çăрахви инке кăмăлсăрланчĕ, анчах урăх йăлăнса тăмарĕ. Пӳрт алăкне кăна хытăрах хупса хăварчĕ. Упăшкинчен иртме хăнăхман вăл.
Малалла
Енутка тус, айванла,
Питĕ тĕлĕннĕ слонран:
— Ту пек пысăк япала
Епле пулнă шăнаран?..
Чĕрĕпке тус айвана
Хăтарать çак нушаран:
— Шăл йерен çынсем кăна
Слон тăваççĕ шăнаран!
Ешĕлкас вăл — пирĕн ял,
Пирĕн ял вăл — Ешĕлкас:
Хаклă маншăн хамăр ял,
Вăл нихçан асран тухмас.
Пирĕн ялăн çыннисем —
Пултаруллă ĕçченсем,
Ешĕлкасăн ачисем —
Çутçанталăк тусĕсем.
Пирĕн ял вăл ĕлĕкрен
Симĕс ылттăнпа пуян, —
Çак яла пырса кĕрсен
Юмахри пекех туян.
— Йытă тус, пĕлесчĕ ман —
Ма ялан эс хамлатан?
— Хам ĕçе тăватăп хам —
Хам темесĕр мĕн калам:
Хам-хам-хам!
— Кушак тус, ма эс мăрлан —
Хăвна çех ялан ырлан?
— Хамра çех ман пархатар —
Ма мăрлатса юрлас мар:
Мăр-мăр-мăр!
Саркайăк юрлать аслă улăхра
Хăйĕн чĕпписем вĕçнĕ вăхăтра.
Ман ăшăм çунать, чĕрем хурланать,
Шур хурăн çумне пуçăм усăнать.
Саврăм эп, Шамиль, сана ĕмĕре,
Çак усал тĕнче уйăрчĕ пире.
Мулли те юнать, пупĕ те ятлать...
Атте-анне те пире ылханать.
«Намăс кăтартрăн, турра эс мантăн,
Тутар ачипе мĕншĕн çыхлантăн?!»
Сана та иккен çĕрпӳртре тытса
Усал тетӳсем лартнă та хупса...
...Тек илтеймĕп эп санăн юрруна,
Тек кураймăп эп санăн куллуна.
Ман яштай пĕвĕм кĕрĕ çĕр айне,
Ман мĕскĕн ятăм киле ял çине,
Ман тăпрам çине чечексем шăтĕç,
Сара кайăксем хурланса юрлĕç.
Чунтан-вартан савса салам яратăп сана. Эсĕ кунтан тухса кайни нумай пулать ĕнтĕ, Тимахви шăллăм! Тавтапуç сана çыру ярах тăнăшĕн. Ман шухăш-кăмăл сан патна шывсемен çитсе килет те — шухăш вăхăта пăхăнмасть, виçене кĕмест, шухăш карти тытма этемĕн тахат çук. Эпĕ янă çырусем, эпĕ çырнă сăмахсем шухăш пек мар, час çитеймеççĕ сан патна. Сан писмесене те виç-тăват эрнере тин алла илсе вулатпăр. Эсĕ пурнан çĕр-шыв пиртен пит инçе те çав. Темиçе шыв, аслă шыв, вĕçĕмсĕр уй-хир, темĕн чул ту, çӳллĕ ту, сĕм-сĕм вăрман — çĕр-шыв хушши инçе, Тимахви шăллăм, кăмăл çывăх. Ан ятла ĕнтĕ мана. Ероплансем ытларах çӳре пуçласан пирĕн писмесем те еропланпа хăвăрт çӳрĕç те-ха ĕнтĕ ăна. Хам ватă, йӳтенĕ пирки сăмахсем те вырнаçмаççĕ пулас та-ха ман. Уншăн те ан çилленсемччĕ.
Инкӳ те, Веруç та сана пысăк салам яраççĕ.
Ĕнтĕ çак çитес кĕркунне Веруç çиччĕ тултарса саккăра каять. Эс кайнăранпа вăл тата ӳсрĕ пăртак. Веруçăн аялти шăлĕ иккĕ ӳксе шăтнă, ӳснĕ пăртак. Çӳлти шăлĕ те иккĕ ӳкнĕ. Пĕри шăтнă, ӳсет, тепри шăтайман-ха. Веруçăн шăлĕсем хамăнне пăхнă — çӳлти, малти, шултра шăл, аялти — вĕтĕрех. Ун кăмăлĕ те пăртак хама туртнă-и, тен, те. Хам пекех, çынна ытла пит шанать пирĕн Веруç та. Ытла таса кăмăллăран пуль кирек кама та сăмах хушать, такампа та юмахлать. Хама ырланă пекле пулчĕ-и, тен-ха та, ку ман сăмах.
Малалла
■ Страницăсем: 1... 500 501 502 503 504 505 506 507 508 ... 796
|
Шухăшсем
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...