Хапăлласа кĕтсе илетпĕр
Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур
хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива
ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та,
уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.
Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.
Сар сĕтел те шурă çитĕ,
Ытарайми çимĕçсем...
Çитĕ ĕнтĕ, ларса çи, тет,
Амăшĕ хĕрпе чĕнсе.
«Тăнă шеппĕнех вуласшăн,
Тăтăш хут та кĕнеке.
Эп пĕлетĕп — эс пуласшăн
Питĕ нумай пĕлекен».
Кăштă, хĕрĕмçĕм, канасчĕ
Тухса курччĕ пахчана.
Пăх-ха, авă йăлт çаралчĕç
Йывăçсем те тахçанах.
Çук, анне, эп ывăнман-ха.
Вăхăт çук-ха уçăлма.
Ан вула теме эс ман-ха,
Пĕлмелли нумай çав ман.
Ăмăрту пырать-çке пирĕн.
Эп тухасшăн чи мала,
Çавăнпа та кашни ир эп
Тек çыратăп та вулап.
Митюк тухрĕ урама,
Хăй шăхличĕ вылятать:
Тӳрӳ-тӳрӳ! Ти-ти-ти!
Хăй шăхличĕ вылятать.
Митюк пĕлĕте пăхать,
Ай, мĕскер унта кĕрлет?
Тӳрӳ-тӳрӳ! Ти-ти-ти!
Ай, мĕнскер унта кĕрлет?
Ак, курчĕ те тĕлĕнет:
Сакăр самолет килет.
Тӳрӳ-тӳрӳ! Ти-ти-ти!
Сакăр самолет килет.
Ав, вĕсем епле кĕрлеç,
Унта летчиксем килеç.
Тӳрӳ-тӳрӳ! Ти-ти-ти!
Унта летчиксем килеç.
Хăвăртрах эпир ӳсер,
Летчиксем пулса вĕçер.
Тӳрӳ-тӳрӳ! Ти-ти-ти!
Летчиксем пулса вĕçер!
Пĕр уçланкăра 37 пĕртăван пурăннă тет. Амăшне Сас палли тесе чĕннĕ. Çемьере 13 хĕрпе 24 ывăл пулнă. Вĕсенчен иккĕшĕ Ь тата Ъ — калаçма та пĕлмен. Амăшĕ 2 ачишĕн хытă куляннă, тем пекех калаçтарас килнĕ вĕсене, юмăçа та кайса пăхнă, усси пулман. Э, Ĕ, Ӳ, И хĕрĕсем çемçе кăмăллă, А, Ă, О, У, Ы — кăмăлĕпе çирĕпрех, калаçасса та хыттăнрах калаçма юратаççĕ. Йĕкĕрешсем Е, Ă, Ю, Я пиччĕшĕпе — Й сас паллипе туслă, кăмăлне кура икĕ сасăпа шăхăркаласа çӳреççĕ. Чĕлхесĕр Ь тата Ъ пиччĕшĕсем çумне хĕсĕнме юратаççĕ. Сас паллин ывăлĕсем те тĕрлĕрен: улттăшĕ В, Й, Л, М, Н, Р пĕрмай янăраса çӳреççĕ, ялан тем çитмест. Çав хушăрах пиллĕкĕшĕ Б, Г, Д, Ж, З хăйсен мăшăрĕсемпе П, К, Т, Ш, С-па пĕр çăвартан, шăкăлтатса пурăнаççĕ.
Сас паллисем уçланкă варрине пуçтарăнма юратнă. «Ачасем, икерчĕ пиçрĕ, икерчĕ çимелле»,-чĕнчĕ амăшĕ ачисене. Ирхи ăшă сĕтпе икерчĕ çинĕ хыççăн чашăк- тирĕке пуçтарса тирпейлерĕç пĕртăвансем, канма ларчĕç. Кĕçех уçланкă сас паллисен шавĕпе тулчĕ: Ю юрлать, Т ташлать, К кулать, ыттисене култарать, С сиккелет те силленет, Ç çыру çырать, В вулать, вĕренет, А ахăлтатать, Ч чĕпĕтет, Ы ыраттарать, Ӳ ӳлет, Ш шавлать, М макăрать, Й йĕрет, Х хитренелет, Ĕ ĕçлет...
Малалла
— Мĕнле пурнан? —
ыйтать манран хресчен,
Эп инçетрен яла пырса çитсен
Те шӳтлесе, те чăнласах калатăп:
— Тунката кăклатăп...
— Мĕнле пурнан? -
чăрр! тинкерсе куçран,
Ыйтать те ырă тус-тăван манран:
— Хуллен-хуллен-çке... Чăвашла, —
вăлтатăп, —
Çăлтăр шутлатăп...
— Мĕнле пурнан, ачам? — ыйтать анне,
Çунаттине сарса ик хул çине.
— Аван! Чипер! — вăтанарах кулатăп, —
Телей шыратăп...
Аннем чĕри тапать ман кăкăрта,
Тасалăхĕ ун — ăшă кăмăлта,
Эп саврăм унпала этемлĕхе, —
Мухтав сана, анне, ĕмĕрлĕхе!
Атте чĕри тапать ман кăкăрта,
Вăл харсăр арăслан та, кăйкăр та,
Вĕрентрĕ вăл мана тĕрĕслĕхе, —
Мухтав сана, атте, ĕмĕрлĕхе!
Туссен чĕри тапать ман кăкăрта,
Вăл нихăçан сӳнми шĕл кăвартан,
Ун ăшшинче упрарăм пĕрлĕхе —
Мухтав сана, туссем, ĕмĕрлĕхе!
Савни чĕри тапать ман кăкăрта,
Чуна чĕм кĕртекен хевти пуртан
Вăл чĕртрĕ туйăмри хĕрӳлĕхе, —
Мухтав сана, савни ĕмĕрлĕхе!
Çĕршыв чĕри тапать ман кăкăрта:
Мĕльюн чĕре, юнташлă йыш пуртан,
Упрать ытарайми ирĕклĕхе, —
Мухтав сана, Çĕршыв, ĕмĕрлĕхе!
Пур сивĕнми чĕре ман кăкăрта:
Вăл — халăхăн, хăрми тĕп тымартан
Вăй-хал парать вăл вилĕмсĕрлĕхе...
Тав, халăхăм, сана ĕмĕрлĕхе!
(юрă)
Эпĕ çил пулса шаккарăм
Сирĕн кантăкран.
Вĕлтĕртетрĕ шурă карă
Хаш! Сывланăран...
Мĕншĕн эсĕ тухса кайнă
Çырлана пĕччен?
Эп çырла пулса ларатăп
Сан çулу çинче.
Сан çулу çинче...
Тен, ăна курмасăр пырăн
Çиле хирĕçех.
Питĕ лайăх, питĕ ырă,
Çилĕ вăл — эпех!
Çилĕ вăл эпех...
Утма çулпа каятăп хулана,
Ал çупрĕç лăпкăн çулçăсем çăт-çат.
Пĕр айккинче шур хурăн хумханать,
Тепĕр енче юман тем калаçать.
Иртмессерен ик йывăç хушшипе
Вĕсем пире ялан курнаççĕ халь
Нарспипеле Сетнер яланлăха
Пĕрле пулмашкăн хирĕç утнă пек.
Хула универмагĕ çывăхĕнче икĕ тантăш — Çăхан Аннипе Ясмăк Варукĕ тĕл пулчĕç. Анна, пуян ашшĕпе амăшĕн пĕртен-пĕр хĕрĕ, пĕчĕклех мăн кăмăллăччĕ, хăйне ыттисенчен çӳллĕрех те мăнаçлăрах тытатчĕ. Вăтам шкулта вĕреннĕ чухне вара модăна хăвалама пуçларĕ. Шукăль тумланса çӳрекенскерĕн икĕ аллинче те пĕрер кĕмĕл çĕрĕ, хăлха çунаттисенче — кăваррăн хĕмленекен хаклă йышши алка, мăйĕнче — чĕре евĕрлĕ ылтăн кулон... Халĕ те хăнăхнă йăлине пăрахайман пулас ав, йăлкăшса-çиçкĕнсе кăна тăрать саççим.
— О, Варя! — терĕ вăл тантăшне ыталаса. — Курманни çĕр çул! Ну, каласа пар: мĕнле пурăнатăн, ăçта çĕмĕрттеретĕн?
— Пурăнкалап хуллен-майĕпен, — сăпайлăн тавăрчĕ лешĕ.
— Пирĕн вăхăтра хуллен пурăнма юрамасть, Варя, — иртен-çӳренсене хăйсем çине пăхтарса кĕрлерĕ Анна. — Çĕр çĕмĕрмелле!
— Э, ăçта унта унашкалах алхасма...
— А ма? «Эмансипаци» текеннине ахаль туса панă-им пире? Асту, хальхи вăхăтра хуçалăх тилхепине эпир, хĕрарăмсем, тытатпăр: ача çурататпăр, космоса вĕçетпĕр, пуçлăх тенкелĕ çинче саркаланса ларатпăр.
— Хăвăн пĕчĕккисем миçе сан, Анна? Ятранах чĕннĕшĕн каçар мана, сахал вĕреннĕ хĕрарăма.
Малалла
Çуркунне, шыв-шур кайсассăн,
Çутçанталăк çĕнелсен,
Çĕр сывла пуçлать хаваслăн
Вăй илсе сар хĕвелтен.
Çĕр сывлать. Çӳлте шăваççĕ
Çивитти пек пĕлĕтсем,
Анлă уй-хирсем выртаççĕ
Вăрлăх акасса кĕтсе.
Кăпăшка тăпра килентĕр,
Ăшă çумăр, хатĕр пул!
Çĕр-аннемĕр çитĕнтертĕр
Пысăк тухăçлă тыр-пул.
— Çĕр сывлать! — тесе калатчĕ
Çуркунне çитсен атте,
Çиессӳ килсен кулачă
Упрасам çĕр хăватне.
Ирхи сывлăм ырă, уçă,
Ыталас килет çĕре.
Пит хавассăн та, пит уççăн
Савăнать хастар чĕре.
Лăпкă çилĕ кассăн-кассăн
Вăшăрхать кăнтăр енчен.
Ирлеле тухса пăхсассăн,
Пĕлĕт шăлтах — кĕленче.
Паян ир хире васкарăм,
Чĕрем туртăнчĕ унта.
Ах, епле пурте хастаррăн
Тăрăшсах ĕçлет кунта.
Бригадир — Курак Шарушкин,
Тухнă пуринчен малтан.
Ак, курап, тата пĕр ушкăн
Васкаса килеç ялтан.
Вуник касă акаканĕ
Га çине ӳкнĕ тӳрем.
Вăхăтсăр ларса кам канĕ,
Кам пăрăнĕ çак ĕçрен?..
Кĕрлесех шавларĕ трактор,
Колхозниксемпе пĕрлех.
Уй илемĕ — хурçă паттăр —
Ун илемĕ — ĕмĕрех!
Ăмăртса ĕçлет бригада
Колхозла çуракинче.
Рапорт çитĕ Мускава:
«Çĕнтерӳ — ир акнинче!»
■ Страницăсем: 1... 548 549 550 551 552 553 554 555 556 ... 796
|
Шухăшсем
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...