Хапăлласа кĕтсе илетпĕр
Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур
хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива
ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та,
уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.
Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.
А.Воробьева асăнса
Элчел çинчен халь шухăшлас-и? —
Тин чĕрĕлнĕ çурхи тĕнче.
Хĕрсем карталанса ташлаççĕ
Слакпуç урамĕ варринче.
Виç аркăллă, хăюллă-сăслă
Кĕпи вĕсен епле хитре!
Пăхса ларасчĕ тарăн ăслăн —
Тем мурĕ йăлкăшать питре...
Ах, çаврăнаççĕ, явăнаççĕ
Нарспи инке йăмăкĕсем!
Эх, мĕншĕн, мĕншĕн эп хăна-ши! —
Чун хурланать аса илсен...
Тен, пиллĕ Слакпуçне эп килнĕ
Кăштах, кăштах кая юлса...
Вăтанчăклăн çĕн ӳсĕм кинĕ
Куçран пăхать-ха йăл кулса.
Пăхать вăл вăрттăн, шунă майăн
Чечек пек ташă картинче.
Тен, туйăнать?.. Мĕнех, нумаййăн
Йăпанакан çак çĕр çинче...
Поэт час-час телейсĕр пулнă
Пурнăçĕнче, юратура,
Вилсен анчах ăна чыс тунă —
Пĕр майлă, шăпине кура...
Епле асаплăн, тертлĕн сӳннĕ
Мухтавлă, аслă Кĕçтенттин!
Çитейрĕ унăн çутă кунĕ
Ытла кая юлса, халь тин...
Ăна савса калатпăр сăвă
Хăй ялĕнчи бюст умĕнче.
Чунра — е кӳренӳ, е тăвăл:
Малалла
Çăлтăрсен çути юхать ман витĕр,
Хĕмленет ăрши куç шăрçинче.
Çутă кĕввинче чĕнӳ пур — илтĕр:
Тĕнчене хыпар ярать тĕнче.
Кам кăна илтет — асамлă тунсăх
Тыткăнлать чунне ĕмĕрлĕхе:
Шăрăх пек, тиет, çунать вăл унсăр,
Туйнăн çăлтăр чĕртнĕ пĕрлĕхе.
Çăлтăр çутине курман çын пилсĕр,
Çутă чĕнĕвне манни — пĕччен.
...Çăлтăрсен çути юхать ман витĕр,
Хĕм сапать ăрши куç шăрçинчен.
Вăрлăхне кура пулать пур çимĕç, —
Вĕрентетчĕç ваттисем пире.
Ĕмĕртен çавна сăнанă имĕш
Çын çамка тирне пĕре-пĕре.
Сиплĕ çумăр та, хĕвел ăшши те
Кирлине, паллах, манман вĕсем...
Эп çакна ас илтĕм, шурă çитĕ
Çаврака сĕтелĕме витсен.
Çĕр çынни... Епле пĕлсе, хаваслăн
Вăл çĕре хĕвел пĕрчи акать!
Çавăнпа пуль çăкăрĕ чăвашăн
Хĕвелпе Çĕр евĕр çаврака.
Çавăнпа анчах-ши? Çук-тăр, çук-тăр:
Акнă чух та вут умĕнче
Йӳçнĕ чустине унанă чух та
Шухăшĕ ун — Çĕр туртăмĕнче...
Çĕр çыннин тĕнчи ял пулнă ĕлĕк.
Халь — уçăлнăçем ăс, чун тӳпи —
Каçсерен курать вăл тертлĕ тĕлĕк:
Хăратать Çĕр чăмăрĕн шăпи!
Хĕç-пăшалсăр, вăрçăсăр тăвасшăн
Сирĕччĕ Çĕртен пур амака!
Çавăнпах пуль çăкăрĕ чăвашăн
Хĕвелпе Çĕр евĕр çаврака.
 Çĕрĕпе çумăр лӳшкерĕ. Чутах тĕнче йăтăнса анатчĕ. Тĕнче йăтăнсах анмарĕ, анчах та темиçе çăлтăр çĕр çине ӳкрĕ. Чутах путса вилетчĕ, юрать-ха, сиксе тухма ĕлкĕрчĕ, кӳлĕ хĕррине çитсе вырнаçрĕ.
Кушак çури тутлă ыйхăран вăранчĕ, çăвăнчĕ, тумланчĕ, уçăлма тухрĕ. Пушмакĕсене вараларĕ, кӳлĕ хĕррине çума пычĕ.
Ку мĕскер? Кӳлĕре мечĕк тĕс — мечĕк мар, çăмха тес - çăмха мар, илĕртӳллĕ йăлтăркка вырта парать. Кушак çури асăрхана-асăрхана кӳлĕ хĕрне анчĕ, çаврашкана хăй патнелле кустарчĕ. Шывран туртса кăларчĕ, унпа выляма пуçларĕ. Апла та капла кустарать, унталла-кунталла чуптарать, шăлпа çыртса пăхать, чĕрнисемпе чăрмалать. Хăюлланăçемĕн хăюлланчĕ, çăлтăра çыртса пăхрĕ, татах, татах, хăй те сисмерĕ, çăлтăра çăтса ячĕ. куç умĕнчех çуталчĕ. Ăна-кăна нимĕнех те ăнкараймарĕ-ха. Ăнсăртан кӳлĕ çине пăхсан хăй куçне хăй ĕненмерĕ: шыв ăшĕнчен ун çинелле йăлтăркка çăмха пăхса тăрать. Ахаль те йăлтăр куçĕсем çиçĕм евĕр йăлт-ялт тăваççĕ.
Савăнсах кайрĕ айван кушак çури:
— Эп халĕ пуринчен хитри!
Хăйĕн хитре çи-пуçне кăтартма кил картине чупса кĕчĕ. Чупса кĕме ĕлкĕрчĕ çеç, — ун çине хĕрлĕ автан сиксе ларчĕ. Автанĕ çавнашкалскер: хăйĕнчен хитре тумланакана юратмасть: ача-и, ватă-и, çамрăк пăру е пĕчĕк йытă çури, тӳрех сиксе ларать. Йăлтăркка кушак çурине курсан çилленсех кайрĕ, чутах таткаласа пăрахатчĕ. Автанне кура чăххисем те вĕтĕлтете пуçларĕç. Юрат-ха, кил хуçи — ватă йытă — пулăшрĕ. Пулăшман пулсан — пĕтетчĕ. Кама çăлнине курсан хăй те кушак çури çине вĕре пуçларĕ.
Малалла
Сахалинра сахал иккен хĕвеллĕ,
Ăрша вылянă, кăмăллă кунсем.
Эп вырнаçса ларатăп халĕ меллĕн
Нивх патĕнче, пит тарават вĕсем.
Халь çуркунне, анчах та вăл салхуллăн
Çуни çине пăхатчĕ тинкерсе.
Ӳпĕнтерсе, ăна хăяккăн хунă,
Кайран вăл пурпĕр кирлине пĕлсе.
Вăл кирлĕ пулĕ, сив çил хирĕç касĕ,
Нивх çыннипе эп юнашар ларса
Кӳршĕ яла вĕçтерĕп: сив хĕл каçĕ
Куçмашкăн пуçлĕ, çунаран тытса.
Унта эп лекци вулăп. Ыйтусем те
Мана паркалĕç — тăмăп чĕмсĕрле.
Юлашкинчен, туссемĕр, тем тесен те,
Хĕрӳленсе эп вулăп Çеçпĕле.
«Шупашкар-Сахалин» пуйăс çук,
Çырусем те унта çитиччен
Çĕршер çын аллине лекĕç, тен, —
«Шупашкар-Сахалин» пуйăс çук.
«Шупашкар-Сахалин» пуйăс çук:
Вакунра хăвăрт тупнă туспа
Кĕç пуçлатăн кăна калаçу —
Анмалла...
Кĕтет урăх шăпа.
«Шупашкар-Сахалин» пуйăс çук,
Ун пек пуйăс мана кирлĕ мар.
Çынсемпе тĕл пулу нумай чух
Туйăп эп пурнăçри пĕчĕк мар
Кĕнеке страници пек хăма.
Хуртлă улмасем ӳкеççĕ ир,
Туттисем ӳкмеççĕ кĕр çитмесĕр.
Ан çĕкле ытла васкавлăн, мелсĕр...
Çĕрнине, — çум курăкне ан сир.
Хăй ура умне кусса пыни
Хаклă мар — çӳлти нимрен чĕнӳллĕ.
Тӳсĕмлĕх çитсен, кĕр кунĕ тӳлĕ
Ырлăхпа — вăл пулĕ чăн-чăнни.
...Сăввăмра пиçет тӳпе улми:
Кăнтăрла — хĕвел,
каç-каç вăл — çăлтăр.
Сар кĕрччен ăна ан татăр — чăтăр:
Пиçменни пулаймĕ шăл çемми...
Тутлă сĕтекпе тулса çитсе
Шал енчен тӳлеккĕн çуталсассăн —
Тат ăна, этем: вăл пиçнĕ саншăн —
Хăналан, «мухтав çĕре!» тесе.
Пыл пухать пыл хурчĕ çеçкерен,
Наркăмăш ĕмет хура çĕлен, —
Теççĕ хăш-пĕр чух... Тĕпченĕрен
Уçнă пуль çавна — ăçтан пĕлен.
Пурнăçа сăнанă май куллен
Тепĕр шухăш çеçкине ак çурчĕ:
Наркăмăш тусан пылтан çĕлен,
Пыл тăвать наркăмăшран пыл хурчĕ.
 Пахчари илемлĕ чечексем хушшинче пĕр тĕлĕнтермĕш керменте Вичкĕн куç пурăннă тет. Вăл тĕнчере мĕн пулса иртнине йăлтах курса тăнă. Ирсерен сывлăмпа çăвăннă, каçсерен каçсерен аякри çăлтăр çутипе куçне тасатнă. Çав çăлтăр çути унăн куçне татах та вичкĕнрех куракан, хăй пекех йăлтăртатакан тунă-мĕн. Сывлăм шывĕ куçĕсене якатнă тет. Суккăррисене Вичкĕн куç хăйĕн вичкĕнлĕхĕн пĕр пайне парнеленĕ, вара лешсен те куçĕсем çивĕчленнĕ.
Çапла çул хыççăн çул иртнĕ. Вичкĕн куçăн ĕçĕ нумайланнăçемĕн нумайланса пынă. Çĕр çинчи ачасем кунĕн-çĕрĕн выртса кĕнеке вуланă, телевизор çывăхне ларса кино пăхнă, пĕрмай компьютерпа вылянă. Çавăнпах вĕсен куç вăйĕ пĕтнĕçемĕн пĕтсе пынă, куçлăх тăхăнакан ачасен йышĕ ӳснĕ. Вĕсен ирĕксĕрех Вичкĕн куç патне çул тытма тивнĕ. Лешĕ кашнинех пулăшма тăрăшнă пулин те пур чухне те ĕлкĕреймен. Вăл пĕччен çеç-çке, лешсем нумай, черет вăрăмлансах пынă.
Пĕр ирхине Вичкĕн куç яланхи пекех хăйĕн куçĕсене сывлăмпа çуса якатасшăн пулнă, анчах Сывлăмпи курăнман. Вичкĕн куç хăйĕн керменне таврăнса чирлисене йышăнма пуçланă. Çав кун ăна питех те йывăр килнĕ. Черет çитменрен хăшĕ-пĕрин Вичкĕн куç патĕнче пулмасăрах киле таврăнма тивнĕ. Сывлăмпи тепĕр кунне те курăнман. Сывлăмпа çăвăнманран Вичкĕн куçа Çăлтăрпи те вăйлатайман тет. Вичкĕн куç ăна Сывлăмпи çухални çинчен пĕлтернĕ, шыраса тупма пулăшу ыйтнă.
Малалла
Вăрман... вăрман... сасартăк çутă...
Çул пачĕ тейĕн çав маяк.
Малтан пуçланнă калаçу та
Кĕтмен çĕртен вĕçленчĕ ак.
Хула иккен!
Савса сăнатăн
Эс çĕн хула çутисене.
Кĕç вакунран тухма васкатăн:
Çĕнни чĕнет хăй ытамне.
Никĕссене чулран хывман-тăр,
Туман-тăр çирĕп бетонран —
Тӳсĕмлĕхрен хывса хăварнăн
Туятпăр, çуртсене курсан.
■ Страницăсем: 1... 544 545 546 547 548 549 550 551 552 ... 796
|
Шухăшсем
Discover how our AI can skyrocket your c...
Мĕнле пулнă, çаплипех тăрать, заблокиров...
Тархасшăн çак ухмахсен шухăшĕсене тасатă...
Сергей Юшков - Етĕрне районĕнчи Атликаси...
Лайăх сăвă ачасемшĕн...
Темле çын та пур çĕр çинче, тĕлĕнместĕп....
Аван ...
кайăксем чăнахта лайăх чĕр - чунсем
Çитмĕлсенчен иртсен те, хаш сывлатпăр, А...
Цикори çинчен ытларах пĕлесшĕннччĕ ...