Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Авăн уйăхĕИрĕк çилЙĕрсем çухалмаççĕТĕрлĕ тĕрĕллĕ тĕнчемУй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑКĕтмен венчетАтте пилĕ

Йытăпа кушак


— Хам-хам, халĕ çием,

Шăм пулсан хам кăшлам,

Пĕртак сана пулăшам,

Пĕрле пурăнар.

 

Пĕркунне хăвна

Хăна тунăччĕ.

Юлашки пăтта

Сана панăччĕ;

 

Тус-йышлă пулар, —

Терĕ, тет, йытă

Аш çиекен кушака.

 

— Мăр-мăр, мăшăр мар,

Пĕрле çиме кирлĕ мар,

Парсанах йăтăн-хыпăн,

Кайса чикĕн карланка.

 

Пулĕ çиесси,

Анчах мĕн усси?

Йывăрлатать шăмшака,

Хăш чух хăстарать,

Е пыра ларать,

Инкек çукран инкеке

Тĕк тунă чух мĕн шырас?

Ашĕ те çав лептĕрке,

Епле унпала сăйлас? —

 

Терĕ, тет, хирĕç

Кушак мăрлатса

Кукăр хӳреллĕ йытта.

Хăй çавăнтах кĕç

Хăпарса карĕ, тет, часрах

Йывăç çине ашĕпех.

 

Йытă аялтах,

Çăварне уçнипех,

Тăрса юлчĕ, тет,

Хӳрине усса,

Шăртне тăратса,

Калла кайрĕ, тет.

 

Çинĕ чухне: кашăк пар,

Ĕçленĕ чух: сывă мар.

Хăна тусан — хурăнташ,

Хамран ыйтсан — ан паллаш.

Çапла пирĕн тĕнчере

Паян кун та ĕмĕртен.

Савнине


Сарă вăрăм каччă çинче

Кĕпен умне тĕрленĕ.

Çавна курсан, чĕрӳ çинче

Савнă тусу тĕлленĕ.

 

Хĕвел ансан, каç пулсассăн,

Урамалла тухса пăх.

Йăкăр-якăр яш утсассăн,

Савни мар-ши, тесе пăх.

 

Çын выртсан, тĕттĕмленсессĕн,

Чӳречене уçса яр.

Варли сасси илтĕнсессĕн,

Асна илсе йĕрсе яр.

 

Мамăк тӳшек çине выртсан,

Пуçу айне çитар хур.

Ыйăх вĕçсе, ăш вăркасан,

Тĕлĕкĕнте мана кур.

 

Сат пахчинче улма пиçсен,

Сат варрине тухса лар,

Хĕвел ансан, çурçĕр çитсен,

Савнă тусна чунна пар.

 

Мăшăр кайăк пĕрле ларсан,

Чуптунине пăхса тăр,

Ир те, каç та, ху манмасан,

Савнă тусна кĕтсе тăр.

Кĕркуннехи юрă


Сĕм вăрманăн çулçийĕ,

Çулла пулсан, — кашлани,

Кĕркуннене çитсессĕн —

Çил-тăвăлпа саланни;

 

Çамрăк пуçăн çитĕнни —

Ача чухне савăнни,

Ара кĕрсе çитсессĕн —

Хуйхăпала пусрăнни.

 

Кăнтăр енне, çур енне

Кайăк кайрĕ сивĕрен,

Кайăк тинĕс уттине

Канма анчĕ йĕркерен.

 

Аслă ĕçкĕ-çикĕрен

Салантăмăр кăмăллă.

Часах курас çуккинчен

Пирĕн пуçсем хуйхăллă.

 

Кĕркуннехи пĕлĕтсем

Çĕр çумĕпе шăваççĕ,

Кĕмĕл-ылттăн çăлтăрсем

Çиле хирĕç чупаççĕ.

 

Пирĕн юлташ-тантăшсем

Пуçа чиксе утаççĕ,

Шуратакан шухăшсем

Умĕсенех пыраççĕ.

Урапа


— Шăлтăр-шăлтăр урапа,

Ăçта кайрăн, урапа?

— Кайрăм, кайрăм урапа

Утсем валли ут çулма.

— Шăлтăр-шăлтăр урапа,

Ăçта çултăн утăна?

— Çултăм, çултăм урапа

Парлак çинчи курăка.

— Кампа çултăн, урапа,

Кампа çултăн утăна?

— Çултăм, çултăм урапа

Атте тарçи Елеçпе.

Атте тарçи Елеç пур,

Унăн çави вырăсла:

Пĕр çавăрса кастарсан.

Ик ытама кĕрес çук.

Шăрттан


Салтака кайма ят тухрĕ. Эпĕ курсант тумне тăхăнма кăмăлларăм. Çар комиссариатĕнче манăн шухăша ырларĕç. Эпĕ Омскри çар аслă училищине суйласа илтĕм.

Палăртнă вăхăтра Шупашкартан вунпилĕк çамрăк Канаша çул тытрăмăр: иккĕш-виççĕш — ял ачисем, ьптисем — хуларан. Эпĕ заводра ĕçленине шута илсе çар комиссарĕ мана çав ушкăнăн асли пулма палăртрĕ. Канашра çĕр каçнă хыççăн Омска çитекен пуйăс çине лартăмăр. Вакуна вырнаçсан кăнтăр апатне пуçтарăнтăмăр.

Кашнин салтак кутамкки пур. Кам мĕнле апат-çимĕçпе пуян, çавна кăларчĕ. Халĕ ĕнтĕ эпир пĕр çемье. Пур — пĕрле, çук — çурмалла. «Кăлпасси санăн, чăкăчĕ манăн» тесе уйăрса тăмастпăр.

Шупашкар районĕнчи Улати кутамккинчен сĕтел çине шăрттан кăштăрт кăларса хучĕ. Чăн-чăн чăваш шăрттанĕ. Салтак ачисем ку хура-хăмăр питлĕ чăмăрккана курсан: «Ку мĕн ара? — тесе Улатирен кулма пуçларĕç. — Çимелли япалах-ши ку? Вăркăнтар ăна кантăкран!»

Эпĕ çакăн пек шăрттана Ехрем хуçа Чулхула ярмăрккинче сутса палăрнине пĕлтертĕм. Акăлчан купсисем тутанса пăхнă та ăна питĕ килĕштернĕ. Вара вĕсем шăрттан усламçипе çак çимĕçе тăтăшах туянса тăма алă çапаççĕ. Çавăн хыççăн Ехрем хуçа чăваш шăрттанне ют çĕрсене Атăл тăрăх пăрахутпа тăтăшах ăсатнă. Техĕмлĕ типĕтнĕ какай вĕт. Сивĕрен те, шăрăхран та хăрамасть. Виç-тăватă çул мар, вуншар çул та упранма пултарать тенине те илтнĕ. Çавăнпа чăвашсен салтак ачисене шăрттан парса ярасси йăлана кĕнĕ. Çавна шута илнĕ ĕнтĕ Улатин ашшĕ-амăшĕ.

Малалла

Вăхăт


Вăхăт шăвать васкаса,

Вăхăт шăвать сиккипе...

Вылямасан-кулмасан

Вăхăт сая кайнă пек.

Хурахла выляма


Пистолет та пăшал алăра

Ачапча чăмăртать çатăрах.

Хальлĕхе — хурахла выляма:

Çапăçма, вĕлерсе ваклама...

 

Телевизор, ара, вĕрентет:

«Хăвăра чи мала хурăр, — тет. —

Кам сана пăхăнмасть — çатлаттар,

Вара пулăн маттур та хастар».

 

Вăрçăлла, вăрăлла, хурахла...

Май килмест-ши вара урăхла?

Çынсене пулăшас тĕллеве

Ма хывмаççĕ-ши халĕ тĕвве?

 

Лайăха тăрăшмаççĕ ерме —

Чун-чĕре ырлăхне ӳстерме.

...Алăра пистолет ачасен.

Мĕн-ши пулĕ ӳссен, çитĕнсен?

Пушар автонĕ


«Уксах лаша» клуб пуррине

Эпир илтменччĕ.

Паян вăл пирĕн чĕрене

Кĕрсе тĕпленчĕ.

 

Çапла. Вăп пĕтĕм Раççее

Кисретрĕ хыттăн.

Такам пур тĕпсĕр кĕсйине

Чикесшĕн ылтăн.

 

Сиксе тухать унта-кунта

Пушар автанĕ.

Ахальтен мар ку, тупата,

Тӳр çын ăнланĕ.

 

Фронтри çар сводки пек паян

Илтсе тăратпăр.

Кунран кун эпĕр санпалан

Пăшăрханатпăр.

 

Пандора ещĕкне тытса

Çук хупаканĕ.

Çавăнпала сикет тухса

Пушар автанĕ.

Ултавçă çав пасар


Сутуçă ĕçĕ çăмăл-и,

Ăна хăй çеç пĕлет,

Хĕлле шăнса кӳтет алли,

Чăтма, тӳсме тивет.

 

Ура çинче вăл кунĕпе,

Хĕвел çинче çулла,

Хитре, чипер артистка пек

Хаваслă пулмалла.

Кашни илесшĕн йӳнĕлле,

Тавар сутас тесен,

Майне-шайне те пĕлмелле,

Пĕлмерĕн тĕк — пĕтен.

Палаткăри сутуçăсен

Хăйсен асли те пур,

Гарем хуçи пекех ĕçсен

Хăйне тытать çав мур.

Рэкетирсем каç еннелле

Пухаççĕ куланай,

Ан хирĕçле, тӳлемелле,

Чĕрре кĕрсе ан кай.

Кӳрентерме пуçтахсене

Пачах та юрамасть,

Милици рэкетирсене

Пĕлсен те шарламасть.

Çапла çав, хӳтлĕхсĕр çынна

Инкек-синкек кĕтет,

Пĕр ушкăн сан палаткăна

Тĕртет те тӳнтерет.

Пасар тĕнчи вăл супăшнă,

Ултавлă çав пасар,

Сутуçă ĕçĕ тупăшлă,

Анчах та çăмăл мар.

Чи лайăх арăмсем — пĕр класра вĕреннисем


Иртнĕ хĕлле, Çĕнĕ çул хыççăн, пĕр кпасра вĕреннисен тĕлпулăвĕ пулчĕ. Ай-вай-вай, вăхăт çĕмрен йĕппинчен те хăвăртрах вĕçет иккен! Эпир шкул пĕтернĕренпе — шутлама та хăрушă! — çирĕм çул иртрĕ.

Палăртнă кун, тĕрĕсрех, шăматкун каçхине, тăван шкулта пухăнтăмăр. Пĕр кпасра вуникĕ хĕрпе вуникĕ арçын ача ăс пухнă эпир. Тĕлпулăва пурте килнĕ. Эппин, пурте ырă-сывă!

— Ачасем, парта хушшине ĕлĕкхи пекех икшерĕн ларса тухăр-ха, — сĕнчĕ класс ертӳçи пулнă, хими вĕрентнĕ Мария Трофимовна. Сăмах май, ăна эпир шӳтлесе «Марье аппа» е «химичка» тесе чĕнеттĕмĕр. Хăй илтмен чухне, паллах, çурăмĕ хыçĕнче. — Кампа кам юнашар ларнине астăватăр-и?

Ара, кӳршĕсене мĕнле манăн? Эпĕ ав вунă çул хушши Люççапа, отличницăпа, пĕрле ларнă. Вăл халĕ те хĕр чухнехиллех çырла пек хитре.

Çапла, эпир — халĕ ĕнтĕ çулланнă арçынсемпе хĕрарăмсем — парта хушшине мăшăрăн-мăшăрăн вырнаçса лартăмăр. Çирĕм çул иртмен те тейĕн.

— Хăшĕ-пĕри пĕр-пĕрне чылайранпа курман та пулĕ-ха? — кăмăллăн калаçатъ Мария Трофимовна, иртнĕ çул тивĕçлĕ канăва тухнăскер. — Эсир мĕнле — пĕлместĕп, эпĕ вара сире пурне те ятран та, сăнран та аван астăватăп. Хăçан кама химипе «иккĕ» лартса пани те куç умĕнчех.

Малалла

■ Страницăсем: 1... 499 500 501 502 503 504 505 506 507 ... 796